АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс-хисеп туни вăй-хал хушать, ĕçлеме хăват парать

31 марта 2018 г.

Чыс-хисеп туни вăй-хал хушать, ĕçлеме хăват парать

Педагог профессийĕ - çĕр çинче чи хисеплисенчен, анчах çав вăхăтрах чи яваплисенчен пĕри. Вĕрентекен-и вăл, воспитатель-и - ачасем çĕршыв пуласлăхĕн никĕсĕ пулнине яланах асра тытса çитĕнсе пыракан ăрăва çирĕп пĕлÿ парасси, ăс-хакăл енчен аталантарасси педагогшăн тĕп тĕллев шутланать.

Вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем хушшинче талантлă вĕрентекенсемпе воспитательсене, педагогика ĕçĕн лидерĕсене тупса палăртас тĕлĕшпе çулсерен тĕрлĕ конкурссем ирттереççĕ. Акă, çак кунсенче районта "Чĕреме ачасене паратăп", "Чи лайăх класс руководителĕ" професси ăсталăхĕн конкурсĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта математикăпа информатика предмечĕсене вĕрентекен Аврора Петровна Григорьева "Чĕреме ачасене паратăп-2018", Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулти 8 класс руководителĕ, вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен Иван Михайлович Иванов "Чи лайăх класс руководителĕ-2018" конкурссенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Ĕнер вара, мартăн 30-мĕшĕнче, Вăрмарти Культурăпа кану çуртĕнче чаплă лару-тăрура "Çулталăк вĕрентекенĕ-2018", "Çулталăк воспитателĕ-2018", "Педагогикăллă дебют-2018" конкурссен çĕнтерÿçисене чысларĕç. Кăçал професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче 27 çын хутшăннă, çав шутра 15 вĕрентекен, 7 воспитатель. "Педагогикăллă дебют" пирки калас пулсан, çакăн евĕр конкурс республикăра ку таранччен ниçта та ирттермен-ха, пĕрремĕш хут вăл пирĕн районта иртрĕ. Кунта 5 çамрăк педагог хутшăнма кăмăл тунă.

Районти вĕрентÿ тата воспитани паракан учрежденисен ĕçченĕсене Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕç, вĕсене хăйсен ĕçне чунпа парăнса пурнăçланăшăн, пысăк ăсталăхпа профессионализмшăн тав турĕç, малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сунчĕç. "Педагогика ăсталăхĕн конкурсĕн паянхи çĕнтерÿçисемпе призерĕсем ытти вĕрентекенсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Конкурссем вăхăтĕнче вĕсем хăйсен пĕлĕвне, ачасемпе ĕçлеме пĕлнине туллин уçса пачĕç. Пирĕн педагогсен ĕçпе пултарулăх шайĕ çулсерен ÿссе пыни палăрать", - терĕ Ю.Соколов вĕрентекенсемпе воспитательсен тăрăшулăхне хакласа. Конкурссен финалисчĕсене тĕрлĕ номинацисенче дипломсем парса чысларĕç. "Çулталăк воспитателĕ-2018" ята Арапуçĕнчи "Теремок" ача-пăча садĕнче ĕçлекен Светлана Вавилоновна Михайлова, "Çулталăк вĕрентекенĕ-2018" ята Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта истори предметне вĕрентекен Алена Олеговна Давыдова тивĕçрĕç. "Педагогикăллă дебют-2018" конкурсра Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта технологи тата сăнарлă искусство предмечĕсене вĕрентекен Альберт Рудольфович Ларионов çĕнтерчĕ /ÿкерчĕк çинче/. Район шайĕнчи конкурссен хумхануллă саманчĕсем хыçала юлчĕç, анчах çĕнтерÿçĕсем умĕнче тепĕр тĕрлĕ тĕрĕслев. Вĕсен конкурссен республикăри тапхăрĕнче хăйсем чи лайăххи пулнине тепĕр хут çирĕплетсе, педагогика пĕлĕвĕпе ĕç опытне çÿллĕ шайра кăтартса памалла. 

 

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика