АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă туни ырăпах таврăнать

24 марта 2018 г.

Ырă туни ырăпах таврăнать

Мартăн 21-мĕшĕнче районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Федераллă Пухăвне янă Çырăвне пăхса тухасси; РФ Президентне суйламалли кун еплерех иртни тата унăн пĕтĕмлетĕвне сÿтсе явасси; çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушара хирĕç кĕрешес енĕпе ирттермелли мероприятисем пирки пулчĕ.

Халичченхи пекех информаци кунне республикăра тĕрлĕ яваплă вырăнсенче ĕçлекенсем хутшăнчĕç: Ольга Николаевна Казарина - Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Фармация" патшалăх унитари предприятийĕн генеральнăй директорĕ; Людмила Николаевна Егорова - Федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн руководителĕн заместителĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, унăн заместителĕсем Н.Павловпа Н.Иванова информаци ушкăнĕсене ертсе пычĕç.

Чи малтанах районта "Ашшĕ амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисене тата тăлăхсене социаллă пулăшу парасси" федераллă программăпа килĕшÿллĕн Шăхаль ялĕнчи Константиновсен çемйинче хÿтлĕх тупнă Эльвира Тальгатовна Юнусована хваттер уççине пачĕç. Çăра уççине чи хаклă тупра вырăнне хурса алла илсен Э.Юнусова хăйĕн савăнăçне пытараймасăр çапла каларĕ: "Эпĕ ку саманта шанчăка çухатмасăр кĕтрĕм. Хваттер парассине пĕлсен манăн çывăх çыннăмăрсем те савăнчĕç. Хваттерте мана пурте питĕ килĕшет, пурăнма кирлĕ пур условисем те пур. Çутă, таса... Атте-аннесĕр тăрса юлсан пиччепе иксĕмĕре Шăхаль ялĕнчи Константиновсем хăйсен хÿттине илчĕç. Пире пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнăшăн эпĕ вĕсене чĕререн тав тăватăп. Патшалăх та тăлăхсене пур енчен те пулăшма тăрăшни кăмăла çĕклет. Тавах пурне те, пирĕн çеç мар, ытти тăлăхсен те ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр", - терĕ Эльвира Тальгатовна. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă тăлăхсем пурнăçра хура-шурне сахал мар тÿснĕ пулĕ. Паян вара Эльвирăн тăван кĕтес ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ - алăра хваттер уççи /ÿкерчĕк çинче/. Тăлăхсене тимлĕх уйăрса пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме май туса панăшăн Раççей, республика, район ертÿçисене чĕререн тав турĕ Э.Юнусова. Информушкăн малалла ĕçлерĕ. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Фармация" патшалăх унитари предприятийĕн генеральнăй директорĕ О.Казарина, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев Шăхаль ял тăрăхне çитсе курчĕç. Унта пурăнакансемпе тĕл пулса кун йĕркинчи тĕп темăсем тавра калаçрĕç. РФ Президенчĕн суйлавĕн итогĕсене тишкерчĕç, тĕрлĕрен ыйтусене те хуравларĕç.

Ĕçлĕ ушкăн малалла "Урмарский хлебозавод" акционерсен уçă обществине çитсе курчĕ. Ĕçлекенсемпе куçа-куçăн калаçрĕç, вĕсем туса кăларакан продукцисен пахалăхĕпе кăсăкланчĕç. Предприятинче 32 çын вăй хурать. Пысăках мар коллектив 20 тĕрлĕ çăкăрпа булка, 45 тĕрлĕ кондитер изделийĕсем туса кăларать. Унсăр пуçне кунта кăларакан пылак шывсемпе тĕрлĕрен колбассисене тата ыттине те халăх кăмăллăсах туянать. Чылайччен калаçрĕç кун йĕркинчи ыйтусем тавра, кунта вăй хуракансен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç. "Ырă туни ырăпа каялла таврăнать. Пирĕн тĕллевсем анлă. Пурте пĕрле çине тăрса умри йывăрлăхсене çĕнтерсе, пуçаруллăрах пулса ума лартнă тĕллевсене пурнăçлатпăрах", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов Арапуç ял тăрăхне çитсе курчĕ. Кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ. Малтанах иртсе кайнă суйлав пирки пычĕ калаçу. РФ Президенчĕн суйлавне Арапуç ял тăрăхĕнчи суйлавçăсен 85,16 проценчĕ хутшăннă, вĕсенчен 82,67 проценчĕ В.Путиншăн, 9,40 проценчĕ П.Грудининшăн, 4,70 проценчĕ В.Жириновскийшĕн суйланă ыттисен 1 процента та çитеймен.

"Эпир вăйлă Раççейшĕн сасăларăмăр. Çапла вара малалла РФ Президенчĕн Федераллă Пухăвне янă Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн тăрăшса вăй хумалла. Пĕрле пулсан эпир вăйлă, Раççей пуласлăхĕ те пĕрлĕхренех килет" - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Николай Анатольевич иртнĕ суйлав пирки калаçнă май. Вĕрентекенсем те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Тĕлпулура шкул пурнăçĕпе те кăсăкланчĕç. Çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушара хирĕç кĕрешес енĕпе ирттермелли мероприятисем пирки тата шкулта вĕренекен ачасен çуркуннехи каникулĕ пуçланни çинчен те калаçрĕç. Çурхи ейÿ вăхăтĕнче асăрхануллă пулмаллине те палăртса хăварчĕç.

Çавăн пекех Арапуç ял тăрăхĕнче ĕçлекенсемпе те тĕл пулса калаçрĕç.

Информушкăнрисем Пинер тата Энĕшпуç ял тăрăхĕсене çитсе вырăнти халăхпа тĕл пулчĕç.

Юлашкинчен вĕсем суйлав участокĕсенчи председателĕсемпе тата секретарĕсемпе тĕл пулса иртнĕ суйлав итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. Суйлав вăхăтĕнче активлă ĕçленĕшĕн тав турĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА, Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика