АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

23 апреля 2010 г. г. | Марина Петрова, 11 класра вĕренекен.
Эпĕ кăçал 11 класран вĕренсе тухатăп. Пурнăçа шкулпа çыхăнтарас тесе шухăшлатăп. Манăн чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулас килет. Çак специальноçа И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче вĕренсе алла илме май пур тенине илтнĕччĕ. Вĕренме кĕрес тесен мĕнле экзаменсем тытмалла тата заявленисене хăçан йышăнаççĕ.
Чăваш чĕлхипе литература учителĕсене Чăваш Республикинчи чи ватă, аслă шкулсенчен пĕринче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче хатĕрлеççĕ. Куçăмлă (очный) тата куçăмсăр (заочный) мелпе 5 çул вĕренмелле. Студентсене хăтлă общежитипе, стипендипе тивĕçтереççĕ. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулма хатĕрленекенсем тĕрлĕ тапхăрта тĕп специальноçсăр пуçне хушма специальноçсем те алла илнĕ. Пĕр вăхăтрах вырăс е ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентме ирĕк илнĕ. Халĕ, самана ыйтнине тивĕçтерсе, факультет çавăн патне каялла таврăнчĕ. Кăнтăрлахи уйрăмра студентсем ку чухне «чăваш чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхипе литератури», «чăваш чĕлхипе литератури тата ют çĕршыв чĕлхи», куçăмсăр уйрăмра «чăваш чĕлхипе литератури тата практика журналистики» специальноçсене вĕренеççĕ. Студентсем чăваш чĕлхипе литератури учителĕсĕр пуçне ют (нимĕç е акăлчан) чĕлхин учителĕ пулса тухаççĕ аслă шкултан. Чăваш филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ студентсем паянхи кун Чăваш Республикинче кăна мар, республика тулашĕнчи чылай шкулта тăван чĕлхепе пĕрлех ют чĕлхе вĕрентеççĕ. Чăваш филологи факультечĕн кăнтăрлахи уйрăмне çулсерен 40 çын, куçăм мар уйрăмне 25 çын вĕренме илеççĕ. Чăваш филологи факультетне вĕренме кĕрес текенсенчен июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен заявлени йышăнаççĕ. Вĕренме кĕрес текенсен заявленипе пĕрле аттестат (е копи), ЕГЭ тытнине ĕнентерекен сертификат (е копи) пулмалла. Июлĕн 16-мĕшĕнчен экзаменсем пуçланаççĕ. «Тăван чĕлхепе литература тата вырăс чĕлхипе литератури» специальноçсемпе вĕренме кĕрес текенсен çакăн пек экзаменсем тытмалла: чăваш чĕлхипе литератури (сочинени, университетра çыраççĕ), вырăс чĕлхи (ЕГЭ), вырăс литератури (ЕГЭ). «Тăван чĕлхепе литератури тата ют чĕлхе» (акăлчан е нимĕç) специальноçсемпе вĕренме кĕрес текенсен вара: чăваш чĕлхипе литератури (сочинени, университетра çыраççĕ), вырăс чĕлхи (ЕГЭ), вырăс литератури (ЕГЭ) тата ют чĕлхе тестировани (университетра) тытаççĕ. Куçăмсăр уйрăма кĕрес текенсен те пĕр вăхăтрах экзаменсем пулаççĕ. Вĕсен «чăваш чĕлхипе литератури тата практика журналистики» специальноçпа вĕренме кĕрес тесен чăваш чĕлхипе литератури (сочинени, университетра çыраççĕ), вырăс чĕлхи (ЕГЭ), вырăс литератури (тестировани, университетра тытаççĕ, ЕГЭ мар). Университет адресĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 19 а çурт, Чăваш филологи факультечĕ. Тĕплĕнрех 62-30-02, 8-902-287-96-50 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлме юрать.
20 апреля 2010 г. г. |
Шкул ачисен çуллахи каникулĕ пуçланас вăхăт çывхарса килет. Республикăра, районта çак тапхăрта вĕсен канăвне йĕркелес ыйтусемпе халĕ ĕçсем пыраççĕ. Кăçал ку тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсем пур. Çавна май ашшĕ-амăшĕн мĕн пĕлмелле-ха? Çĕнĕ йĕркепе райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Юрий Васильевич Соколов тĕплĕнрех ăнлантарса пама тăрăшрĕ. Унпа пирĕн корреспондент Э.Михайлова калаçнă.
- Юрий Васильевич, 2010 çулхи кану йĕркелĕвĕ иртнĕ çулхинчен мĕнпе уйрăлса тăрать? - Ачасен çуллахи канăвне йĕркелеме халиччен укçа-тенкĕ социаллă страховани фондĕнчен уйăрнă, путевкăсене ашшĕ-амăшĕ ĕçлекен предприятисемпе организацисем, учрежденисем урлă салатнă. Кăçалтан Раççейре ку тивĕçе муниципалитетсене шанса панă. Ачасен çуллахи канăвне йĕркелекен яваплă орган пирĕн районта - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ. Ачана лагере канма ярас тесессĕн ашшĕ-амăшĕн путевка илме пирĕн патăрта заявлени çырмалла. - Заявленисене хăçан çырса памалла? - Хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетекен лагере (вăл шутра районти «Романтика» лагере те) путевка илме ашшĕ-амăшĕн е ачашăн яваплă ытти çыннăн райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайне заявлени памалла, ача çурални çинчен калакан свидетельствăн копине тăратмалла. Заявленисене йышăнма пуçланă ĕнтĕ, çак ĕç май уйăхĕн варринче вĕçленмелле. Заявленисене илсе пĕтерсен реестр хатĕрлĕпĕр. Путевкăсемпе тивĕçтересси ун тăрăх пулса пырать. Паллах, кашни ачана путевкăпа тивĕçтерме май килмест. Маларах заявлени çыракансене путевка тивĕçес шанчăк пысăкрах. - Путевкăсене тÿлесе илмелле-и? - Ачасем хушшинче тĕрлĕ категори пуррине палăртмалла: иртнĕ çул путевка хакĕн 5 е 10 процентне тÿленĕ е бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсене тÿлевсĕрех панă. Лагерьте канмалли путевкăсене 10 процент тÿлесе илмелле. Хула тулашĕнчи кирек хăш лагерьте, хамăр районти «Романтикăнах» илес пулсассăн, канмалли путевка 7700 тенкĕ тăрать, ашшĕ-амăшĕн 770 тенкĕ тÿлеме тивет. - Çăмăллăхпа усă куракан категорисем валли мĕнле йĕрке палăртнă? - Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр, ĕçсĕр тăрса юлнă çынсен ачисене тÿлевсĕр канма яраççĕ. Сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесен путевка хакĕн 5 процентне тÿлемелле, хăшĕсем вара çакна та тÿлеймеççĕ. Кун пеккисем валли кăçалхи çул «Ыр кăмăллăх» марафонĕ вăхăтĕнче пуçтарнă укçаран 5 процентне тÿлеме палăртнă. Интернатра вĕренекен, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тата тăлăх ачасене ЧР Вĕрентÿ министерстви тÿлевсĕр путевкăсемпе тивĕçтерет. Унсăр пуçне ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пулăшакан категорисем те пур. Санатори-курорт сиплевĕ кирлĕ ачасем валли сиплев учрежденийĕсен заявкисем тăрăх социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă тÿлевсĕр путевкăсем уйăраççĕ. - Юрий Васильевич, пирĕн районти «Романтика» лагерьте лару-тăру еплерех? - Вăрмар районне республика бюджетĕнчен çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетме 1 миллион та 578 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçана эпир хамăр районтах хăварасшăн. Пирĕн тĕп тĕллев - лагере сыхласа хăварасси. Çак енĕпе райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ тăрăшса ĕçлет. Муниципалитет бюджетĕнчен 300 пин тенкĕ куçарнă. Ку укçа-тенкĕпе «Романтикăра» юсав ĕçĕсем тума, çĕнĕ оборудовани илме палăртнă. Иртнĕ çул кунти условисене 500 пин тенкĕлĕх лайăхлатнă. Паянхи куна лагерьте ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ. Пĕрремĕш смена июнĕн 7-мĕшĕнче пуçланĕ. Пурĕ 3 смена пулĕ, кашнинче 80-шар ача канĕ. Ача пуçне пĕр куна апат-çимĕç валли 152 тенкĕ тăкаклама палăртнă (кунне 5 хутчен апатлантарĕç). Канашри педучилищĕре вĕренекенсене воспитатель пулма чĕнетпĕр. Смена пуçланнă кун алла путевка илнĕ ачасене вĕрентÿ пайĕ умĕнче пуçтарăпăр, ятарлă автобуспа лагере илсе çитерĕпĕр. Смена вĕçленсен вара, вĕсене каялла илсе килĕпĕр. - Шкулсем çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсем мĕнле ĕçлĕç? - Шкул çумĕнчи лагерьсем июнĕн 2-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăнĕç. Пĕлтĕр районта вĕсем 5-6 шкулта пулнă пулсан, кăçал нумай шкулта пурнăçа кĕртме планланă. Шкул çумĕнчи лагерьсене ĕçлеттерме бюджетран 567 пин тенкĕ куçарнă, пĕр ача пуçне апатланма кунне 55 тенкĕ тивĕçĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ачисене унта вырнаçтарас кăмăл пулсан, шкул директорне заявлени çырса памалла.
19 марта 2010 г. г. | З. ПАВЛОВА калаçнă.
Раççей Президенчĕ Д.Медведев вăрçă ветеранĕсене пурне те хваттерпе тивĕçтерме йышăннине çак ирĕкпе усă курма тивĕç пуррисенчен хăшĕ-пĕри хăйне май ăнланчĕ: кашнине хваттерлĕ тăваççĕ тесе шутлаççĕ. Тĕрĕссипе саккунăн тĕп шăнăрĕ мĕнре-ха? Çакна уçăмлатма райадминистрацин строительство, инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕпе А.Тихоновпа курса калаçрăмăр.
- Александр Иванович, РФ Президенчĕн кăçалхи январĕн 9-мĕшĕнчи Указĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе маларах йышăннă документа кĕртнĕ улшăнусем мĕнлереххисем? - Чи пĕлтерĕшли - правительство федераци бюджечĕ шучĕпе çурт-йĕрпе тивĕçтерме шута илес тапхăрăн чиккине пăрахăçларĕ. Хальхи вăхăтра тата Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă хыççăн та ветерансем заявлени пама пултараççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, çĕнĕрен йышăннă улшăнусем çынна сахал тупăшлисен йышне кĕртмелли хаклава та урăхлатаççĕ. Халиччен ветеранăн уйăхри тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртнĕ пулсан, ăна хваттер кĕтекенсен çăмăллăхлă черетне тăратман. Вăрçа хутшăннă çынсемпе инваличĕсен пенсийĕ вара пĕчĕк мар. - Апла пулсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем Президентăн «Ветеран валли - хваттер» программипе çурт-йĕр илме пултараççĕ? - Федерацин «Ветерансем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çурт-йĕрпе Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене - хваттер условийĕсем çителĕксĕррипе нушаланакансене - пурне те тивĕçтереççĕ. Вĕсен йышне вăрçа хутшăннисем, инвалидсем, вăрçă çулĕсенче сывлăшран тапăннинчен хÿтĕлекен объектсенче ĕçленисем, блокадăри Ленинградра пурăннисем кĕреççĕ. Социаллă пулăшăвăн асăннă виçин ирĕкĕпе ветеран е инвалид вилсен унăн çемйин членĕсем усă кураççĕ. Вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси Раççей Федерацийĕн патшалăх полномочийĕ шутланать, граждансем çурт-йĕр çителĕксĕррипе нушаланнине палăртмалли условисене федераци саккунĕсем - Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕ - çирĕплетеççĕ. - Паянхи кун тĕлне пирĕн районта миçе ветерана хваттер панă, черетре тăракан йышлă-и? - Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисемпе инваличĕсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне черетре 4, вĕсенчен социаллă пулăшу пурте илнĕ. Федерацин «Ветерансем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çурт-йĕрпе тивĕçтермешкĕн социаллă пулăшу виçисене илес тĕллевпе хăйсене нушалакансем тесе йышăнтарас ыйтупа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патне пымалла. 2005 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн çурт-йĕр условийĕсем çителĕксĕр тесе йышăннă категорие кĕрекен 11 граждансен тата хваттер памалли çынсен йышне тишкерет. - Ветерана çурт-йĕр кирлине мĕнле палăртаççĕ? Ăна хваттер памалли çинчен кам йышăнать? - Вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕр условийĕсем çитменнипе нушаланакансем тесе Çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн çирĕп йĕркепе йышăнаççĕ. Кун пек чух унăн çемйинчи кашни çын пуçне тивекен пурăнмалли лаптăк виçи нормăпа палăртнинчен сахалрах пулмалла е çуртне юрăхсăр тесе хакламалла (норма виçи - çурт-йĕр кирлĕ çынсене шута илес тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çирĕплетнĕ пурăнмалли лаптăк). Ветерана черете тăратас ыйтăва вăл пурăнакан вырăнти хăй тытăмлăх органĕ татса парать. - Ветерансемсĕр пуçне тыл ĕçченĕсем, салтак арăмĕсем, блокадăри Ленинградра пурăннă çынсем, фашистсен концлагерĕсенче пулнисем те сахал мар. Вĕсен мĕне шанмалла? - Федераци бюджечĕ шучĕпе çурт-йĕре тивĕçмелли ирĕк блокадăри Ленинградра пурăннă çынсен тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисен тăлăха юлнă арăмĕсем те пур. Фашистсен концлагерĕсенче нушаланнă çул çитмен узниксем те вăрçă ветеранĕсен йышне кĕреççĕ. Тыл ĕçченĕсем федераци укçи-тенкипе çурт-йĕре тивĕçме пултараймаççĕ. - Ялта пурăнакан ветеран та сахал мар. Чылай çĕрте хăтлă хваттерсем тумаççĕ вĕт? - Саккун тăрăх ветеран пурăнмалли вырăна тата çурт-йĕр тĕсне суйлама пултарать. Ку вăл - хваттер, уйрăм çурт е общежитири пÿлĕм. Унсăр пуçне вăл хăй çуртне те çĕклейрет. Пирĕн республикăра ветерансене çуртпа тивĕçтересси социаллă тÿлеве (пĕр вăхăтлăх укçа тÿлевĕ) куçнине палăртрăм ĕнтĕ. Çав шутпа хисеплĕ ватăсен çурта е хваттере муниципалитетăн кирек хăш йĕркелĕвĕнче туянма май пур. Çапах та хамăр хула, ял тăрăхĕнче кăна. Урăхла каласан - Чăваш Республикинче.
16 марта 2010 г. г. |
Пирĕн хаçат – район хаçачĕ, апла пулсан вăл район халăхĕн ыйтăвне тивĕçтерессине малти вырăна хурать, урăхла каласан, подписчиксемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлет. Чылай чухне вĕсем хăйсене пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтусене татса парас тĕллевпе редакцие çырусем çырса яраççĕ е куçа-куçăн та тĕл пулса ыйтусем параççĕ. Хальхинче вара Кĕлкеш ял тăрăхĕнче информаци кунĕнче халăхпа тĕл пулнă вăхăтра панă ыйтусем çине яваплă çынсем хуравлаççĕ.
Тупахра пурăнакансем çапла ыйту пачĕç: - Пирĕн ялта малтанхи çулсенче 6 пĕве пулнă, хальхи вăхăтра вара аран-аран пĕр пĕве пĕвелерĕç. Малашне ялта пĕве пĕвелессипе мĕнле ĕçлеме шантараççĕ-ши? - Ял масарне çитме çул çав тери начарланса çитнĕ, ăна юсама кам пулăшать-ши тата масарта вилĕ вилсен кĕркелесе тухма пÿрт те çук. - Йĕри-тавра пурте газпа усă кураççĕ. Пирĕн ялта Тупахри пĕр урамра - Октябрь урамĕнче - халĕ те газ кĕртмен. Пире кам та пулин пулăшĕ-ши? - Тупахри шыв башни йĕркеллĕ ĕçлемест. Укçине халăхран пуçтараççĕ, анчах та вăл пĕр кун ĕçлет те тепĕр кунне ĕçлемест. - Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем чылайăшĕ район центрĕнче ĕçлеççĕ. Ĕçе вара палăртнă вăхăтра çитмелли пурне те паллă. Малтанхи вăхăтсенче автобус рейсĕ питĕ аван çÿретчĕ. Хăш-пĕр çынсен ачисем шкула Вăрмар поселокне çÿренине пула вара халĕ автобус уроксем пуçланнă тĕле кăна çитерет. Автобус рейсне пурне те тивĕçтермелле тума май килмест-ши? В.ДАНИЛОВ, Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: Тупах ялĕнчи пĕвесем пирки тахçантанпах калаçу пырать. Пĕвине темиçе хут та пĕвеленĕччĕ, анчах та çурхи шыва йĕркеллĕ уçса яманнине пула ăна кашни çулах татса каять. Масар çинчи пÿрт пирки калас пулсан, вăл унта малтан пулнă, калама та аван мар та, ăна вара çаратса пĕтернĕ. Ют ял çыннисем килсе илсе кайманни паллă. Хальхи вăхăтра экономика кризисне пула укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкреххине шута илсе районти чылай ял тăрăхĕсенче çынсем масар çинчи пÿрте нимелле тăваççĕ. Пирĕн те вĕсен тĕслĕхне илсе çак ĕçе пурнăçламалла. Вилмен тĕнче çук тенĕ пек эпир пурте вĕсене хисеплеме тивĕç. Унта çитме çула тасатса тирпейлесе тăма палăртнă. Тупахри шыв башни пирки калас пулсан, кунта татса паман хут ыйтăвĕсем чăнах та нумай. Хальхи вăхăтра шывпа усă курнăшăн халăхран пухакан укçана ялти пĕр фермер урлă патшалăха тÿлесе тăратпăр. Килсе тухакан хăш-пĕр çитменлĕхсене çитес вăхăтрах пĕтерме тăрăшатпăр. А.ТИХОНОВ, райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ: кашни çыннăн хăйĕн ыйтăвĕ, тĕллевĕ пулнине пурте пĕлеççĕ. Кашниех хăй ыйтăвне тĕрĕс тесе шухăшлать, ку çаплах пулĕ, нимĕн те калаймăн. Анчах та пĕр-пĕрне ăнланса, туслăн пурăнма тăрăшмалла. Автобус ыйтăвĕ тавра чăнах та калаçу нумай пычĕ. Хальхи вăхăтра «Вăрмар-Тупах» ирхи рейс район центрĕнчен 6 сехет те 45 минутра тухать, Тупахран каялла 7 сехет те 20 минутра тухать те Вăрмар поселокне вара 7 сехет те 50 минутра çитет. Ку рейс халăх ыйтăвне тивĕçтереймест. Хальхи вăхăтра малашне ирхи рейса 6 сехет те 30 минутра Вăрмар поселокĕнчен тухмалла тăвас ĕç пырать.
12 марта 2010 г. г. | З.ПАВЛОВА калаçнă.
2007 çулта çуратнă, усрава илнĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн хĕрарăмсен амăшĕн капиталне илме ирĕк пур. Унпа мĕнлерех тата ăçта усă курма пулать? Çакă тата ытти ыйтусем çине тĕплĕнрех хурав тупас тĕллевпе районти пенси фончĕн начальникĕн заместителĕпе Т.Васильевапа çыхăнтăмăр.
- Раççейре пĕрремĕш çул кăна мар ĕнтĕ çемьесем амăш капиталĕн сертификатне илеççĕ. Татьяна Юрьевна, пирĕн районта миçе хĕрарăм сертификат илме тивĕçлĕ пулчĕç? - 2007 çулта вăя кĕнĕ федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи 18,6 пине яхăн хĕрарăм амăш капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ. Вĕсем - иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă (усрава илнĕ) çемьесем. Çулсерен сертификат хуçисем йышлансах пыраççĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн районти 460 хĕрарăм амăшĕн капиталне илме тивĕçлĕ пулнă. 2010-мĕш çулхи январь уйăхĕнчен амăш капиталĕн виçи 343 пин те 378 тенкĕ те 80 пуспа танлашать. Енчен те амăш капиталĕн укçине пĕтĕмĕшле усă курман пулсан, юлнă пай 10 процент ÿсет. Кунта çакна каласа хăвармалла. Амăш капиталĕпе усă курма декабрь уйăхĕнче заявлени çырнисем нимĕн те çухатмаççĕ - вĕсен те январь уйăхĕнчен капиталăн укçи ÿсет. - Енчен те ача виçĕ çул тултарайман пулсан амăш капиталĕн укçипе усă курма май пур-и? - Экономика лару-тăрăвĕ йывăррине шута илсе Раççей Правительстви 2009-мĕш çулта амăш капиталĕн шучĕпе çурт-йĕр кредичĕн тата ипотека кредичĕн тĕп парăмĕпе процентне ача виçĕ çул тултарассине кĕтмесĕрех тÿлеме йышăннă. Ун пек çăмăллăх 2010-мĕш çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тунă кредит килĕшĕвĕсем çине сарăлать. Чăваш Республикинче 2464 çемье 674 миллион тенкĕлĕх çурт-йĕр кредичĕн парăмне татма заявлени çырса панă. 550 çемье амăш капиталĕн укçине пĕтĕмĕшле куçарса хăйсен ирĕкĕпе усă курнă. Вĕсен хушшинче пирĕн районта 8 çемье. Ыттисен усă курман пайĕ юлнă. - Амăш капиталне çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Апла пулсан çурт-йĕр кредитне тÿлеме кăмăл тăвакансен йышĕ татах та нумайланĕ. Тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши вĕсем пирки вулакансене? - Чăнах та 2009-мĕш çулхи декабрь уйăхĕнче Раççей Правительстви амăш капиталне çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ йĕркепе çурт-йĕр туянма илнĕ ипотека кредичĕн парăмне тепĕр йÿнĕрех кредит илсе тÿлесе татнă пулсан амăш капиталне çак кредитăн парăмне тÿлеме те усă курма юрать. Тата тепĕр улшăну - ипотека кредичĕн парăмне пурăнмалли çуртăн строительстви вĕçленнине пăхмасăрах усă курма пулать. Кун пек чух пая кĕрсе строительствăна хутшăннине палăртакан патшалăх регистраци тунă килĕшÿ е харпăр хăй çурт строительстви тума ирĕк пани çинчен хут пулни кирлĕ. Çĕнĕ йĕркепе пая кĕрсе строительствăна тата çурт-йĕр тăвакан кооператива хутшăннине е çурт-йĕр туянма, çĕнĕрен тума илнĕ кредит килĕшĕвне сертификат хуçин мăшăрĕ çине çырни те амăш капиталĕпе усă курма чăрмав кÿмест. - Ача виçĕ çул тултарсан амăш капиталне тата мĕнле усă курма пулать? - Амăш капиталне пĕтĕмĕшле е унăн пайне çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси шайне ÿстерме хывма юрать. Сертификат хуçисем ача икĕ çул çурă тултарсан районти пенси фондне амăш капиталĕн укçипе усă курма заявлени çырса пама пултараççĕ. Укçана ача виçĕ çул тултарсан счет çине куçарса параççĕ. - Пурăнмалли условисене лайăхлатасси шутне мĕн кĕрет? - Пурăнмалли условисене лайăхлатасси шутне çаксем кĕреççĕ: пурăнмалли çурт туянасси, харпăр-хăй çурчĕн строительствишĕн тÿлесси - пая кĕрсе тăвакан строительствăна хутшăнасси, пурăнмалли çурт-йĕр тăвакан кооператива хутшăнакансен малтанхи е пай взносне тÿлесси, хваттер туянма е çурт тума илнĕ кредитăн е заемăн пĕрремĕш взносне тÿлесси, пурăнмалли çурт-йĕр туянма илнĕ кредитăн, çав шутра ипотека шучĕпе илнĕ кредитăн тĕп парăмĕпе процентне тÿлесси. 2009 çулта пирĕн республикăра амăш капиталĕпе çурт-йĕр туянма 14 заявлени йышăннă. Хамăр районпа илес пулсан кăçал 1 заявлени. - Республикăра пурăнакансенчен 43 проценчĕ ялта пурăнаççĕ. Паллах ялта çурт строительствине ытларах харпăр хăй вăйĕпе тăваççĕ. Кунта амăшĕн капиталĕпе усă курма май пур-и? - Чăнах та ял çыннисем çурт хăйсен тăванĕсемпе, ял-йышпа «ниме» мелĕпе тăваççĕ, стройматериалсене те хăйсем туянаççĕ. Паянхи куна - амăш капиталне усă курмалли йĕркесем укçана подрядпа çурт тăвакан организацине кăна тÿлеме май параççĕ. Хальхи вăхăтра правительствăра амăш капиталĕн шучĕпе стройматериалсем туянма ирĕк парас ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Ку ялта пурăнакансене питĕ усăллă пулĕччĕ. - Амăш капиталĕн шучĕпе çемьери ача вĕреннĕшĕн тÿлесси çинчен каласа параймăр-ши? Миçе çемье усă курнă ку çăмăллăхпа? - Амăш капиталĕн шучĕпе çемьери кирек хăш ачашăн Раççейре вĕрентме лицензи пур учрежденийĕнче вĕреннĕшĕн тÿлеме май пур. Ача вĕренме пуçланă чух 25 çултан аслă пулмалла мар. Унсăр пуçне амăш капиталĕпе ача вĕреннĕ вăхăтра общежитинче пурăннăшăн та тÿлеме юрать. Паянхи кун тĕлне республикăра тăватă çемье (пирĕн районта çук) амăшĕн капиталне аслă ачин вĕренĕвĕшĕн тÿлеме заявлени çырса панă. - Амăшĕн капиталĕн шучĕпе хĕрарăмăн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерес майпа мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ? - 2009-мĕш çулхи декабрь уйăхĕнче амăшĕн капиталĕн шучĕпе хĕрарăмăн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерме ярас йĕркене федераци саккунĕпе çирĕплетнĕ. Амăш капиталĕн укçине пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне куçарсан ача амăшĕ унăн калăпăшне управляющи компанинче е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондĕнче ÿстерме пултарать. Пенси фончĕ кашни çул амăш капиталĕн калăпăшĕ çинчен тата уйрăм йĕркепе управляющи компанинче е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондĕнче тунă тупăш çинчен извещени ярса пĕлтерет. Капитал укçине пенси счечĕ çине уйăрни ахальтен мар - амăшĕн капиталне усă курас шухăш улшăнсан ăна çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма е ачасене вĕрентме усă курма юрать. Енчен те ача амăшĕн пурнăçĕ ăнсăртран татăлсан укçана правопреемниксене пенси взносĕсемпе пĕрле тÿлемеççĕ. Амăш капиталне усă курмалли ирĕк унăн мăшăрĕ е ачисем çине куçать. Ăна çак тĕллевсемпех усă курма юрать. - Амăш капиталĕпе усă курас тесен заявлени хăçан çырмалла? - Амăш капиталĕпе усă курас тесен заявлени çырмалли вăхăтсем çакăн пек: енчен те укçапа çулталăкăн иккĕмĕш çур çулĕнче усă курас тесен майăн 1-мĕшĕччен заявлени çырмалла, енчен те укçапа çитес çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче усă курас тесен октябрĕн 1-мĕшĕччен çырмалла. 2010-мĕш çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен илнĕ çурт-йĕр кредичĕн тата ипотека кредичĕн тĕп парăмĕпе процентне тÿлеме заявлени кирек хăçан та çырма юрать. Документсене пăхса тухса йышăну туса икĕ уйăх хушшинче укçана банкри счет çине куçарса параççĕ. - Экономика лару-тăрăвĕ йывăррине шута илсе правительство иртнĕ çул амăшĕн капиталĕн укçинчен 12 пин тенкĕ тÿлесси çинчен йышăнчĕ. Ăна хăçан илме пулать-ши? - Пур сертификат хуçисен те амăшĕн капиталĕн шутĕнчен пĕр хут тÿлеве, 12 пин тенкĕне, ача виçĕ çул тултарассине кĕтмесĕрех укçан илме май пур. Унпа харпăр-хăй ирĕкĕпе кулленхи тăкака саплаштарма юрать. Паянхи куна республикăра пурăнакан 16 пине яхăн çемье çак укçана илме кăмăл туса Пенси фондне заявлени çырнă - ку вăл сертификат илнисен 86 проценчĕ. Пирĕн районта вара 417 çемье çак укçана илме кăмăл тунă. Çакна палăртмалла: 12 пин тенкĕ тÿлесси - вăхăтлăх кăна. Çавăнпа та 2009-мĕш çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнă ача амăшĕсен кăçалхи мартăн 31-мĕшĕччен заявлени тăратмалла. Вăхăт нумаях юлмарĕ - çавăнпа та тăхтаса тăмалла мар. Ăна илес тесен сертификат хуçин паспорчĕ, амăшĕн капиталĕн сертификачĕ тата банкра уçнă счет хучĕ пурри çителĕклĕ. Енчен те амăш капиталĕпе усă курасси пирки ыйтусем пулсан районти пенси фондĕнчен 2-10-35 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
16 февраля 2010 г. г. |
Редакцие Вăрмар поселокĕнчи 4-мĕш номерлĕ «Ромашка» ача садне çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен çыру килчĕ. Текста кĕскетмесĕрех пичетлетпĕр. «2005 çулта поселокра «Ромашка» ятлă 4-мĕш ача сачĕ уçăлчĕ. Эпир çакăншăн питĕ савăнтăмăр. Çав тавра пурăнакансемшĕн ку ырлăх пекех пулчĕ - аякка утмалла мар-çке. Унта ачасем те çÿреме пуçларĕç. Малтан 1-2 ушкăн, унтан тепĕр 2 ушкăн уçăлчĕ, халĕ вара 6 ушкăн ĕçлет. Пирĕн аслă ачасем те çак ача садĕнчен вĕренсе тухрĕç, кĕçĕннисем те кунтах çÿреççĕ. Анчах пире пĕр пулăм питĕ хумхантарать - ача садне çитме çул çук. Тавралла çаврăнма пулать-ха сукмакпа тенĕ пек. Анчах кашни кун çаврăнса çÿреме йывăр, çавăнпа та эпир пылчăк тăрăх (йĕпе-сапаллă çанталăкра, çуркуннепе-кĕркунне) утса çÿретпĕр. Машинăпа килекенсене те кансĕр. Лакăм-тĕкĕмлĕ те пылчăклă çул тăрăх ача садне апат-çимĕç турттаракан машинăсем кашни кун мĕнле çÿреççĕ-ши тата?! Ку ыйту пирки эпир район администрацине 2008, 2009 çулсенче çырупа тухнăччĕ, анчах паянхи кун та нимле улшăну та çук. Çакăн пек обществăлла вырăнта çул питĕ кирлĕ. Эпир çитес вăхăтра пирĕн ыйтăва татса парасса шанатпăр».
Вăрмар район тата Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕсем çырура çĕкленĕ ыйту пирки çакăн пек хурав пачĕç: «Вăрмар хула тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн 2009 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнчи Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулта Вăрмар поселокĕнче çулсем тума, вăл шутра 4-мĕш номерлĕ ача сачĕ патне çити сарма та, хула тăрăхĕн бюджетĕнче укçа пăхса хăварман. 2010 çулта Вăрмар хула тăрăхĕн бюджетне хушма укçа-тенкĕ кĕрес пулсассăн, пĕрремĕш çур çулта «Ромашка» ача сачĕ патне çитиччен тротуар сарма май пулĕ».
29 января 2010 г. г. |
Çак кунсенче хаçат редакцине Çĕнĕ Кавал ялĕнче пурăнакан 19 çын алă пуснă çыру çитрĕ. Унта ял урамĕсенче çутă хунарсем çунман ыйтăва хускатнă. «Пирĕн ялта декабрь уйăхĕнчен пуçласа тĕттĕм серепи хуçаланать. Эпир пурте «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнса илетпĕр, килĕштерсе вулатпăр. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн декабрĕн 30-мĕшĕнче тухнă Указĕ çинчен ун урлă пĕлтĕмĕр. Унта çĕнĕ урамсене (ялсене) электрификацилессине хăвăртлатасси çинчен каланă. Урамĕсем çĕнĕ мар та, анчах вăл пирĕн çутăсăр лармаллине пĕлтермест пуль», - тенĕ унта.
Çĕнĕ Кавал урамĕсенче мĕншĕн çутă хунарĕсем çунманни пирки эпир Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Ю.Ивановран ыйтса пĕлтĕмĕр. Юрий Апполонович çак пăтăрмах çутă парса тăрассине йĕркелекен вăхăт рели юрăхсăра тухнипе çыхăнтарчĕ. Çак кирлĕ элемента халĕ кÿрсе килнĕ. Хаçат номерĕ кун çути курнă çĕре Çĕнĕ Кавал ялĕн урамĕсенче çутă хунарĕсем çуна пуçласса шантарчĕ.
18 декабря 2009 г. г. |
Саруй тата Урнар ялĕсенче пурăнакансем фельдшерпа акушер пункчĕсем хупăнни çинчен пăшăрханса çыраççĕ. «Малашне пахалăхлă медицина пулăшăвĕ ăçта илмелле-ши пирĕн?» - тесе канăçсăрланса пĕлтереççĕ вĕсем.
Сирĕн ыйтăва туллинрех хурав парас тĕллевпе эпир район больницин тĕп врачĕпе Н.Васильевапа çыхăнтăмăр. Вăл çапла хуравларĕ: «Саруй тата Урнар ялĕсенче пурăнакансем патне çак ыйтупа ятарласа район больницин тĕп врачĕн заместителĕ Н.Эсенкулов çитсе курнă. Тĕл пулăва пурĕ 47 çын хутшăннă. Вырăнти халăх фельдшерпа акушер пункчĕсене малашне те ĕçлеттересси пирки, çавна май вĕсем тăтăшах медицина пулăшăвĕ илме пултарни çинчен пĕлтернĕ. Ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçăлнă май, Саруй тата Урнар ялĕсенче пурăнакан халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕ Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тăрăшакан медицина ĕçченĕсем параççĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне туса хурасси çинчен калакан Йышăнупа килĕшÿллĕн Саруй тата Урнар ялĕсенчи халăха медицина пулăшăвĕ пама Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне çирĕплетнĕ. Çавна май графикпе килĕшÿллĕн, çÿлерех асăннă офисăн медицина ĕçченĕсем çак ялсенчи халăха ирхине 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен пулăшу кÿреççĕ. Унпа пĕрлех Саруй тата Урнар ялĕсене врач кашни эрнере юн кун тата çын хăйне кирлĕ чухне чĕнсен килет. Унсăр пуçне вырăнти халăха районти тĕп больницăн васкавлă медицина пулăшăвĕн уйрăмĕ те пулăшма хатĕр. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче медицина ĕçченĕсем çителĕклĕ, çак тăрăхри ялсене вĕсем кирлĕ вăхăтра пулăшу параççĕ. Урнар тата Саруй ялĕсенче пурăнакансем çавăн пекех районти тĕп больницăна та медицина пулăшăвĕ илме килме пултараççĕ».
18 декабря 2009 г. г. |
Собираюсь подать документы на приватизацию квартиры в БТИ, чтобы успеть заключить договор передачи до 1 марта 2010 года. Когда необходимо обратиться в регистрационную службу для получения свидетельства о праве? Тоже до 1 марта 2010 года?
На основании Федерального закона от 29.12.2004 № 189-ФЗ "О введении в действие Жилищного кодекса Российской Федерации" с 1 марта 2010 года утрачивают силу основные положения Закона Российской Федерации "О приватизации жилищного фонда в Российской Федерации", предусматривающие возможность и порядок приватизации жилья, т.е. после 1 марта 2010 года становится невозможным заключение договоров бесплатной передачи жилых помещений в собственность граждан. При этом в Регистрационную службу с заявлением о государственной регистрации права собственности на основании договора бесплатной передачи жилого помещения в собственность, заключенного до 01.03.2010, можно будет обратиться и после 01.03.2010. Таким образом, если вы сейчас получили в БТИ договор бесплатной передачи своей квартиры, то в Регслужбу можно обратиться в любой день, даже после 1 марта 2010 года. УФРС по ЧР.
12 декабря 2009 г. г. |
Çулталăк вĕçленесси çур уйăх кăна юлчĕ. Кĕçех кун таврăнать. Çĕр ĕçченĕн çитес çулхи тухăçшăн шухăшламалли вăхăт. Вăрлăх хатĕрлеме е улăштарса çĕнетме тытăннă-и-ха районта?
Çĕр çыннин ĕçĕ-хĕлĕ яланах йывăр пулнă. Кĕрхи ĕçсене пуçтарнă хыççăн каллех çитес çулхи тухăçшăн шухăшлама тытăнмалла. Тăрăшуллисем ку ĕçе тахçанах тытăннă та ĕнтĕ. Анчах та пирĕн районта вăрлăхлăх тырă хатĕрлессипе ĕç-пуç начар пырать тесех калас килет. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикисĕр пуçне пĕр хуçалăх та вырăнтан хускалман тесен пĕрре те йăнăш пулмасть. Ку хуçалăхра планпа палăртнипе 5200 центнер хатĕрлемелле пулсан, паянхи куна 3200 центнер, çав шутран 1000 центнер çурхи тулă, 2200 центнер урпа вăрлăхĕсем кондицие лартнă. В.Нарзаев тĕп агрономпа Н.Петров директор çитес çулхи тухăçшăн чăннипех те çине тăни куç умĕнче. Районĕпе илсен вăрлăхлăх тырă хатĕрлесси 18 процентпа кăна танлашать. Çĕнĕрен туянас тесе те хальлĕхе никам та тăрăшмасть-ха, çитес çул çур аки çитмест тейĕн. Хуçалăхсенче тырă аллассипе ĕçлеççĕ пулсан та, вĕсен пахалăхне тĕрĕслеттермесен унăн усси те сахалтарах пулĕ, мĕншĕн тесен мĕнле вăрлăх акатăн - çавăн пек тухăç илетĕн. Çапла вара кашни центнер вăрлăхах кондицие çитермесĕр акнин усси çуккине пурин те халех ăнланса илсен питех те аван.
25 ноября 2009 г. г. |
- Пахчара ÿсекен миçе мăкăньшăн явап тыттараççĕ?
Пахчара 11 тĕпрен ытла мăкăнь ÿсрĕ пулсан кил хуçи çине уголовнăй ĕç пуçараççĕ, 10 тĕпе яхăн пулсан - административлă протокол çыраççĕ. Пахчара пĕр тĕп мăкăнь ÿсни, ăна шăварса тăрса кăпкалатни - хут çырмалли сăлтав.
11 ноября 2009 г. г. |
Тесе ыйтаççĕ райпон Универмагри лаптăка арендăна илнĕ сутуçăсем. «Эпир аренда укçи те сахал мар тата вăхăтра тÿлесе пыратпăр. Универмагра çутă çителĕксĕрри те пысăк чăрмав кÿрет. Çавна май туянакансене ку е вăл тавара пăхма, хак пама çукки чăрмантарать. Эпир хамăр вăйпа электричество ламписене ларттарнă, анчах та вăл та çителĕксĕр. Поселокри арендăна панă ытти лавккасене пăхсан вĕсенче ăшă, çутă та çителĕклĕ. Пĕтĕм çĕртех тирпейлĕх хуçаланать. Пирĕн патăрта Универмага кĕмелли алăка та çĕнĕрен улăштармалла. Çак чăрмавсене пĕтерме пулать-ши?», - тесе ыйтса çыраççĕ сутуçăсем.
Сирĕн ыйтăва туллинрех хурав парас тĕллевпе эпир райпо канашĕн председателĕпе К.Никитинпа çыхăнтăмăр. Вăл çапла хуравларĕ: «Кăçал республика кунĕ пирĕн районта пулнă май, эпир поселокри лавккасене чылай юсарăмăр. Çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ 6 миллион тенке яхăн тăкакларăмăр. Унсăр пуçне Универмагра юсав ĕçĕсем пурнăçлама 200 пин тенкĕ пăхса тухнă. Хальхи вăхăтра кунта ăшăпа тивĕçтерессипе ĕçлетпĕр. Çавăн пекех çитес вăхăтра электричество ламписене, алăка улăштарма планлатпăр».
11 ноября 2009 г. г. |
«Юлашки вăхăтра районти тĕп больницăра ку е вăл чирсене пăхакан врач ĕçлеменни канăç памасть. Пире, ватă çынсене, республика больницисене тухса çÿреме йывăр. Çулсем иртсе пынă май, районти тĕп больницăна та аран-аран çиткелетпĕр. Куçсем япăх курнă май районти тĕп больницăна çул тытрăм. Анчах та унта окулист ĕçлеменни пирки пĕлтерчĕç. Çавăн пекех лор врач та çуккине пĕлтĕм. Малашне пирĕн, ватăсен, мĕн курмалла?» - тесе çырать И.Иванова пенсионер.
Сирĕн ыйтăва туллинрех хурав парас тĕллевпе эпир районти тĕп больницăн тĕп врачăн заместителĕпе Н.Эсенкуловпа çыхăнтăмăр. Вăл çапла хуравларĕ: «Окулист тата лор врач районти тĕп больницăн поликлиникинче шăматкунсенче пациентсене йышăнаççĕ. Ытти кунсенче вĕсем пулмаççĕ. Тепĕр майлă каласан пирĕн патăрта вăхăтлăх ĕçлеççĕ. Вĕренсе пĕтернĕ çамрăксем яллă вырăнсене килесшĕн мар. Медицина ĕçĕнче те çавăн пекех лару-тăру. Пире терапевт, хирург та кирлĕ. Анчах питех те шел, аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк специалистсем районти тĕп больницăна ĕçлеме килме васкамаççĕ».
06 ноября 2009 г. г. |
Районта пурăнакансенчен редакцие тăтăшах çырусем килсе тăраççĕ. Хăшĕсем пĕр-пĕр çын çинчен ырласа, теприсем хăйсен ялĕнче мĕнле те пулин мероприяти пулнишĕн савăнса хыпарлаççĕ, виççĕмĕшĕсем вара мĕншĕн те пулин чунĕсем кÿтсе килнипе редакцинчен пулăшу ыйтса çыраççĕ. Хальхинче Тупахсем ирхине 7 сехет те 10 минутра «Вăрмар - Анаткас» маршрутпа çÿрекен автобуса хăйсен ялне çитиех çÿретме ыйтса çыраççĕ. «Кĕлкеш шкулне реструктуризациленĕ май, кăçал 10-мĕш класа каймалли Тупах, Çитмĕш, Кĕлкеш ачисем чылайăшĕ тĕрлĕ çĕре саланса пĕтнĕ. Тупахри ачасем вара Вăрмар поселокĕнчи Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкула çÿреççĕ. Анчах та «Вăрмар - Тупах» маршрутпа çÿрекен автобусăн ирхи рейсĕ пире пĕрре те килĕшмест, мĕншĕн тесен вăл ялтан 6 сехет те 30 минутра тухать те 7 сехетре Вăрмар поселокне çитет, уроксем вара 8 сехет те 30 минутра кăна пуçланаççĕ. Ачасен пĕр сехет ытла ăçта çÿремелле; Унтан та ытларах ачасен ирхине автобус çине ĕлкĕрме 5 сехет çурăра çывăрса тăмалла. Ун хыççăн кунĕпе урокра лармалла е тата тĕрлĕрен факультативсемпе кружоксене çÿремелле. Çамрăк организм хальлĕхе чăтать пулин те малашне йывăрлăхĕ пусмăрласах çитерĕ, мĕншĕн тесен киле çитсен мĕн чухлĕ киле панă ĕçсене тумалла, çав вăхăтрах библиотекăра та лармалла тата ытти те. Ирхине çывăрса тăранайманни ачасен пĕлÿ шайне чакарасси умне те илсе çитерес хăрушлăх пысăк, кăмăл-туйăмĕсем те сÿрĕкленме, çакăнтанах чир-чĕре те кайма пултараççĕ. Енчен те ачан сывлăхĕ начартарах пулсан, çывăрнă-çывăрман çÿресен унăн сывлăхĕ татах та хавшаса кайĕ. Хальхи вăхăтра мĕнле те пулин çÿрекелеççĕ-ха, часах çил-тăманлă, сивĕ хĕл кунĕсем çитеççĕ вĕт. Кунта вара мĕн сывă пурнăç йĕрки çинчен калаçмалли пур. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн ятарласа кăларнă программисем тата «Вĕрентÿ» наци проекчĕ пирĕн Тупах ачисемшĕн ĕçлемест-ши вара? Ачасене йĕркеллĕ пурнăç условийĕсем туса парасси пирĕнтен хамăртан, аслисенчен, килнине пурте лайăх ăнланатпăр, çавăнпа та районти яваплă çынсем тата тÿремĕнех çак ыйту пырса тивекен предприяти пуçлăхĕсем пирĕн ыйтăва çитес вăхăтрах татса парасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр», - тесе Тупахра пурăнакан 12 çын алă пуснă.
Çак ыйту çине хурав парас тĕллевпе эпир район администрацийĕн строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕпе А.Тихоновпа тата районти автотранспорт предприятийĕн начальникĕпе В.Васильевпа курса калаçрăмăр. Вĕсен шухăшĕсем иккĕшĕн те пĕрешкелех пулчĕç: «Паянхи куна автотранспорт предприятийĕнче 21 автобус пур. Вĕсенчен 17-18-шĕ - кашни кун рейсра. Пассажирсене хуласем хушшинче 6 маршрутпа, район территорийĕнче 18 маршрутпа турттараççĕ. Районта иртнĕ Республика кунĕнче автотранспорт предприятине 5 çĕнĕ автобус панă пулсан та, хушма рейссем тума паянхи кун йывăр.Каçарăр та, паян-ыран Тупах ялне çити хушма рейс яма ниепле те май килмест. Çавăнпа та хальлĕхе мĕн пуррипе çырлахма тивет. Федераллă тата Республика бюджечĕ укçа-тенкĕ уйăрнипе çак çул вĕçленнĕ тĕле пирĕн районти автотранспорт предприятине те 3 автобус çитмелле тесе палăртнă. Тен, ун чухне çак çырăва çыракансен ыйтăвне туллин тивĕçтерме май килĕ»
29 июля 2009 г. г. |
«Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакан А.Григорьева çапла ыйтать: «Ялти магазин патне пыракан çула асфальт сараççĕ-и? Çумăр çунă хыççăн ялтан тухма питех те йывăр».
ЧР Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерстви çапла пĕлтерет: «Ялсенче автомобиль çулĕсем тăвассине «Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене 2025 çулчченхи прогнозпа 2006-2010 çулсенче çĕнетмелли тата аталантармалли» тĕллевлĕ республика программинче палăртнă». Ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас енĕпе ирттернĕ конкурс результачĕсемпе укçа-тенкĕне республика бюджетĕнчен ял тăрăхĕсен бюджетне (субсиди майлă) куçарса параççĕ. Çавăнпа ял тăрăхĕсенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен конкурса хутшăнса проектпа смета документацийĕ пулмалла».
18 июля 2009 г. г. | С.ИВАНОВ.
– Эпĕ Чернобыльти АЭС инкекне пĕтернĕ çĕре хутшăннă. Çитес çул та эпĕ социаллă пулăшусене натурăпа илесшĕн. Тепĕр хут заявлени çырса памалла-и?
Федерацин 2008 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи 269 – ФЗ номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен социаллă пулăшусен пуххине (социаллă пулăшу) илме килĕшменни çинчен заявлени памалли йĕркене улăштарнă. Чернобыльти АЭС инкекне пула, çавăн пекех Семипалатинскри полигонра ядерлă тĕпчевсем ирттернине пула радиаци лекнĕ çынсен, çавăн пекех вĕсен шайне кĕртнĕ çынсен категорийĕсен социаллă пулăшусем пирки ыйтса çырмалли йĕрке улшăнман. Апла пулсан, сирĕн социаллă пулăшусемпе усă курасси çинчен кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса памалла.
20 мая 2009 г. г. |
Шыв нуши пирки çырнăччĕ: Пулă евĕр тунсăхлаççĕ тăрă шывшăн Саруйсем. - Хĕрлĕ ялав, март, 18.
Саруй ялĕнчи Школьная, Садовая, Советская урамсенче пурăнакансем, шыв çуккипе тарăхни çинчен пирĕн хаçатра çырнăччĕ. Асăннă ыйтупах ялта пурăнакансем мартăн 30-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Н.Федоров патне çырупа тухнă. Акă мĕн ăнлантарса парать çакăн пирки район пуçлăхĕ В.Кириллов. «Орнарский» ЯХПКан конкурслă управляющийĕ Н.Игнатьев «Юкар» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçипе Н.Тимофеевпа 2007 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче сутни-илни çинчен тунă договорпа килĕшÿллĕн пурлăх комплексне, çав шутра Саруй ялĕнчи Советская, Садовая, Школьная урамсенче пурăнакансене шывпа тивĕçтерекен артезиан тарасине те, Н.Тимофеев илнĕ. 2008 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче, 2009 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче граждансен пухăвĕнче шывпа тивĕçтерес ыйтăва çĕкленĕ. Пухусене хутшăннă Н.Тимофеев асăннă урамсенче пурăнакансене шывпа тивĕçтерме хирĕç мар пулнине пĕлтернĕ. Анчах та хăш-пĕр уйрăм çынсем шыв башнине ĕçлеттерсе тăкакланакан электроэнергишĕн укçа тÿлеменрен 2005 çултан пуçласах 9,5 пин тенкĕ парăм пуçтарăнса кайнă. Çавăн пекех насуспа шыв юхакан системăна юсама та укçа-тенкĕ кирлĕ. Шывпа тивĕçтерес ыйтăва татса парас тĕлĕшпе йышăну тунă. Унпа килĕшÿллĕн пухмалли укçан калăпăшне палăртмалла, кашни урамрах укçа пухакан ятарлă çынна çирĕплетмелле. Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн администрацийĕн шыв айккинчен юхнă пирки çĕнĕ скважина чавма документаци хатĕрлемелле. Çав вăхăтра Саруй тата Урнар ялĕсен пĕр пайне шывпа тивĕçтерекен насус та çунса кайнă пулнă. Анчах шывсăр юлнă çынсем çухалса кайман. Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн специалисчĕ Э.Васильева пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем кирлĕ 16 пин тенкĕ укçа пуçтарнă, çĕнĕ насус илсе лартнă.
13 мая 2009 г. г. |
Пурăннă чухне çынна яланах тĕрлĕ ыйтусем кăсăклантараççĕ. Çуралма пĕр савăнăçлă кун пулнипе пĕрлех ватăлмалăх кунра е хăш-пĕр чухне тĕрлĕ сăлтавсене пула çамрăклах пурнăçри хурлăхлă кун та çитет. Çак кун кашни çын умне сисмесĕрех çитсе тăрать. Çавăнпа та пулĕ хаçата вулакансене тĕрлĕ ыйтусем канăç памаççĕ. Пурнăç тăтăшах улшăнса тăнă май çын вилсен ăна уçса пăхса (кастарса) кирлĕ хутсем илессин йĕрки те хальхи вăхăтра улшăннă. Çавна май эпир Республикăри судмедэкспертиза бюровĕн пирĕн районти уйрăмĕн заведующийĕпе Алексей Александрович Ильинпа тĕл пулса калаçрăмăр. Çынна юлашки çула ăсатас умĕнхи ĕçсем пирки ăнлантарса пама ыйтрăмăр.
- Чи малтанах çакна палăртса хăваратăп: пирĕн районти судмедэкспертиза пайĕ малтан мĕнле ĕçсем туса пынă, халĕ те çав ĕçсенех пурнăçлать. Урăхла каласан çын хăй вилĕмĕпе вилмен пулсан, тĕслĕхрен хăйсене хăйсем тĕрлĕ енлĕ вĕлерсен, шыва путса вилсен, автоаварисене пула пурнăçран уйрăлсан, хĕнесе сусăрлатнипе е ытти тĕрлĕ сăлтавсемпе вăхăтсăр килсе тухнă вилĕмпе вилнисене уçса тĕрĕслеççĕ. Енчен те çын ватлăхпа вилет пулсан, анчах та вăл больницăра хăйне тĕрĕслеттерсе тăман пулсан, ăна ватлăха пăхмасăрах Çĕрпÿри патанатоми уйрăмне илсе кайма тивет. Унсăрăн юлашки çула ăсатма кирлĕ хутсене памаççĕ. Нумай вăхăт хушши чирлĕ выртнă, тăтăшах врач пăхса тăнă çын вилнĕ пулсан, унăн вилнĕ ÿтне Çĕрпÿне илсе каймаççĕ. Çĕрпÿне врач направленийĕпе кайса вилни çинчен ĕнентерекен хутне кăна илмелле пулать. Çынпа кĕтмен çĕртен инкек килсе тухсан (автомашина çапса хăварса е урăхла сăлтава пула вилсен) ватлăха пăхмасăрах пурне те судмедэксперт уçса пăхать.
13 мая 2009 г. г. |
Çуралнă вырăнĕ: «Шупашкар хули» тесе çырса параççĕ майăн 25-мĕшĕччен çуралакан пирĕн район пепкисене. Мĕншĕн тесен районти тĕп больницăри ача çуратмалли уйрăма юсав ĕçĕсем тума вăхăтлăха хупнă. Çакă вара районта пурăнакан хăш-пĕр çынсене пăшăрхантарма пуçланă. «Мĕншĕн ача çуратмалли уйрăма хупнă;», - тесе тăтăшах редакцие шăнкăравлаççĕ. Çак ыйту çине хурав илес тесе район больницин тĕп врачĕн заместителĕпе Н.Мефодьевапа тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл акă çапла пĕлтерчĕ:
«Паянхи куна ача çуратмалли уйрăм чăнахах та хупă, анчах та вăл кĕçех ĕçлеме тытăнĕ. Хальхи вăхăтра кунта кашни çул тăтăшах Раççей сывлăх сыхлав министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн пулакан юсав ĕçĕсем пыраççĕ.Май уйăхĕнче çуратакансене Шупашкар хулинчи перинаталь центрне илсе каятпăр. Ку вăхăтлăх кăна. Майăн 25-мĕшĕнчен пуçласа районти тĕп больницăри ача çуратмалли уйрăм халичченхи пекех ĕçлеме тытăнĕ». Кĕске справка: районти ача çуратмалли уйрăмра 2006 çулта 176 хĕрарăм 177 ача çуратнă, 2007 - 179 хĕрарăм 180 ача алла илнĕ, 2008 - 156 ача çут тĕнчене килнĕ, 2009 çулта май уйăхĕ тĕлне 50 ача çуралнă.
19 ноября 2008 г. г. | В. ВАСИЛЬЕВ.
Пĕтсе пыракан професси-ши? Районти хăш-пĕр ялсенче тахçантанпах кĕтÿçĕ тытманни çинчен илтнĕччĕ-ха. Калăпăр, Энĕшпуç, Чупай ял тăрăхĕсенче выльăхсене кĕтме черетпе (касупа) тухса çÿреççĕ. Кун пек чухне укçи перекетленет пулĕ-ха та, анчах та ĕçлекен çын умне çакă пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратать - черечĕ яланах канмалли куна лекмест-çке, эппин ĕçрен ыйтса кайма тивет. Юрать-ха ăнланакан пуçлăх пулсан. Çук пулсан вара мĕн тумалла?
Кивĕ Вăрмар ялĕнче ĕмĕртенпех виçĕ кĕтÿ пулнă. Хальччен кĕтÿçĕсем чиперех çÿретчĕç, кăçал вара Уйкас кĕтÿçисем «шкула» кайма пуçтарăнчĕç-ши - сентябрь пуçламăшĕнчех кĕрешнĕ ĕçе пăрахрĕç. Çĕнкас кĕтĕвне пăхакансем «чăтăмлăрах» пулчĕç, анчах вĕсем те октябрь уйăхĕнчех выльăхсем çине (вĕсемпе пĕрле хуçисем çине те ĕнтĕ) алă сулчĕç. «Советская Чувашия» хаçатăн пĕр номерĕнче тĕрлĕ районсенче кĕтÿ кĕтме çынсене тупма йывăр пулни çинчен çырнăччĕ. Малтанах ĕненес килместчĕ, анчах чăваш хăй курмасăр ĕненмест пулас. Çак нуша хамăра килсе çапнă хыççăн, тарăн шухăша ячĕ. Тепĕр çулне мĕнле пулĕ-ши? Ялта кĕтÿçĕсем тупма май килмесен кÿршĕллĕ Тутар Республикине кайма лекĕ-и? Ĕлĕкрех пирĕнпе кÿршĕллĕ тăрăхри тутар арăмĕсем ывăл çуралсан: «Чăваш çăкăрне çимелле пултăр», - тесе каланă, тет. Пурнăçĕ çăмăлах пулман ĕнтĕ ун чухне вĕсен: чăваш ялĕсенче кĕтÿ те кĕтнĕ, тараса-çăл чавнă, ытти ĕçсене пурнăçланă. Чăвашсен паллă писателĕн Илле Тăхтин «Шерхулла» калавне кăна аса илер. Кĕтÿçĕ пулса çак çын Вăрмар, Тăвай тăрăхĕсенче çÿренĕ. Анчах çĕр çаврăннă май тĕнче те улшăнать çав - халĕ чăвашсем Тутара ĕçлеме çÿреççĕ. Чăваш ялĕсенче кĕтÿçсем чăнласах пĕтеççĕ-ши вара?

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика