АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăчкă праçникĕ иртсе кайрĕ, кĕçех - Аслă Мăнкун

04 апреля 2018 г.

Кăчкă праçникĕ иртсе кайрĕ, кĕçех - Аслă Мăнкун

Хĕл кунĕсем вĕçленессĕн туйăнмастчĕç, çапах та вăхăт хăйĕннех тăвать. Хĕвел ури вăрăмланать, юр ирĕлет, урамсем тăрăх шăнкăртатса шыв юхать. Мăнкун çывхарса пырать.

Апрелĕн 1-мĕшĕнче, Мăнкун умĕнхи юлашки вырсарникун, православи тĕнне ĕненекенсем Кăчкă праçникне уявларĕç. Аслă типĕ вăхăтĕнче тата Асап эрни умĕн пулнине пăхмасăрах вăл пысăк чиркÿ уявĕ шутланать. Ăна Иисус Христос Иерусалима мухтавлăхĕпе кĕнине халалланă. Иерусалим халăхĕ Христоса пальма тураттисемпе кĕтсе илнĕ, вĕсем уяв символĕ шутланаççĕ. Пирĕн çĕршывра çуркунне чи малтан чĕрĕлекен йывăç - кăчкă, çавăнпа ĕненекенсем унăн тураттисемпе пальма тураттисем вырăнне усă кураççĕ.

Шăхаль ялĕнчи çветтуй Петрпа Павел апостолсен чиркĕвĕнче, ытти мĕнпур православи чиркĕвĕсенчи пекех, Кăчкă уявĕ ячĕпе служба иртрĕ. Чиркĕве çÿрекенсем Турра хисепленине палăртса йышлăн пуçтарăнчĕç кунта, чунри чи ырă туйăмсемпе кĕлле хутшăнчĕç. Кашниех хăйĕнпе пĕрле мамăк пек çемçе те кăпăшка папкаллă кăчкă тураттисем илсе пынă, вĕсене ятарласа хатĕрленĕ сĕтел çине типтерлĕн хурса тухнă. Евангели вуланă хыççăн, литурги вĕçленсен чиркÿ настоятелĕ - иерей Евгений Филиппов /вăл çавăн пекех нумай асапсем тÿссе вилнĕ Çĕнтерÿçĕ Георгий ячĕллĕ Тикашри чиркĕвĕн настоятелĕ те/ - кăчкă тураттисене кĕлĕ вуласа çветтит турĕ /ÿкерчĕк çинче/. Унтан ĕненекенсене кăчкă уявĕ ячĕпе саламларĕ, вăл мĕнле пулса кайни, ăна мĕнле паллă тумалли, Мăнкун умĕнхи Асап эрни пирки тĕплĕн каласа пачĕ.

Халĕ Асап эрни пырать - пире Çăлаканăн, Христос Туррăмăрăн, çĕр çинчи пурнăçĕн юлашки эрни. Çак эрнен кунĕсем пурте асаплă кунсен шутне кĕреççĕ. Чиркÿсенче çак кунсенче вăрăм кĕлĕсем пыраççĕ.

"Асап эрнинчи кĕлĕсене хутшăнни чуншăн çав тери усăллă. Иудăн сутăнчăклăхне аса илни, Христос Туррăмăр хăйне хĕрес çумне пăталас умĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле юлашки хут апат туни /Тайная Вечеря/, Плащаница илсе тухни, 12 Евангели вулани, Христоса тупăка хунине аса илсе кĕлĕ вулани - çак службăсем кашнин чунне пырса тивеççĕ. Асап эрнинчи службăсенче кĕлĕ туни Аслă Мăнкуна савăнăçлă туйăмпа кĕтсе илме пулăшать. Тен, хăшĕсем çак кунсенче чиркĕве пыраймаççĕ пулĕ. Кирек епле пулсан та вĕсен Асап эрни пынине манмалла мар, хăйсене тĕрĕс тытмалла. Çăлаканăмăрпа чунпа пĕрле пулмалла, Христоса асра тытмалла, кĕл тумалла. "Эй, Турăçăм, Иисус Христос, çырлах мана" сăмахсем яланах пирĕнпе пулмалла. Вĕсене вăхăтне е вырăнне пăхмасăрах ăсра калама юрать. Чи пĕлтерĕшли - кĕлĕ сăмахĕсем ăшри ÿкĕнÿпе, Турă патне туртăннипе тÿр килмелле. Вара эпир, Турă тивлечĕпе, Христосăн асапĕсен пĕчĕк пайне те пулин чунпа ăнланма, çапла вара Аслă Мăнкун савăнăçне те туллин туйса илме пултарăпăр", - терĕ Евгений атте.

"Кăчкă тураттисене киле илсе кайса çулталăк хушши, тепĕр кăчкă праçникĕччен, упрамалла. Пĕлтĕрхи кăчкă тураттисене çÿп-çап вырăнне пăрахмалла мар, вĕсене çунтарса, кĕлне шывпа юхтарса ямалла", - ăнлантарчĕ Евгений атте.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика