Мăнкун - православи тĕнне ĕненекенсен чи аслă уявĕ. Ăна Иисус Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтернине асра тытса паллă тăваççĕ. Кăçал Мăнкуна апрелĕн 8-мĕшĕнче уявлаççĕ. Кашни çынах мĕн ачаран Аслă Мăнкуна каçхи службăпа, Хĕреслĕ çулпа, куличпе, хĕретнĕ çăмартапа, чан сассипе çыхăнтарать. Мĕнре-ха Мăнкун уявĕн уйрăмлăхĕ, пĕлтерĕшĕпе йăли-йĕрки? Çак ыйтусем çине хуравсем тупма эпир нумай асапсем тÿссе вилнĕ Çĕнтерÿçĕ Георгий ячĕллĕ Тикашри тата çветтуй Петрпа Павел апостолсем ячĕллĕ Шăхаль ялĕнчи чиркÿсен настоятелĕпе - иерейпе Евгений Филипповпа тĕл пулса калаçрăмăр.
- Аслă Мăнкун праçникĕ алăкран шаккать. Православи тĕнне тытса пыракансем ăна кĕтсе илме мĕнле хатĕрленеççĕ?
- Мăнкуна çулсерен тĕрлĕ вăхăтра паллă тăваççĕ. Ытти хăш-пĕр уявсем те ?Кăчкă вырсарникунĕ, Христос пĕлĕт çине хăпарни е Вознесение, Таса Троица кунĕ тата ыттисем те% ăна хăш кун палăртнинчен килеççĕ. Турра ĕненекенсем Мăнкуна кĕтсе илме чылай маларах хатĕрленме пуçлаççĕ, типĕ тытаççĕ, кил-çурта тасатса тирпейлеççĕ. Мăнкун умĕнхи Асап эрнинче Çăлаканăмăрăн çĕр çинчи юлашки кунĕсене аса илсе иртекен службăсенче пулаççĕ. Христиансемшĕн çак эрне питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланать. Тунтикунтан пуçласа юнкунччен Матвей, Марк, Лука, Иоанн евангелистсем Иисус Христос çинчен çырнă Евангелисене вулаççĕ. Таса кĕçнерникун - Христос вĕренекенĕсемпе юлашки хут апат тунă каçа аса илеççĕ. Чиркÿри урай варне хĕрес илсе тухаççĕ, 12 Евангели вулаççĕ. Эрнекун - Христоса пăталаса вĕлернĕ кун /Сочельник/. Чиркÿ варрине ăна тупăка хунине хисеплесе Плащаница илсе тухаççĕ. Вăл унта çапла виçĕ кун ларать. Шăматкун Христос тамăка анса вилĕме çĕнтернине аса илеççĕ.
- Мăнкун уявне кĕтсе илмелли йĕрке мĕнлерех? Ăна миçе кун уявлаççĕ?
- Ĕненекенсем Мăнкун умĕнхи каç куç хупмаççĕ, чиркÿри службăна хутшăнаççĕ. Çурçĕр çитиччен маларах çурçĕр кĕлли вулатпăр. Ун чухне Плащаницăна Алтаре илсе кĕреççĕ, престол çине хураççĕ. Вăл унта 40 кун хушши, Христос пĕлĕт çине хăпарнă кунччен /Вознесение/, пулать.
Çурçĕр умĕн чан сасси - благовест - Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвĕ çывхарнине пĕлтерсе янăрать. Çурçĕр çитсен вара "Христос чĕрĕлнине куртăмăр..." тесе юрласа пĕтĕм халăх çуртасем çутса чиркÿ тавра Хĕреслĕ çулпа утса çаврăнать, чиркĕвĕн хупă алăкĕсем умĕнче чарăнса тăрать. Унтан Мăнкун юрри юрлатпăр, священник хупă алăксем умĕнче хĕрес хурать, вĕсем уçăлаççĕ, пурте чиркĕве кĕреççĕ. Унтан канонсем, стихирĕсем, Мăнкун юррисем юрлатпăр. Аслă Мăнкун пуçланать. Чиркĕве илсе килнĕ хĕретнĕ çăмартана, куличсене, ытти кучченеçе çветтит тăваççĕ. Пурте пĕр-пĕрне пысăк уяв ячĕпе саламлаççĕ. Мăнкун эрнинче чиркÿсенче кашни кунах службăсем пулаççĕ. Ун чухне Патша алăкĕ /Царские Врата/ уçă тăрать. Çакă Иисус Христос çынсем валли Çÿлти патшалăх алăкĕсене яланлăхах уçнине пĕлтерет. Мăнкун праçникĕ - чи нумая тăсăлаканни, Турра ĕненекенсем 40 кун хушши пĕр-пĕрне "Христос чĕрĕлнĕ!" - "Чăн-чăнах та чĕрĕлнĕ!" тесе калаççĕ.
Çутă Мăнкун уявĕ ачасене уйрăмах пысăк савăнăç парнелет. Ĕненекенсем чи малтан шăпах ачасене Мăнкун çăмарти, кулич е пылак кучченеç пама тăрăшаççĕ.
- Мĕншĕн-ха Аслă типĕ хыççăн чи малтан çветтит тунă хĕретнĕ çăмарта, кулич е тăпăрчăран тунă пасха çиеççĕ?
- Хĕретнĕ çăмарта пирки калас пулсан, кунта Рим императорĕ Тиверий пирки аса илетпĕр. Çветтуй Мария Магдалина Турă çинчен вĕрентсе каланине чарас тесе Тиверий хăй вилнĕ çын чĕрĕлсе тăрассине ĕнениччен шурă çăмарта хĕрелнине ĕненĕп тенĕ. Шурă çăмарта вара, ак, кĕтменлĕх, çав самантрах хĕрелнĕ. Çапла Тиверий православи тĕнне йышăннă. Пĕр-пĕрне хĕретнĕ çăмарта парасси чиркÿ йăли-йĕркине çирĕп кĕнĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ Мăнкун çăмарти пурне те çĕнтерекен Турă юратăвне пĕлтерет.
Мăнкун куличĕ Иисус Христос символĕ. Уяв сĕтелĕ çинчи кулич Турă кунтах, пирĕн тĕнчере, çынсем хушшинче пулнине пĕлтерет. Пылак, тутлă, илемлĕ кулич Турă çынсемшĕн пăшăрханнине, вĕсене хĕрхеннине палăртать. Тăпăрчăран тунă пылак пасха вара Çÿлти патшалăха сăнарлать. Вĕçĕ-хĕррисĕр савăнăçа, киленĕве, çăтмахри ырă пурнăçа пĕлтерет.