АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

19 ноября 2008 г. г. | Тупах ял халăхĕ.
Кам пулăшĕ-ши пире? Эпир Тупах ялĕнче пурăнакансем шыв çуккипе тарăхатпăр. Март уйăхĕнче суйлав пулнă хыççăн колонка шывне ярса панăччĕ. Çулла июль уйăхĕнче пирĕн колонка каллех ванчĕ. Хĕллехи сивĕсем пуçланиччен колонка шывне тÿрлетсе ярасчĕ. Хĕлле урамсене юр хÿсе лартсан, çăл шывĕ патне мĕнле çитсе шыв ăсса килмелле? Ял администраци пуçлăхĕ нимĕн те тăрăшмасть.
«Шыв ыйтăвĕ пирки пирĕн чылайранпах калаçу пырать. Хуçалăх саланнă хыççăн ăна «Тансар» хресчен (фермер) хуçалăхĕ урлă тытса пынă. Вĕсен электроэнерги лимичĕ пĕчĕккине пула шыв башнине тытса тăма йывăр. Ăна тытса тăма халăхран çителĕклĕ укçа пухманнине пула электроэнергине чарса лартнă. Хальхи вăхăтра шыв башнине ял тăрăхĕ çине куçарса, ĕçе йĕркелесе ярассипе кирлĕ документсем хатĕрлетпĕр».
15 ноября 2008 г. г. | Г. ПЕТРОВ. Мăнçырма ялĕ.
Пирĕн енче рейс автобусĕсем халиччен йĕркеллех çÿретчĕç-ха. Çак эрнере график темĕншĕн пăсăлчĕ.
«Чăвашавтотранс» ПУП çăмăллăхпа усă куракан пассажирсемшĕн республика бюджетĕнчен дотаци укçине вăхăтра тÿлемен пирки çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас енĕпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Кун пек лару-тăру кашни районта. Эпир чи малтанах район центрĕнче ĕçлекенсене ĕçе вăхăтра илсе çитерме тата ĕç хыççăн киле леçсе ямалли рейссене пĕр улăштармасăр хăварма тăрăшатпăр», - терĕ Валерий Николаевич.
13 августа 2008 г. г. | В. НИКОЛАЕВ
Кăçал районта миçе гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ? Ку енĕпе хăш хуçалăхсенче ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ?
Халиччен акнă, усă курнă çĕрсем пушă, ĕçлемесĕр выртни пире - ял хуçалăх ĕçченĕсене, район администрацине, Чăваш Республикин Президентне Н.Федорова та питĕ пăшăрхантарать. Çа¬вăнпа та Н.Федоров Президент 2008-2010 çулсенче усă курмасăр выртакан пĕр гектар çĕр те пулмалла мар тесе тĕллев лартнă. Пирĕн районта та çак тĕллеве пурнăçлас тесе тăрăшатпăр. Районĕпе шутласан ял хуçалăх культурисене акса-туса илекен лаптăк 48711 гектар йышăнать, çав шутран 6631 гектарĕ усă курмасăр выртать. Кун пек çĕрсем Кавал ял тăрăхĕнче - 2147 гектар, Пысăк Енккассипе Урнар ялĕсенче - 2009, Энĕшпуçпе Хуруй ялĕсенче - 1603, Пинерте 1445 гектар. Эпир Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе таччăн çы¬хăнса ĕçлетпĕр. Унпа килĕшÿллĕн кăçал пирĕн ра¬йонта 3500 гектартан кая мар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă. Çав шутран 2800 гектарĕ çине кĕрхи культурăсем, 700 гектарĕ çине çурхи культурăсем акмалла тесе палăртнă. Кăçалхи çуркунне вара 751 гектар çинче акса хăварма пултартăмăр. Çав шутран: «АгроВладина» тулли мар явап¬лă общество Энтрияль ял тăрăхĕнче 254 гектар, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики Кавал ял тăрăхĕнче 152 гектар, «Павлов В.Ф» хресчен (фермер) хуçалăхĕ Мăнçырма ял тăрăхĕнче 132 гектар, «Арабоси» агрофирма - Пинер ял тăрăхĕнче - 178, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче 35 гектар акса хăварма пултарчĕç. 2800 гектар кĕрхи культурăсем акмалли планран паянхи куна 1494 гектарĕ çинче акма çĕр хатĕрленĕ. Ку енĕпе «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики Кавал çĕрĕ çинче 400 гектар хатĕрленĕ, «Павлов В.Ф» хресчен (фермер) хуçалăхĕ Мăнçырмара - 308, Кĕтеснер ял тăрăхĕнче - 60, «Картофель плюс» хресчен (фермер) хуçалăхĕ Энĕшпуç ял тăрăхĕнче - 260, «Арабоси» агрофирма Аслă Чак ял тăрăхĕнче - 200, Пысăк Енккассинче - 170, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общест¬во Пинер ял тăрăхĕнче 50 гектар çĕр сухаласа кĕрхи культурăсем акма хатĕрленеççĕ. Çак ĕç татах та малалла пырать. Ĕçлемелли питех те нумай, çавăнпа та усăсăр выртакан çĕрсене ĕçе кĕртме пурин те пĕрле тăрăшсан питех те аван пулмалла. Çак шанчăк вара - вăйлăрах аталанса кайнă хуçалăхсемпе уйрăм хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче. Усăсăр выртакан çĕрсемпе ĕçлеме «Шигали» хуçалăхпа «Сапаркин А.Г», «Иванов В.А» хресчен (фермер) хуçалă¬хĕ¬сем кăмăл туни те ĕç-пуçа малалла яма пулăшрĕ. Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕрт¬нĕшĕн патшалăх та, район та пулăшу кÿрет, хăш-пĕр тăкаксене каялла тавăрса параççĕ. Усă курмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме кăçал район бюджетĕнчен 2 млн. 287 пин те 500 тенкĕ, Чăваш Республикин бюджетĕнчен 915 пин тенкĕ пăхса хăварнă.
«1...3456

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика