АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун - чи аслă та çутă уяв

11 апреля 2018 г.

Мăнкун - чи аслă та çутă уяв

Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвĕ, Мăнкун - христиансен чи аслă, чи çутă, чи юратнă уявĕ. Савăнăç, ырăлăх, тĕрĕслĕх праçникĕ.

Çак кун ĕненекенсем тăватă евангелист - Матфей, Марк, Лука, Иоанн - çырнă Евангелисенчи пулăмсене аса илеççĕ. Турă кĕнекинче çырнă тăрăх, Асап эрнинче эрнекун Иисус Христоса Иерусалим çумĕнчи Голгофа тăвĕ çинче хĕрес çине пăталанă. Вĕренекенĕсем чул тăва касса кĕрсе Христоса çавăнта пытарнă, шăтăкне пысăк чулпа тĕреклесе хунă. Тепĕр кунне хĕрарăмсем унăн ÿтне ырă шăршăллă çупа сĕрме тупăк патне пынă. Вĕсене шап-шурă тум тăхăннă ангел кĕтсе илнĕ, Иисус Христос чĕрĕлнине пĕлтернĕ. Çавăнтанпа ĕнтĕ православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкун уявĕнче пĕр-пĕрне курсан «Христос чĕрĕлнĕ!» - «Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!» тесе саламлаççĕ.

Вăрмар районĕнчи ытти чиркÿсенчи пекех Тихвински Турамăш Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕнче те уяв ячĕпе Мăнкун кĕлли иртрĕ. Чиркĕве Мăнçырма ялĕнче пурăнакансем кăна мар, ытти çĕртен те ĕненекенсем килнĕ. Çурçĕр çитиччен маларах чиркÿ настоятелĕ, V благочиннăй округăн благочиннăйĕ протоиерей Л.Ермолаев кĕлĕ вуларĕ, Плащаницăна Алтаре илсе кĕчĕ. Чан сасси - благовест - илтĕнсе кайрĕ, вăл Çăлаканăмăрăн Çутă Чĕрĕлĕвĕ çывхарнине пĕлтерчĕ. Çурçĕрте халăх Хĕреслĕ çула тухрĕ, çуртасем çутса, пысăк хĕрес, турăшсем, хоругвисем çĕклесе, "Христос чĕрĕлнине куртăмăр..." тесе юрласа чиркÿ тавра утса çаврăнчĕ. "Христос чĕрĕлнĕ!" - савăнăçлăн пĕлтерчĕ священник. "Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!" - пĕр саслăн хуравларĕç Христос ятне мухтама килнĕ çынсем. Акă, чиркÿ алăкĕсем уçăлчĕç те пурте шала кĕчĕç. Кĕлĕ малалла тăсăлчĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ юрлакан хор кашнин чунне тыткăнларĕ, ырăлăх туйăмĕ çуратрĕ. Чиркÿ настоятелĕ Леонид атте Иерусалимра Хăватлă çулăм анни çинчен ырă хыпар пĕлтерчĕ, пурне те Аслă Мăнкун ячĕпе саламларĕ, Турă вĕрентнине ăса хурса пурăнма сывлăх, ăнлану, тăнăçлăх сунчĕ. Мускав тата Пĕтĕм Руç патриархĕ Кирилл, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава, Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан православи тĕнне ĕненекенĕсем патне янă çырусене вуласа пачĕ. Кĕлĕ вĕçленсен хĕретнĕ çăмартасене, куличсене, тăпăрчăран тунă пасхăсене çветтит турĕ /ÿкерчĕк çинче/.

Çавăн пекех Вăрмар поселокĕнчи Михаил Архистратиг чиркĕвĕнче те ĕненекенсем Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвне уявларĕç. Уявăн службине чиркÿ настоятелĕ протоиерей Владимир Байгушев ирттерчĕ. Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтернине паллă тума пуçтарăннă çынсем пурте пĕрле кар тăрса Мăнкун кĕлли итлерĕç, Хĕреслĕ çула тухса чиркÿ тавра утса çаврăнчĕç, Çăлаканăмăр чĕрĕлсе тăнăшăн кăмăлтан савăнчĕç, пĕр-пĕрне праçник ячĕпе саламларĕç. "Тăванăмăрсем, православи тĕнне ĕненекенсем! Сире Аслă Мăнкун ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç сунатăп. Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтернине аса илсе, вăл чĕрĕлсе тăнăшăн хĕпĕртесе Аслă Мăнкун уявĕнче пурте пĕрле туслăн савăнар! Мăнкун праçникĕнче те, ахаль чухне те яланах пĕр-пĕрне хисеплесе, йывăртарах пурăнакансене пулăшса, Иисус чĕрĕлĕхне туйса, унăн ячĕпе ырă ĕçсем туса пурăнар. Турăпа пĕрле çÿрĕр", - тесе каларĕ Владимир атте хăйĕн саламлă сăмахĕнче.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА, А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика