АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ

28 марта 2018 г.

Суйлав ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ

Федераллă, республика, муниципаллă службăсен руководителĕсемпе, районти предприятисемпе организацисен, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе райадминистрацин пуçлăхĕ А.Васильев райадминистрацин ларусен залĕнче ирттернĕ планеркăра иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç.

Чи малтанах Андрей Васильевич мартăн 18-мĕшĕнче РФ Президенчĕн суйлавне хутшăннă район çыннисене, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене, Федераллă, республикăри структурăсен пуçлăхĕсене, районти предприятисемпе организацисенче вăй хуракансене, педагогика, медицина ĕçченĕсене, ветерансене çамрăксене, студентсене, суйлав комиссийĕн членĕсене, наблюдательсене, полици сотрудникĕсене, райадминистрацинче вăй хуракансене тав турĕ, малашне те пĕрле тачă çыхăнура ĕçлессине каларĕ. Унтан районти оперативлă лару-тăрупа РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн полици начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе ĕçлекен заместителĕ А.Софронов сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, иртнĕ эрнере дежурнăй чаçре 39 пĕлтерĕве регистрациленĕ, вĕсенчен иккĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çавăн пекех иртнĕ эрнере 1 пушар пулнă, 7 çынна административлă явап тыттарнă. Кăçалхи мартăн 24-25-мĕшĕсенче «Ÿсĕр водитель» оперативлă профилактикăлла мероприяти ирттернĕ, унта пĕр ÿсĕр водителе тытса чарнă.

РФ Президенчĕн суйлавĕ Вăрмар районĕнче мĕнлерех иртнипе тата унăн пĕтĕмлетĕвĕпе райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ Н.Павлов паллаштарчĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи, Атăлçи федераллă округри, Чăваш Республикинчи, район шайĕнчи суйлав пĕтĕмлетĕвĕсен даннăйĕсене пĕтĕмлетрĕ. Çавăн пекех çак эрнере пурнăçламалли ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ.

Райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов шкул ачисен çуркуннехи каникулĕ пуçланни, вăл мартăн 26-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 4-мĕшĕ таран пынине калрĕ. Çавăн пекех «Самый классный классный», «Сердце отдаю детям» конкурссен муниципаллă тапхăрĕ вĕçленнине палăртрĕ. Çитес вăхăтра район шайĕнче «Çулталăк учителĕ» тата «Çулталăк воспитателĕ» конкурссем ирттересси пирки палăртса хăварчĕ.

Райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ А.Краснов ЧР физкультура тата спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвне хутшăнни çинчен пĕлтерчĕ. Унта республикăра физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ирттерекен смотр-конкурссене пĕтĕмлетнĕ. Яллă вырăнсенче физкультурăпа спорт клубĕсене аталантарассипе Кĕтеснер ял библиотеки çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ. «Вăрмар районĕн спорт çăлтăрĕсем» кĕнеке авторĕ А.Хованский чи лайăх публицист ята тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, парнесемпе чысланă. Çавăн пекех планеркăра ытти актуаллă ыйтусене те сÿтсе явнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика