03 ноября 2010 г. г. |
Çемьери пуçтаха чăркăшса килпетсĕр тытнăшăн мĕнле наказани пама пулать?
Чăваш Республикин 2003 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче йышăннă çÿлерех асăннă саккунăн 19-мĕш статйипе ун пек çынсене асăрхаттарма е 600 тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ.
03 ноября 2010 г. г. |
Каçхи вăхăтра граждансен лăпкăлăхне пăснăшăн явап тыттараççĕ-и?
Каллех çÿлерех палăртнă саккунăн 19-мĕш статйипе килĕшÿллĕн 23 сехетрен пуçласа 7 сехетчен çынсен лăпкăлăхне чăрмантарнăшăн (авариллĕ, пулăшу тата тăхтаса тăмасăр пурнăçламалли ĕçсем пулмасан) граждансене асăрхаттарма, 200 тенкĕрен пуçласа 1 пин тенкĕ таран, яваплă çынсене 500 тенкĕрен 1000 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕллисене 20 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ.
22 октября 2010 г. г. |
«Эпĕ, Çĕнĕ Шулхан ялĕнче çуралса ÿснĕ София Никитична Андреева, сирĕн пата шыв пирки тарăхнипе çыратăп. Кÿршĕри тарасасем те типсе ларчĕç. Пире вара шыв ыйтăвĕ çав тери пăшăрхантарать. Шыв çуккишĕн тарăхнипе сирĕн пата çырма шутларăм, никамран пулăшу ыйтма аптратăп, тен, эсир пулăшатăр? Эпĕ яланах редакцине шаннă, вăл çивĕч сигналсене хăвăрт кирлĕ çĕре çитерет. Хам та унта çамрăк чухне ĕçленĕччĕ, те çавăнпа «Хĕрлĕ ялав» хаçат мана çывăх. Халĕ эпĕ 85 çула çитрĕм. Килти тараса типсе ларчĕ, пĕр тумлам шыв та памасть. Ман çеç мар-ха ку инкек - ялĕпех. Мĕн тумалла, хĕле кĕрсен мĕнле пурăнмалла? Юрать-ха хальхи вăхăтра аякри çăла кайма пулать, унта шыв пур. Хĕлле çак çăла эпир, ватăсем, çитейрес те çук, çил-тăман пулсан пушшех те тертлĕ пулать. Мĕншĕн тесен пирĕн ял урамĕсенче çав тери юр хĕвсе лартать. Çак вăхăт çитиччен ватăсемшĕн тăрăшса мĕнле те пулин мерă йышăнма çук-ши тесе ыйтасшăн», - тесе çырать ĕç ветеранĕ С.Андреева.
Ку ыйту çине хурав илес тĕллевпе Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Л.Федоровăпа калаçрăмăр. Вăл çапла каларĕ: «Шыв ыйтăвĕ паянхи куна пур çĕрте те çивĕч тăрать темелле. Çуллахи шăрăх çанталăка пула ялсенчи чылай тарасасенче шыв чакрĕ, хăш-пĕрисем вуçех типсе ларчĕç. Çĕнĕ Шулхан ялĕнче пурăнакансем те çак нушапах тертленеççĕ. Çавна май хĕл лариччен тарасасене тасатма тесе плана кĕртнĕ. Ку ыйтăва ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе сÿтсе явса ĕçлеме пуçлатпăр».
22 октября 2010 г. г. | Мăнçырмари Иштукан касĕнче пурă
Мăнçырма ял тăрăхĕнчен çакăн пек çыру килнĕччĕ: «Пирĕн ялти Иштукан касĕнче ултă урам вырнаçнă. Çапла вара кунта пурăнакансем шыв ăсма, кĕпе çума Хăватлă çăла çÿреççĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче çак çăла ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем пуçарса янипе, çăла тасатас шутпа ĕнтĕ, сÿтсе пăрахрĕç. Анчах та ĕçĕ çакăнпа чарăнса ларчĕ, малалла каяймарĕ. Ăна хута ярас тĕллевпе ял тăрăхĕн администрацине темиçе хутчен те çынсем кайнă, анчах шантарнипех çырлахма тивнĕ. Çăвĕпех шывсăр тертленсе ирттертĕмĕр. Халĕ ĕнтĕ хĕл çывхарса пырать, çапах та çăла юсаса хута яракан никам та çук. Хăватлă çăл хăватсăр пулса тăчĕ.
Тĕрĕссипе калас пулсан, Мăнçырма ялĕнчи ытти çăлсем те юхăнса лараççĕ, тарасасем те типсе ишĕлеççĕ. Шывсăр май килмест, ăçталла пăхать-ши ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ».
Çак çырăва пичете хатĕрлесе çитернĕ çĕре ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе Иштукан урамĕнчи çăла юсаса тирпейлесе лартма ĕлкĕрнĕ. Ку ял тăрăхĕнче чăннипех те ял халăхĕшĕн тăрăшакан çынсем ĕçлени палăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн пуçлăхĕ пулма иккĕмĕш тапхăра та Валерий Николаевич Семеновах суйларĕç. Шыв ыйтăвĕ пирки сăмах тапратнă май Валерий Николаевич пире çапла хуравларĕ: «Кăçалхи çул шыв ыйтăвĕ чăннипех те çивĕч тăчĕ. Пĕр çĕрте çăлĕ аран-аран юхать, тепĕр çĕрте тарасари шыв типсе ларчĕ тата ытти те. Çак ĕçсене пурнăçлама вара укçи-тенки хĕсĕкки те ура хурать. Çăмăлах мар пулин те, эпир халăх ыйтнине яланах пурнăçлама тăрăшатпăр. Ку енĕпе пире ял тăрăх депутачĕсем те пулăшсах пыраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, В.Аверьянов хăйĕн килĕнчи тракторпа ял варринчи Енкипеç пĕвине тасатма пулăшрĕ. Ăна ял халăхĕ чĕререн тав тăвать. Ялтан аякра вырнаçнă ферма çывăхĕнчи пĕве те тахçантанпах юхăнса выртатчĕ. Вăл кĕтÿре çÿрекен выльăх-чĕрлĕх валли çав тери кирлине шута илсе ăна та çĕнĕрен тасатса пĕвелерĕмĕр. Çавăн пекех ял урамĕсенчи 3 тарасана юсанă, пĕрне çĕнĕрен чавнă. Çăлсене, пурне те мар пулин те, юсанă. Бюджетра укçа çителĕклĕ маррине кура пурне те пĕр харăс юсама е çĕнĕрен тума май килменнине ял халăхĕ ăнланасса, налук укçисене вăхăтра тÿлессе шанатпăр».
15 октября 2010 г. г. |
Октябрĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Вăл асăннă уйăхăн 25-мĕшĕнче вĕçленет. Тĕрлĕ информаци хатĕрĕсенче çак кампани пирки сахал мар çырчĕç, пĕлтерчĕç пулин те, çынсен умне тĕрлĕрен ыйтусем тухаççĕ. Хăшĕ-пĕрисене уçăмлатас тесе чăвашстат ертÿçи Э.Максимова панă хурава пичетлетпĕр.
- Халăх çыравĕн тĕллевĕсем мĕнлерех?
- Çырав çĕршывăн экономика аталанăвĕн малашлăхне палăртма кирлĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсен малашлăхĕ чылай çуллăхлă. Кашни çыравăн культура тата истори тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшĕ те пысăк. Вăл - обществăн хăйне май портречĕ, Раççейĕн самантра сăнланнă сăн ÿкерчĕкĕ.
- Çыравра интернет урлă хуравлама юрать-и?
- Хальлĕхе çак мелпе усă курмалли саккуна Раççейре палăртман. Обществăна информаципе туллин тивĕçтерсен малашнехи çыравсенче хуравсене интернет урлă илме май килĕ.
- Пропискăра хулара тăратăп, ялта пурăнатăп. Çыравçăна ăçта кĕтсе илмелле?
- Тăтăшах ялта пурăнатăр пулсан пропискăра ăçта тăнине пăхмасăр ялтах кĕтсе илмелле.
- Телефонпа пĕлтерсе хутшăнма юрать-и?
- Саккун асăннă меле хирĕçлемест. Анчах çак çыхăну йывăр чирленипе тухса çÿреймен тата çыравçăна хваттере кĕртме хирĕçлекен çынсемшĕн вырăнлăрах тесе шухăшлатпăр. Стационар участокне пырайманнипе вĕсем телефонпа пĕлтерме пултараççĕ.
- 2010 çулхи çыравăн пĕтĕмлетĕвĕсене хăçан пĕлтереççĕ?
- Малтанласа тунă пĕтĕмлетÿсене халăх йышĕ, хулара тата ялта пурăнакансем пирки, миçе арçын тата хĕрарăм пурăнни çинчен 2011 çулхи апрельте хыпарлĕç, тĕп итогсем 2011 çул вĕçĕнче - 2012 çул пуçламăшĕнче кĕнекен е томсемпе тухĕç.
- Çыравçăна хваттерте йышăнма хирĕç эпĕ...
- Стационар участокĕсенчен кирек хăшне, хăвăра меллĕреххине кайма пултаратăр. Унашкаллисем республикăра 627, çырав вăхăтĕнче 8-21 сехетсенче ĕçлеççĕ.
- Эпĕ - уйрăм предприниматель. Тупăшăм пирки пĕлтерес килмест.
- Çырав хутĕнче тупăшăр пирки информаци пулмасть, пурнăçа тытса пымалли укçа-тенкĕ çăл куçне кăна пĕлтермелле: харпăр хăй ĕçне йĕркеленипе-и, шалу шучĕпе-и, стипендипе-и, пенсипе-и.
- Мăшăр Мускава ĕçлеме çÿрет, çыравра унăн ăçта пулмалла?
- Мускавра е тепĕр хулара çулталăкран сахалрах пулсан - хăй ялан пурăннă вырăнта, çулталăкран ытларах пулсан - çав хулара.
- Çыравçăна мĕнле уйăрса илмелле?
- Хăйĕнпе пĕрле унăн хÿтлĕхĕн темиçе степенĕпе тивĕçтернĕ ятарлă удостоверени пулать. Паспортпа пĕрле кăтартсан кăна вăл вăйра тăрать. Ăна хăйне евĕрлĕ экипировка - логотиплă портфель, шарф (вĕсем кăвак тĕслĕ), хунар, шăхличĕ уйăрса панă.
- Наци ыйтăвне епле хуравланине чылайăшĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлать. Ку енĕпе мĕнле аргумент илсе кăртартма пултартăр?
- Пирĕн шухăшпа, наци тытăмĕпе çыхăннă кăтартусем корректлă. Урăхла каласан, çыравçă çырав хутне гражданин пĕлтернĕ нацилĕхе кăна кĕртме пултарать, хăй илтес тенĕ хурава илтмешкĕн хистеймест. Çын хăйне хăш наци тесе шухăшлать тата чунĕпе туять çавна калать. Наци ыйтăвне, çын хăй хуравланă тăрăх кăна çыраççĕ. Çул çитмен ачисемшĕн ашшĕ-амăшĕн пĕлтерме юрать. Арăмĕ пирки упăшкин, упăшки пирки арăмĕн, çул çитнĕ ачисен нацилĕхне ашшĕ-амăшĕн сăмахĕ тăрăх çырмаççĕ.
- Эпĕ Турра чунпа ĕненекен çын пулнипе çырава хутшăнасшăн мар. Çавăншăн мана айăплаççĕ-и?
- Саккунра çыравран пăрăннăшăн явап тыттарма палăртман.
Паян Раççейри тĕн обществисен ертÿçисенчен пĕри те çырава хутшăнассине хирĕçлемест: Росстат вĕсене Чĕнсе каланине пурте ырласа йышăннă. Тĕн çыннисен хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркеленĕ. Çырав хучĕсене уйрăм çыннăн идентификаци паллисем пур тесе шикленмелле мар.
15 октября 2010 г. г. |
Манăн ывăл пĕтĕмĕшле пĕлÿ илмесĕр ирĕкрен хăтармалли вырăна лекнĕ. Юсанмалли колонире çак пĕлĕве малалла тăсма пултарать-и вăл?
Юсанмалли учрежденисенче ирĕкрен хăтарнă 30 çула çитмен çамрăксене пĕтĕмĕшле пĕлÿ параççĕ. Çавăн пекех ирĕкрен хăтарнă 30 çултан иртнисем, пĕрремĕш, иккĕмĕш ушкăнри инвалидсем, хăйсен ирĕкĕпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп е вăтам пĕлÿ илме пултараççĕ.
Экзаменсем вăхăтĕнче колонире вĕренекенсене РФ законодательствипе килĕшÿллĕн ĕçрен хăтараççĕ. Пĕлÿ илекенсене хавхалантараççĕ, епле тÿрленнине палăртнă чухне шута илеççĕ.
12 октября 2010 г. г. | Н.Кудряшова, Кавал ялĕ.
Чарăну вырăнĕ пур-и?
«Тÿрĕ, тикĕс çулпала Кавал ялне автобус вĕçтерет. Анчах та вăл ял пуçламăшĕнче чарăнмасть. Çемкке урамĕнче пурăнакансене лартса каймасть. Вăрмара каякансем тата ачаллă арçын автобус кĕтсе тăратпăр. Автобус курăнсанах кукашшĕ мăнукне çĕклерĕ те, лартма ыйтса алă çĕклерĕ. Автобус чармарĕ, вĕçтерсе иртсе кайрĕ. Каялла килнĕ чух водительтен: «Мĕншĕн чармарăн?», - тесе ыйтсан, вăл: «Унта чарăну вырăнĕ çук», - тесе ăнлантарчĕ. Пирĕн пĕлес килет: ял пуçламăшĕнче чарăну вырăнĕ пур-и?
Сирĕн ыйтăва туллинрех хурав парас тĕллевпе эпир автотранспорт предприятийĕн директорĕпе В.Васильевпа çыхăнтăмăр. Вăл çапла хуравларĕ: «Кавал ял пуçламăшĕнче чарăну павильонĕ çук. Çавăнпа та унта автобусăн пассажирсене лартма е антарса хăварма юрамасть».
08 октября 2010 г. г. |
Хĕрлĕçыра мĕншĕн автобус çÿреме пăрахрĕ? - тесе пăшăрханса ыйтса çыраççĕ асăннă ялта пурăнакансем.
Ку ыйту çине тĕплĕнрех хурав тупас тĕллевпе эпир райадминистрацин строительство, обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕпе А.Тихоновпа çыхăнтăмăр. Вăл çапла хуравларĕ: «Вăрмар - Тикаш - Хĕрлĕçыр» автоçул РФ Транспорт министерствин «Автобуссемпе турттарнă чухне пассажирсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен» хушăвне тивĕçтермест. Çавăнпа автобуса вăхăтлăха çÿретме чарнă. Пĕр тĕлте çул сармалла, тепĕр çĕрте барьерсене йĕркене кĕртмелле пулнă. Хальхи вăхăтра çак ĕçсене пурнăçланă. Çул-йĕре комисси çĕнĕрен килсе тĕрĕслесе çула йышăнсан автобус маршрута тухĕ».
07 сентября 2010 г. г. |
«Хисеплĕ редакци! Сирĕн патне çырмасăр май килмест пуль терĕмĕр. Темиçе çул каялла «Туслăх кĕперĕ» ятпа çырса кăларнăччĕ эсир, халĕ вара çав кĕпер каллех ванса, çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ. Халĕ çав кĕперпе ачасем шкула кайма пуçларĕç. Ача-пăча пĕр-пĕринпе тĕрткелешме, выляма çав тери юратнине пурте пĕлеççĕ. Лăп та шăп çав вăхăтра вĕсемпе инкекĕ кăна сиксе ан тухтăрччĕ. Ваттисем те çак кĕперпех чиркÿне çÿреççĕ. Туслăх кĕперĕпе вара автомашинăпа çеç мар, çуран та каçса çÿреме хăрушă. Кун пирки Тикаш ял тăрăхĕнчен суйланнă район депутачĕ пĕлсен те аван пулмалла. Инкек таврашĕ пуличчен кĕпере çывăх вăхăтрах юсама ыйтатпăр. Кунта сăмах Хĕрлĕçырпа Шăхаль хушшинчи кĕпер пирки пынине вулакан чухларĕ пулĕ-ха. -
тесе çырнă çыру килчĕ редакцине.
Çак çыру çине хурав илес тĕллевпе Тикаш тата Шăхаль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе - В.Черкасовпа тата И.Семеновапа курса калаçрăмăр. Вĕсем çапла пĕлтерчĕç: «Ку кĕпере чăннипех те «Туслăх кĕперĕ» темелле. Иртнĕ çулсенче ăна юсанă çĕрте те икĕ ял тăрăхĕ пĕрле туслăн ĕçленĕччĕ. Пĕри ĕç вăйĕпе тăрăшнă, тепри кĕпер валли материалсем панă. Халĕ те çак ĕçе икĕ ял тăрăхĕ пĕрле туслăн пурнăçласшăн. Пур ĕç те ытларах укçа-тенкĕпе çыхăннине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та хальхи вăхăтра бюджет укçи хĕсĕкреххине кура, çак кĕпер пурне те кирлине шута илсе «Шигали» хуçалăх администрацийĕ те кĕпере юсама пулăшма килĕшрĕ, материалсемпе тивĕçтерме пулчĕ, тата ял халăхне нимелле ĕçлеме чĕнсе хăварсан та тĕрĕсрех пулĕ тетпĕр. Ял çынни яланах йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшнă, малашне те çаплах пулĕ тесе шанатпăр.
Редакци почтине çырусем тăтăшах килсе тăраççĕ. Акă,Тупах ялĕнчен В.Паденьков ял старости Çитмĕшрен Тупаха хĕрĕсем патне куçса килнĕ вăрçă ветеранне, Иванов Григорийне хăçан хваттер параççĕ-ши тесе пăшăрханса çырать. Ку çыру çине хурав илес тĕллевпе Кĕлкеш ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Даниловпа тата районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕпе В.Ивановпа калаçрăмăр. Вĕсен хуравĕ çапла пулчĕ:
«Раççей Федерацийĕн «Ветерансем çинчен» калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă ветерансене хăтлă уйрăм хваттерпе тивĕçтермелле. Г.Иванов Кĕлкеш ял тăрăхне Шупашкарта хваттер илес тесе кăçалхи апрелĕн 21-мĕшĕнче заявлени çырса панă. Май килнĕ таран ăна черетрине шута илсе хваттерпе çывăх вăхăтсенчех тивĕçтерĕç».
30 июля 2010 г. г. | В.Петров.
45 çул тултарсан паспорта улăштараймарăм. Çакăншăн явап тытма лекет-и?
Гражданин 20 тата 45 çул тултарсан хушаматне, ятне е ашшĕ ятне улăштарсан паспорта 30 кун иртиччен çĕнетмелле. Çак вăхăта ирттерсен вăйне çухатнă документпа пурăннăшăн РФ административлă йĕркине пăснин кодексĕн 19.15 статйин1 пайĕ тăрăх явап тыттараççĕ, 1500-2500 тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ.
23 июля 2010 г. г. | Арапуçсем
Эпир, хаçат урлă çакна пĕлтерес терĕмĕр: шыв çукки аптратать пире, çанталăк питĕ шăрăх тăнине пула йĕри-таврари ялсенче те, çав шутра пирĕн ялта та час-часах пушар тухни те пулнă. Çак хăрушă самантра ял халăхĕ ниçтан шыв ăсма çуккипе шалт аптрани те сахалах пулман. Шыв колонкисенчен килекен пăрăхсем шăтса пĕтнĕ, колонкисем ĕçлемеççĕ, шывшăн укçине те пуçтараççĕ, ăçта расхутлаççĕ - эпир ăна пĕлместпĕр. Эпир, ватăсем, çăла каяймастпăр, колонкăсем йĕркеллĕ ĕçлесен питех те аванччĕ. Шыв ыйтăвне тархасшăн татса парăр, çын ĕçлеймен, тăвайман ĕç мар ĕнтĕ вăл.
Хальхи вăхăтра шыв ыйтăвĕ чăнахах та çивĕч. Пирĕн ялта икĕ енче те шыв башнисем хальлĕхе йĕркеллех ĕçлеççĕ. Ăна уçласа шывпа тултарнăшăн укçине «Арабоси» агрофирма тÿлесе тăрать. Ял халăхĕнчен шыв укçи пĕрре те пуçтарман. Пушар машинине ял тăрăхĕнче тытса тăма кăна халăх хăй ирĕкĕпе укçа тÿленĕ. Шыв пăрăхĕсем кивелсе çитнипе шăтнă тĕслĕхсем те пулнă.
Акă нумаях пулмасть шкул стадионĕ хыçĕнчи 2 метр пăрăха татса çĕннипе улăштартăмăр. Çавăн пекех больница енчи урамсенчи шыв пăрăхĕсемпе те çивĕч ыйтусем тăраççĕ.
29 июня 2010 г. г. |
Енчен те пахчара мăкăнь шăтса тухсан акаканни е кил хуçи явап тытать? Нумаях пулмасть редакцире пулнă районти шалти ĕçсен пайĕн уголовнăй шырав пайĕн оперуполномоченнăйĕ А. Павлов çак тата ытти ыйтусем çине хуравларĕ.
- Анатолий Иванович, наркомансен çулла канма пĕр вăхăт та çук. Пахчаран пахчана çÿресе мăкăнь вăрри сапаççĕ вĕсем.
- Ытти районсемпе танлаштарсан Вăрмар район территорийĕнче çакă ытлах палăрмасть. Йĕрке хуралçисем, ял тăрăх специалисчĕсем ку енĕпе ял халăхĕпе калаçу ирттереççĕ. Çавна май кил хуçием хăйсен пахчинче хĕрлĕ кĕрен чечеклĕ мăкăнь ÿснипе ÿсменнине пăхсах тăраççĕ. Майăн 10-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 31-мĕшĕччен район территорийĕнче «Мăкăнь» операци иртет. Çавна май милиционерсем кирек камăн алăкĕнчен те пырса шаккама пултараççĕ.
- Наркоман мăкăнь вăрри сапса кайнă тейĕпĕр, çакăншăн вара камăн явап тытмалла?
- Наркоман сапса хăварнă е кил хуçи хăй акнă - пĕрех. Енчен те пахчара пĕр тĕм мăкăнь ÿсет, ăна кăпкалатса, çумран тасатса шăварса тăраççĕ пулсан пуçран никам та шăлмасть. Сахалтан та пĕр пин тенкĕ таранах тăкакланмалла пулать çыннăн, унсăр пуçне уголовнăй ĕç те пуçарма пултараççĕ.
- «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» акци пирки кĕскен калăр-ха...
- Мăкăнь ăçта ÿснине, ăçта наркотик сутнине, унпа камсем айкашнине анонимлă пĕлтерме пулать. Сăмах май, пĕтĕм Раççейри акцие пĕлтĕр пĕрремĕш хут ирттернĕччĕ. Вăл ун чухне республика шайĕнчех иртнĕ. Кăçал июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» акци район территорийĕнче те иртет. Акци вăхăтĕнче талăк тăршшĕпех çак телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр: 2-19-08, 2-19-07.
29 июня 2010 г. г. | И. ИВАНОВА
Райпо лавккисенче пушă кĕленче-савăтсене йышăнаççĕ-и?
Райпо системинчен пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенчи кашни лавккарах сăра кĕленчисем йышăнаççĕ, анчах та эрех кĕленчисене илмеççĕ. Тавар туянакансенчен хăшĕ-пĕри вĕсене этикеткинчен çуса тасатса памасть. Кĕленче-савăтсем илме ятарлă йышăну пункчĕ хальлĕхе уçман.
29 июня 2010 г. г. | Д. ГОРШКОВА
Ача пăхма илнĕ отпуск вăхăчĕ педагогика стажне кĕрет-и?
РФ 1992 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн Ĕçлев саккунĕн кодексне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен» 3543-1-мĕш саккунне 1992 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче кĕртнĕ улшăнусем хĕрарăмсем ачана çулталăк çурă пăхма илнĕ отпуска ятарлă ĕç стажне кĕртме ирĕк параççĕ. Çапла вара 1992 çулччен ачапа 1,6 çул ларни ĕç пенсине çăмăллăхлă майпа тумалли ятарлă стажа кĕрет.
29 июня 2010 г. г. | В. ПЕТРОВ
Эпĕ çĕр лаптăкне харпăрлăха куçарттарасшăн. Çак йĕркепе тĕплĕнрех паллаштараймăр-ши?
- Çĕр лаптăкне харпăрлăха куçарнă чухне саккунпа килĕшÿллĕн пурте пĕр пек правăпа усă кураççĕ. РФ Çĕр тата Граждан кодексĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕн (федераци харпăрлăхĕ), РФ субъекчĕсен (республика харпăрлăхĕ), муниципалитетсен, юридици сăпачĕллĕ предприятисен, уйрăм çынсен çĕрĕсене харпăрлăха куçарма саккун пурне те пĕр тан правăпа хÿтĕлет.
РФ Çĕр кодексĕн 28-мĕш статйипе килĕшÿллĕн патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхне кĕрекен çĕр лаптăкĕсене тÿлевлĕ параççĕ. Хăш-пĕр чухне, саккунпа пăхнă тăрăх (калăпăр, 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен пыракан «дача амнистийĕ» ятлăскерне, граждансене хресчен (фермер) хуçалăхне тытма, сад-пахча, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, харпăр хăй валли çурт-йĕр çавăрма çĕр лаптăкне палăртнă виçепе тÿлевсĕрех харпăрлăха куçарма ирĕк параççĕ.
Пысăк виçеллĕ çĕр лаптăкĕсен харпăрлăхçисем çавăн чухне пулма пултараççĕ:
- Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн хресчен (фермер) хуçалăхне тытма, сад-пахча, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, дача тума?
- вырăнти администраци йышăнăвĕпе хушма хуçалăха аталантарма, харпăр хăй валли çурт-йĕр тума.
Саккун çĕре харпăрлăха куçарнă граждансене, юридици сăпачĕллĕ предприятисене лаптăка харпăрлăха хăçан куçарнине пăхмасăрах ăна çынсене, юридици сăпачĕллĕ предприятисене сутма ирĕк парать. Сутас-туянас ĕçе калаçса татăлса тата çыру урлă пурнăçлаççĕ.
Патшалăх кадастрĕнче шута илнĕ çĕр лаптăкĕсене çеç сутма е туянма ирĕк пур.
26 июня 2010 г. г. |
Вĕрентÿ тÿлевсĕр пулĕ
2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх тата муниципаллă мĕн пур учрежденисем мĕнлерех шайра пулмалли çинчен (автономлă, бюджетлă, хысна учрежденисем) палăртмалла. Кăçалхи май уйăхĕнче йышăннă «Раççей Федерацийĕн патшалăх (муниципалитет) учрежденийĕсен хăш-пĕр саккунĕсене право тĕлĕшĕнчен улшăнусем кĕртни çинчен» саккун вĕрентĕве те пырса тивет. Тĕплĕнрех çак улшăнусем пирки эпир райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕнчен Ю.Соколовран тата Чулкасри шкул директорĕнчен Г.Ивановăран ыйтрăмăр.
- Юрий Васильевич, хальхи вăхăтра чылай ашшĕ-амăшĕсене хумхантаракан ыйту вăл - çĕнĕ йышши учрежденисем пулса тăрсан шкулсенче вĕрентÿ мĕнлерех пулни. Тепĕр майлă каласан, укçалла вĕрентме пуçлаççĕ тесе калани тĕрĕсех-ши?
- Кун пирки ашшĕ-амăшĕсен пĕрре те пăшăрханмалла мар. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче тата «Вĕрентÿ çинчен» саккунра федераллă стандарт шайĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿшĕн никама та, нимĕншĕн те тÿлемелле мар. Вĕрентĕве мĕн пур шайри бюджетсенчен финанслаççĕ. Унсăр пуçне 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕрентекенсен сехет шучĕ мĕн чухлĕ пулмаллине палăртнă. Çавăн пекех класс тулашĕнчи ĕçсем ирттерме тепĕр 10 сехет уйăрнă. Ку вĕрентĕвĕн обязательнăй программине кĕрет. Ăна федераллă бюджетран тÿлеççĕ.
Право статусне пăхмасăрах шкулсем саккунсемпе çирĕплетнĕ вĕрентÿ стандарчĕсем таран пулăшусем памашкăн патшалăх заданийĕ илĕç. Патшалăх заданийĕнче обязательнăй предметсене, вĕренÿ сехечĕсем мĕн чухлĕ пулмаллине, вĕрентÿ программисен тытăмĕн ятарлă минимумне, шкултан вĕренсе тухакансен хатĕрленĕвĕн шайĕн тĕп требованийĕсене тата ыттине кăтартнă. Ятарлă предметсен сехечĕсем малтанхи пекех юлĕç. Тĕрлĕ кружоксем, ачана уроксем хыççăн ку е вăл предметпа хушма пĕлÿ пани тÿлевлĕ пулĕç.
Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова республикăри шкулсем право статусне пăхмасăрах ятарлă предметсем тÿлевсĕр пулнине, предметсен тата уроксен шучĕ чакманнине палăртнă. Пирĕн вара патшалăх заданине бюджет пăхнă пекех пурнăçламалла.
– Мĕнле предметсене вĕрентме бюджетран укçа парĕç?
– Бюджет шучĕпе, хальчченхи пекех, шкулти пур ятарлă предметсене те, базислă вĕренÿ планне кĕрекеннисене, çавăн пек калăпăшпах вĕрентессине финансласа тăрĕç. Вĕсем: вырăс чĕлхи, литература (литература вулавĕ), математика, физика, хими, биологи, истори, обществознани, ÿнерлĕх (музыка, сăнарлă ÿнерлĕх), технологи (ĕç урокĕ), физкультура, географи, çут çанталăк, ют çĕршыв чĕлхи, тăван (вырăс мар) чĕлхе тата литература, информатика тата ИКТ, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем.
– Республикăра автономиллĕ вĕрентÿ учрежденисем йĕркеленнĕ-и?
– Хальхи вăхăтра ун пек шкулсем пирĕн районта та çук. Шкул директорĕсем, шкул çулне çитмен ача сачĕсен заведующийĕсем автономиллĕ ĕçлекен вĕрентÿ учрежденийĕсен опычĕпе паллашаççĕ.
Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Иванова кун пирки çакна пĕлтерчĕ: «Пирĕн шкул «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçлассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Вĕренекенсене пахалăхлă пĕлÿ парассипе пирĕн учительсем курăмлă ĕçсем тăваççĕ. РФ Президенчĕн Грантне тивĕçнĕ, «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2010» конкурсра финала тухнă директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Т.Максимова, С.Уливанова, А.Михайлова, Е.Семенова, Н.Евсеева, С.Смирнова, Г.Иванова, А.Степанова вĕрентекенсем çамрăк ăрăвăн пĕлÿ шайне ÿстерес, тĕрĕс воспитани парас тĕллевпе чылай тăрăшаççĕ. Ятарлă предметсен, уроксен вăхăчĕсене пĕрре те чакарман. Унсăр пуçне кружоксене, спорт секцийĕсене те ачасем тÿлевсĕрех çÿреççĕ.
Пурлăхпа техника базине вăйлатассипе те тимлетпĕр. Иртнĕ çул 1 миллион та 90 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тунă. Кăçал та юасав ĕçĕсем тума тытăннă. Шкул çумĕнче хушма хуçалăх пур. Унта туса илнĕ продукципе ачасене апатлантаратпăр. Ачасен сывлăхĕсене çирĕплетме кашни çулах шкул çумĕнче кану лагерĕ йĕркелетпĕр. Кăçал та июнь уйăхĕнче унта пурĕ 30 ача сывлăхĕсене çирĕплетрĕç.
18 июня 2010 г. г. |
«Иккĕмĕш ача кĕтетпĕр. Çавна май амăшĕн (çемье) капиталĕ пирки, унăн сертификатне ăçта илмелли, çакна валли мĕнле документсем кирлине ăнлантарса пама ыйтатпăр».
Хушма пулăшупа усă куракансем:
- 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă (усрава илнĕ), Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ пур хĕрарăм;
- Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ пур арçын, иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана пĕччен усрава илни çинчен суд йышăнни 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрсен;
- ашшĕ (усрава илекен), енчен те ачасене çуратнă (усрава илнĕ) хĕрарăмăн патшалăхăн хушма пулăшăвĕн ирĕкне пăрахăçласан (тĕслĕхрен, вилсен, çемье капиталĕн ирĕкне илсе килнĕ ача тĕлĕшпе ăна амăшĕн прависĕр хăварсан, ача тĕлĕшпе малтан хатĕрленсе преступлени тусан тата çÿлерех асăннă саккунра палăртнă ытти сăлтавпа), Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ пуррине пăхмасăр;
- çул çитмен çамрăк (ачасем пĕр пек пайпа) е куçăмлă майпа вĕренекен 23 çул тултарман çамрăк - пĕртен-пĕр ашшĕ (усрава илекен) е амăшĕ шутланакан çын (усрава илекен) федераци саккунĕнче палăртнă тăрăх патшалăхăн хушма пулăшăвĕн ирĕкне çухатсан.
Амăшĕн (çемье) капиталĕн ирĕкне пĕр хут кăна параççĕ.
Енчен те хĕрарăмăн хăйĕн пĕр ача пур пулсан теприне çемье 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен усрава илсен вăл асăннă капитал ирĕкне тивĕçет. Пĕрремĕш ачи усрава илни пулсан та çакă вăйне çухатмасть. Мăшăрĕн ачисене (тăван мар ашшĕ тата амăшĕсен ачисене) усрава илсен амăшĕн капиталĕн ирĕкĕ лекмест.
Ăçтан илмелле?
Йĕрки çапла:
- ЗАГСра ача çурални (усрава илни) çинчен свидетельство çыртармалла;
- РФ Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан вырăнти территори органĕнче амăшĕн (çемье) капиталĕн патшалăх сертификатне ыйтса заявлени бланкне çырмалла, тивĕçлĕ документсем памалла. Фонд ĕçченĕсем кирлĕ тĕк вĕсен копийĕсене тÿлевсĕр хатĕрлесе параççĕ тата çирĕплетеççĕ;
- заявление ăна панă кунран пĕр уйăх иртиччен пăхса тухаççĕ, ун хыççăн 5 кун хушшинче гражданин патне йышăну (ăна памалла туни е хирĕçлени) пирки хыпар яраççĕ, патшалăх сертифкатне илме пымалли куна пĕлтереççĕ;
- хыпарта (извещенире) пĕлтернĕ кун РФ Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан вырăнти территори органĕнче амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне илмелле.
Мĕнле документ кирлĕ?
Палăртнă йĕркепе çырнă заявлени;
çын кам пулнине çирĕплетекен документ, ăçта пурăнни, Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ пуррине ĕнентерни (паспорт е ăна улăштаракан документ);
ачасем çуралнине (усрава илнине) çирĕплетекен документсем (кашни ача çурални çинчен свидетельство (усрава илнин - усрава илни çинчен свидетельство);
- 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çуралнă усрава илнĕ ача (ачасен) Раççей Федерацийĕн гражданлăхне çирĕплетекен документ: çурални çинчен свидетельство, унта ашшĕ-амăшĕн гражданлăхне кăтартмалла е ача гражданлăхĕ пирки паспортпа виза службин штампне ларттармалла (свидетельствăна 2007 çулхи февралĕн 7-мĕшĕччен илнĕ пулсан вкладыш кирлĕ); ашшĕ-амăшĕн паспорчĕ - унта ача гражданлăхĕ пирки паспортпа виза служби паллă туни пулмалла.
Унсăр пуçне ача çуратнă хĕрарăм вилнине, ăна вилнĕ тесе пĕлтернине, ашшĕ-амăшĕн правине туртса илнине, ача тĕлĕшпе малтан шухăшласа преступлени тунине тата ытти те, ашшĕ-амăшĕ (усрава илекенсем) вилнине çирĕплетекен документсем памалла.
Çакна асра тытмалла
Сертификата йĕркеленĕ чух çакна пĕлмелле:
- Федерацин 2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 256-мĕш статйин положенийĕсемпе ача (ачасем) çуралнипе (усрава илнипе) йĕркеленнĕ право хутшăнăвĕсем тĕлĕшпе 2007 çулхи январĕн 1 - 2016 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕсенче кăна усă кураççĕ;
- амăшĕн капиталĕн виçине çуллен индексацилеççĕ. 2007 çулта вăл 250 пин тенкĕпе танлашнă, кăçал - 343378 тенкĕ те 80 пус;
- амăшĕн капиталĕн ирĕкĕ çемьере Раççей Федерацийĕн гражданлăхлĕ иккĕмĕш ача çуралсан (усрава илсен) йĕркеленет, анчах унпа (унăн пайĕпе) çав ача виçĕ çул тултарсан кăна усă курма юрать;
- 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен иккĕмĕш, виççĕмĕш, ун хыççăнхи ачасем çуралсан памалли амăшĕн капиталĕн сертификатне ыйтмалли вăхăта чикĕлемен;
- амăшĕн капиталĕн укçине уйрăм çын тупăшĕнчен илекен налукран хăтараççĕ.
Сертификат
- Сертификат çын кам пулнине ĕнентерекен документа кăтартсан кăна вăйра тăрать;
- Хуçи вилсен е унăн патшалăхăн хушма пулăшăвне тивĕçмелли ирĕкĕ пĕтсен сертификат вăйне çухатать;
- Амăшĕн капиталĕн виçине улăштарни сертификата çĕнетмеллине пĕлтермест;
- Сертификата çухатсан РФ Пенси фончĕн территори органĕнче (сертификат илнĕ вырăнта) унăн дубликатне параççĕ.
18 июня 2010 г. г. |
Шкулта вĕреннĕшĕн укçа тÿлемелле пулать-и?
- Никамăн та, нимĕншĕн те хăрамалла мар, пăшăрханма сăлтав çук, - тет кун пирки ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова. - Пирĕн кашни предметпах базислă вĕрентÿ планĕ пур, кашни класра хăш предметпа миçе сехет вĕрентмеллине йăлтах кĕртнĕ унта. Вĕсем (вырăс чĕлхи, литература (литература вулавĕ), математика, физика, хими, биологи, истори, обществознани (вăл шутра экономикăпа право), искусство (музыка, ИЗО, МХК), технологи (ĕç урокĕ), физкультура, географи, çут çанталăк, ют чĕлхе, тăван (вырăс мар) чĕлхе тата литература, информатика тата ИКТ, ОБЖ пурте сыхланса юлаççĕ, малашне те тÿлевсĕрех пулаççĕ. Программăра çук тепĕр хушма ют чĕлхе вĕренесси, пĕр-пĕр ташă кружокĕ тÿлевлĕ пулма пултарать.
Стандарт тăрăх эрнере 5 кун вĕреннĕ чух сехетсен шучĕ 1-мĕш класра 20-рен иртмелле мар. Эрнере ултă кун вĕрентсен 2-4-мĕшĕсенче 25-шер, 5-мĕшĕсенче - 31, 6-мĕшĕнче - 32, 7-мĕшĕнче - 34, 8-9-мĕшĕсенче - 35-шер сехет, 10-11-мĕш классенче 36-шар урок пулмалла.
ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин сайтĕнче «Актуально: школьные уроки платными не будут» текен баннер пур. Унта кун пирки тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать.
Уçăр, вулăр. Илтнинчен пĕлни чылай хут лайăхрах.
25 мая 2010 г. г. |
Паян пурте дача амнистийĕ çинчен калаçаççĕ. Çак саккуна мĕнле пурнăçлани çинчен хаçата вулакансене Патшалăхăн регистраци, кадастр тата картографин Федераллă службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн Вăрмар районĕнчи пайĕн начальникĕ Э.Захарова пирĕн корреспондента Э.Михайлована каласа парать.
- «Дача амнистийĕ» куçман пурлăхăн мĕнле объекчĕсене пырса тивет?
«Дача амнистийĕ» Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕ вăя кĕриччен панă çĕр лаптăкĕсене - уйрăм хушма хуçалăх тата дача хуçалăхĕсене, сад-пахча лаптăкĕсем, пурăнмалли уйрăм çурт-йĕрпе гараж, дача тата сад çурчĕсем, уйрăм гаражсем тата пурăнмалли çуртсем валли уйăрнă çĕрсене пырса тивет. Çак саккун граждансем валли кăна. Кунта хăйне евĕрлĕ çыхăну пур - патшалăх вĕсене хăйсен прависене регистрацилеме, тĕпрен илсен, вĕсем тахçанах усă куракан, анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула харпăрлăха йĕркелемен объектсене регистрацилеме май парать.
- «Дача амнистийĕ» шайĕнче çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха илмелли правасене йĕркелемелли срока палăртнă-и?
«Дача амнистийĕ» шайĕнче çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха илмелли правăсене йĕркелемелли вăхăта палăртман, пурăнмалли çурт-йĕрсем тĕлĕшпе вара çак вăхăта 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен тăснă.
- Çĕр лаптăкĕсене ансат йĕркепе регистрацилеме мĕнле документсем кирлĕ?
Çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха илмелли правасене регистрацилеме 2 документ кăна кирлĕ: çĕр лаптăкĕн докуменчĕ тата çĕр лаптăкĕн кадастр планĕ.
- Пурăнмалли çуртăн харпăрлăх правине регистрацилеме мĕнле документсем тăратмалла?
Пурăнмалли çуртăн харпăрлăх правине регистрацилемелли йĕркене ансатлатнипе килĕшÿллĕн регистраци службине пÿрт лартнă çĕр лаптăкĕн документне, çĕр лаптăкĕн тата пÿртĕн кадастр планне тăратмалла.
Уйрăм гаражсем тĕлĕшпе харпăрлăх правине декларацине тĕпе хурса регистрацилемелле. Декларацие харпăрлăх хуçин хăйĕн çырмалла. Унсăр пуçне çĕр лаптăкĕпе усă курма право паракан документ пулмалла.
- «Дача амнистийĕ» халь кăна илнĕ çĕрсене пырса тивет-и?
«Дача амнистийĕ» çинчен саккун Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕ вăя кĕриччен - 2001 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕччен - панă çĕр лаптăкĕсене кăна пырса тивет.
- Еткерлĕхпе юлнă е урăх майпа пурлăха куçнă çурт вырнаçнă çĕр лаптăкне харпăрлăха илме правасене регистрацилеме пулать-и?
Пулать. Енчен те сирĕн çак çуртăн малтанхи хуçин çĕр лаптăкĕпе усă курма паракан докуменчĕ пур пулсан.
- Пур çĕр лаптăкĕсене те регистрацилеме юрать-и?
Çук. Законодательствăпа килĕшÿллĕн, хăш-пĕр çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарма патшалăх регистрацийĕ тума юрамасть. Ку вăл усă курма пăрахнă е урăх тĕллевпе усă курма юраман çĕр лаптăкĕсем. Тĕслĕхрен, çут çанталăк заповедникĕсем, парксем, культура еткерлĕхĕн объекчĕсем вырнаçнă çĕр лаптăкĕсем.
- Енчен те çĕрпе усă курма ирĕк паракан пĕр документ та çук пулсан?
Çĕр лаптăкне уйрăм хушма хуçалăхра усă курма панă, анчах ун валли пĕр документ та çук пулсан, ăна харпăрлăха илмелли правасене регистрацилеме пулать. Кун валли ял тăрăхĕн администрацийĕнчи хуçалăх кĕнекинчен çак хушма хуçалăх çинчен каланине çырса илнине памалла. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çак выпискăна гражданин ыйтнипе 2 экземплярпа Федераллă регистраци службине 29.08.2006 çулхи 146 номерлĕ приказĕпе çирĕплетнĕ формăпа парать. Шăп çак выписка гражданиншăн çĕр лаптăкĕпе усă курма ирĕк паракан документ пулса тăрать. Ытти чухне, çĕрпе усă курмалли документ çук пулсан, çĕр лаптăкне рынок хакĕпе тÿлесе илмелле.
- Миçе çĕр лаптăкне гражданин хăйĕн харпăрлăхĕ тума регистрацилеме пултарать?
«Дача амнистийĕ» çинчен саккунпа килĕшÿллĕн гражданин хуть те миçе çĕр лаптăкне те хăйĕн харпăрлăхĕ тума пултарать.
- Çĕр лаптăкне регистрацилеме патшалăха миçе тенкĕ тÿлемелле?
Уйрăм хушма хуçалăх ертсе пыма, пахча çимĕç, улма-çырла туса илме, пурăнмалли çурт-йĕр, гаражсем тума уйăрнă çĕр лаптăкĕсене регистрацилеме 200 тенкĕ тÿлемелле.
- Çĕр лаптăкĕ çинче вырнаçнă куçман пурлăха мĕнле регистрацилемелле?
Çĕр лаптăкĕн докуменчĕсем йĕркере пулсан, çурт-йĕре харпăрлăх правине илме питĕ çăмăл. Дача тата сад çурчĕсене, гаражсене регистрацилеме малтанхи пек техника инвентаризацийĕ ирттермелле мар. Куçман пурлăх валли ятарлă деклараци хатĕрленĕ. Унта объект вырнаçнă вырăна, унăн ятне, лаптăкне тата ыттине те кăтартмалла. Шăп çак деклараци куçман пурлăха регистрациленĕ чухне чи кирлĕ документ пулса тăрать.
- Деклараци бланкĕсене ăçта илме пулать? Унăн хăш-пĕр йĕркисене мĕн çырмаллине пĕлмесен?
Деклараци бланкĕсене Патшалăхăн регистрации, кадастр тата картографин Федераллă службин республикăри Управленийĕн Вăрмарти уйрăмĕнче илме пулать. Çавăн пекех интернетра - Управленин сайтĕнче. Унăн адресĕ: www.rosreg21.ru. Деклараци бланкĕсене Управленин Вăрмарти уйрăмĕнче мĕнле тултармаллине кунта ĕçлекенсем ăнлантарса парĕç. Çавăн пекех кунта бланк тултармалли тĕслĕх те пур.
- Гражданин харпăрлăх прависене декларацие тĕпе хурса пурнăçлать пулсан, техникăпа инвентаризаци бюровне каймалла-и?
Гражданин декларацие хăех çырма пултарать. Техникăпа инвентаризаци бюровне каймалла мар.
- Çĕр лаптăкне арендăна илнĕ гражданин çак çĕр çинче вырнаçнă куçман пурлăха хăйĕн харпăрлăхне илме пултарать-и?
Çĕр лаптăкне арендăна илнĕ чухне договорта арендатора çак лаптăк çинче çурт-йĕр лартма, гараж, уйрăм хушма хуçалăх тата дача хуçалăхĕсем, сад-пахча лаптăкĕсем тума ирĕк панă пулсан, “Дача амнистийĕ” саккун çак куçман пурлăхсене харпăрлăх правине илме май парать.
- Туса çитермен сад çурчĕсене, гаражсене декларацине тĕпе хурса харпăрлăха илме пулать-и?
Çук. Туса пĕтермен харпăрлăх валли декларацин ятарлă форми çук. Мĕншĕн тесен туса пĕтмен объектăн унта çырмалли даннăйсем çук.
- Пурăнмалли çурт-йĕр объектне тума, ăна хута яма, хăпартнă пурăнмалли çурта регистрацилеме ирĕк ыйтмалла-и?
2015 çулхи мартăн 15-мĕшĕччен пурăнмалли çурт-йĕре хута яма ирĕк ыйтмалла мар.
- Гражданин хăйĕн харпăрлăх прависене ансатлатнă йĕркепе регистрацилес мар терĕ пулсан?
Кун пек тумасан вăл куçман пурлăха сутаймасть, парнелеймест, арендăна, салука параймасть.
18 мая 2010 г. г. |
Ватлăх кунĕсенчи пурнăç тулăх килтĕр тесен пулас пенси çинчен паянах шухăшламалла. Сирĕн пенси счечĕ çине мĕн чухлĕ ытларах пухăнать - пенси çавăн чухлĕ пысăкрах пулать. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре пурăнакансем хăйсен пулас пенсие патшалăх софинансированийĕн программипе усă курса ÿстерме пултараççĕ. Пенсин пухăнса пыракан пайĕ валли пĕр пайне гражданин хăй тÿлет, тепĕр пайне - патшалăх. Тĕплĕнрех çакăн пирки пирĕн корреспондент Э.Михайлова Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен Т.Васильеваран ыйтса пĕлнĕ.
- Татьяна Юрьевна, çак программăна кам хутшăнма пултарать?
Патшалăх софинансированийĕн программине пенси страхованийĕн системинче регистрациленнĕ пур категорири граждансем те (ачасем те, пенсионерсем те) хутшăнма пултараççĕ. Пенси страхованийĕн системинче регистрациленменнисен Пенси фончĕн районти управленийĕнчен страховой свидетельство илмелле. Программăна хутшăнма нимĕнле чару та çук темелле.
- Унта хутшăнас тесен мĕн тумалла?
2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен килсе заявлени çырса памалла. Алăра паспорт, пенси страхованийĕн страховой свидетельстви пулмалла. Хăвăра ĕçе илекен урлă хутшăнма пулать. Почта урлă хутшăнас тетĕр пулсан, хăвăр алă пуснине нотариус патĕнче çирĕплетни кирлĕ.
- Программа мĕнле принциппа ĕçлет?
Ачан е хăвăрăн пулас пенсин пухăнса пыракан пайĕ çумне çулталăкра 2 пин тенкĕ уйăратăр пулсан, патшалăх та хăй енчен сирĕн е ачан пенси счечĕ çине 2 пин тенкĕ уйăрĕ. Хушма страховой взнос çулталăкра 12 пин тенкĕрен иртмелле мар.
- Взноссене епле майпа куçармалла-ха?
Чи меллĕ май - хăвăр ĕçлекен вырăнта взноссене уйăхсерен ĕç укçинчен тытса юлса Пенси фондне куçарма заявлени çырса пани. Заявленире сирĕн уйăхсерен миçе тенкĕ куçарассине кăтартмалла. Каярахпа çĕнĕ заявлени çырса тÿлекен суммине улăштарма та пултаратăр. Çак Программа шайĕнче тÿлевсене банк урлă та куçарма пулать. Тÿлемелли ятарлă квитанци бланкĕсене Пенси фончĕн районти управленийĕнче илме пулать. Мĕн чухлĕ тÿлесси кашни çыннăн хăйĕн ирĕкĕ. Кирек епле вăхăтра та вăл взноссене куçарассине чарса лартма, меллĕ вăхăтра çĕнĕрен пуçарса яма пултарать.
- Ачасен пулас пенсине йĕркелессине мĕнрен пуçламалла?
- Чи малтанах Пенси Фончĕн управленийĕнче ача ятĕнчен анкета çырса пенси страхованийĕн свидетельствине илмелле (малтан пулман пулсан). Унтан Программăна хутшăнма заявлени çырса памалла, банк урлă взноссем куçарма пуçламалла, тÿлемелли квитанцире вара ача даннăйĕсене кăтартмалла:хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, пурăнакан адресĕ, пенси страхованийĕн системинчи ачан лицевой счет номерĕ (ку вăл обязательнăй страховой свидетельствăра кăтартнă 11 паллăран тăракан номер).
- Граждансен хăш категорийĕсемшĕн уйрăм условисем пур?
- Пенсие тухмалли çула çитнĕ, анчах Пенси фондне пенсие шутлаттарма пыман граждансемшĕн (55 çула çитнĕ хĕрарăмсем, 60 çула çитнĕ арçынсем) условисем урăхларах. Вĕсемшĕн пенсин патшалăх софинансированийĕн программипе килĕшÿллĕн патшалăх 4 хут ытларах укçа куçарать. Енчен те пенси çулне çитнĕ гражданин çулталăкра 12 пин тенкĕ взнос куçарать пулсан, патшалăх хăй енчен - 48 пин тенкĕ.
- Патшалăх софинансированийĕн программи миçе çула тăсăлĕ?
Патшалăх хăй енчен сирĕн взноссем çумне 10 çул хушши 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин таран куçарса тăрĕ.
- Ĕç паракан çак программăна хутшăнма пултарать-и?
Ĕç паракан хăйĕн работникĕсен пухăнса пыракан пенси пайĕ çумне взноссем куçарса пыма пултарать. Çакна пурнăçлама ĕç вырăнĕнче ятарлă приказ çырма е коллективлă договора çĕнĕ положени кĕртме пулать.
- Çак программа шайĕнче пуçтарăннă укçана татах та ÿстермелли майсем пур-и?
Кашни гражданин хăйĕн пулас пенсин пухăнса пыракан пайне инвестицилеме пултарать. Урăхла каласан, ăна управляющи компанисене е патшалăхăн шутланман пенси фончĕсене шанса параççĕ. Уйрăм компани урлă е патшалăхăн мар пенси фондне парса инвестицилеме пулать.
- Çавăн пекех çак пуçтарăннă укçа-тенкĕ еткерлĕхпе куçать-и?
Гражданин вилес пулсан, пуçтарăннă укçа-тенкĕ еткерлĕхпе куçать. Еткере тивĕçлине халалласа паракан хăй куçарнă укçи те, ĕçленĕ çĕртен куçарни те, патшалăх тÿлесе пыни те, пенсин пуçтарăнса пынă пайне инвестициленĕ тупăшĕ те юлать.