04 апреля 2018 г.
Выльăх-чĕрлĕх усракан яланах унăн продукчĕсене сутса хушма укçа-тенкĕллĕ пулнă. Юлашки вăхăтра вара çапла калаймăн, мĕншĕн тесен сĕт хакĕ ытла та йÿнелсе кайрĕ. Çакă вăл пирĕн республикăра кăна мар, федерацин Атăлçи округĕнче, Раççейри мĕнпур регионра та. Хальхи вăхăтра ăна пирĕн районта халăхран 12-13 тенкĕпе кăна туянаççĕ.
Район администрацийĕ халăхран сĕт пуçтарассипе тăтăшах кăсăкланать. Сĕт пуçтаракансемпе тĕл пулса калаçаççĕ тата ытти мероприятисем те ирттереççĕ. Акă нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев тата ЧР бюджет учрежденийĕн "Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци" патшалăх ветеринари службин начальникĕ В.Александров Вăрмар райповĕн сĕт пуçтаракан представителĕпе Е.Гурьевăпа тĕл пулса калаçнă. Вĕсем ялсенчи райпо лавккисенче сĕте 13 тенкĕпе пуçтараççĕ. Райпо пуçтарнă сĕте А.Козлов уйрăм çын предприниматель кашнинпе килĕшÿ туса кирлĕ çĕре турттарать. Çавăн пекех ытти ял тăрăхĕсенче пурăнакансенчен те Сĕнтĕрвăрри райповĕнчен, Тăвай районĕнчи кооперативран, Çĕрпÿри тулли мар яваплă обществăран Канашри, Шупашкарти, Кÿкеçри уйрăм çын предпринимательсем килсе хăйсем палăртнă ялсенче ĕне усракансенчен сĕт пуçтараççĕ. Сĕт сутакансене пурне те унăн хакĕ мĕншĕн чакса кайни пăшăрхантарать. Хак тăваканни - рынок. Çав вăхăтрах сĕт хакĕ харпăр хăйĕнчен те килет тесе калас килет. Чылай чухне хăш-пĕр сĕт сутакансем сĕте шывпа хутăштарса пахалăхне чакараççĕ. "Пĕр кашăк тикĕт пĕр пичке пыла варалать", - тенĕ пек пĕр-пĕр ялтан шыв хушнă сĕт паракан пуррине пула ытти çынсем нуша кураççĕ, сĕт хакĕ татах чакать. Кăмăлсăрлăха палăртиччен малтан ыйтăва вырăнта татса пама тăрăшмалла. Ĕне усрани икĕ еншĕн те усăллă пултăр тесен пĕри тепринчен хăйне чеерех тесе шутланипе май килмест кунта. Çивĕч ыйту пурне те пăшăрхантарать. Çавăнпа та республика Правительстви тата пирĕн район администрацийĕ сĕт ыйтăвне татса парас тĕллевпе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Уçăмлăхĕ - пулатех.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.АЛЕКСАНДРОВА, райадминистрацин ялхуcалaх тата экологи пайeн ертсе пыракан специалист-эксперчe, зоотехник.