АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр лаптăкĕ ÿсет - лайăхрах ĕçлеме хистет

16 апреля 2008 г.

Çĕр лаптăкĕ ÿсет - лайăхрах ĕçлеме хистет

«Çурхи кун çулталăк тăрантать», - текен каларăша кашни ял çынни лайăх пĕлет. Тен, çулсеренех ăна асăнни кăштах йăлăхтарать те пулĕ, анчах, килĕшĕр, ку чăн та çапла. Çавăнпа та ĕнтĕ «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курас тесе районти хуçалăхсенчен чи малтанхисенчен пĕрисем акана тухрĕç. Ир пулакан урпа акма вĕсем тÿрех икĕ участокра пуçларĕç. Редакци ĕçченĕсем пынă кун А.Клементьев механизаторпа В.Урмарин сеяльщик çак культурăна 60 гектар йышăнакан лаптăк çинче акса пĕтеретчĕç те ĕнтĕ. В.Никифоров вăрлăха вăхăтра турттарса пыни те çак ĕçе кĕске хушăра тума пулăшать. Киввăрмарсен кăçал çурхи ака туса ирттермелли лаптăк пĕлтĕрхипе танлаштарсан самаях пысăк. «Ленинский» совхозăн пулнă усăсăр выртакан 1015 гектарне ĕçе кĕртме палăртни çинчен çырнăччĕ. Çапла вара çĕр лаптăкĕ хуçалăхра 3286 гектара çитĕ, вĕсенчен 1120 гектарне çурхи культурăсемпе акса хăвармалла.

Ака ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пыма ЗС-5,4 çĕнĕ сеялкăпа пурнăçлани те, ытларах вара хуçалăхра ĕçлекенсем В.Нарзаев тĕп агроном, С.Николаев, А.Федоров тата ыттисем те хăйсен тивĕçне пĕлсе пурнăçлани пулăшать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика