АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхипе танлаштармалăх пур

07 февраля 2018 г.

Малтанхипе танлаштармалăх пур

10 çул ытла Вăрмар районĕнчи ялхуçалăх управленийĕн начальникĕнче ĕçленĕ, хальхи вăхăтра районти АПК ветеранĕсен Канашĕн председателĕн заместителĕ Николай Васильевич Васильев çак кунсенче "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцине килсе кайрĕ. Эпир вăл каласа панипе, унăн шухăш-кăмăлĕпе, хисеплĕ вулакансем, сире те паллаштаратпăр.

"Райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ Н.Николаев, Пысăк Енккассинчи "Сергеев В.М." ХФХ пуçлăхĕ В.Сергеев, малтанхи çулсенче "Вознесенское" хуçалăх ертÿçи пулнă Н.Михайлов, "Иванов Н.А." ХФХ пуçлăхĕ Н.Иванов, "Иванов В.А." ХФХ пуçлăхĕ В.Иванов пурте пĕрле тĕл пулса районти ялхуçалăх ыйтăвĕсене сÿтсе яврăмăр. Чылай хуçалăхсенче ĕçсем начар мар пулса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра фермерсем удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килессипе ĕçлеççĕ. "Вознесенское" хуçалăха ертсе пынă Николай Михайлович пире пурне те "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕн Арапуçĕнчи фермине кайса курма сĕнчĕ. Владимир Анатольевич хаваспах пире хăйĕн хуçалăхĕпе паллаштарма килĕшрĕ. Çула май ялхуçалăх техники вырнаçнă парка кĕрсе куртăмăр. Владимир Анатольевич техникăна çуракине хатĕрлес ĕç пынине каларĕ. Иртнĕ çул çĕнĕ йышши икĕ комбайн туяннă. Çĕнĕ комбайнсем малтанхисемпе танлаштарсан хăватлăрах, пĕр комбайнĕ ĕлĕкхи 4-5 комбайнпа тан. Хальхи вăхăтра сахал техникăпа та чылай ĕç тума пулать. Машинăпа трактор паркĕ хыççăн ĕне фермине çул тытрăмăр. Ферма территорине пырса кĕрсенех типтерлĕх, йĕркелĕх хуçаланни курăнчĕ. Айккинче выртакан ытлашши япаласем курăнмаççĕ. Чи малтанах çĕнĕ ĕне витине кĕрсе куртăмăр. 100 пуç ытла вырнаçмалăх тунă ĕне вити выльăха йышăнма хатĕр. Ĕнесем тăракан помещение кĕрсе куртăмăр. Витере çутă та таса пулни пире тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ, урайсем те типĕ. Ĕне сăвакан зала кĕтĕмĕр. Унта хальхи технологипе кунне 1 тонна ытла сĕт суса илеççĕ. Çитес вăхăтра суса илекен сĕте хăйсем патĕнчех тирпейлеме тытăнасшăн, çак ĕçе пурнăçлама проект тума панă та. Мăйракаллă шултра выльăха апатлантарассине механизациленĕ кунта. Хĕл каçарма апат та çителĕклĕ хатĕрленĕ: 4100 центнер утă, 21 пин те 950 центнер сенаж, 26 пин те 700 центнер силос, 1850 центнер комбикорм. Пĕр ĕне пуçне 56 центнер выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Ку питĕ лайăх кăтарту.

Пăрусемпе тынасем тăракан витене те кĕрсе курмасăр иртсе каймарăмăр. Кунта та тирпейлĕ, çутă та ăшă. Хальхи вăхăтра "Иванов В.А." хресчен?фермер% хуçалăхĕнче 377 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 151 сăвакан ĕне. Сăвакан ĕнесен шутне çитес вăхăтра 500 пуçа çитересшĕн. Ĕне ферминчи пĕтĕмĕшле ĕçе ферма заведующийĕ Алексей Геннадиевич Чернов тытса тăрать. Хăйĕн ĕçне вăл тÿрĕ кăмăлпа, юратса пурнăçлани палăрчĕ. Кунта ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентереççĕ. Ку енĕпе пысăк опыт пухнă осеменатор Елена Семенова тăрăшать. Унăн ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп хучĕсем чылай, РФ Ялхуçалăх министерствин Тав çырăвĕ те пур. Ĕне ферминче пурĕ 14 çын ĕçлет. Вĕсем хушшинче Венера Тимофеевна Михайлова, Вера Егоровна Михайлова, Венера Юрьевна Михайлова дояркăсем, Людмила Николаевна Куприянова пăру пăхакан. Вăл 100 пуç ытла чун пăхать.

Фермăра вăй хуракансем валли ĕçлесе ывăнсан канмалли пÿлĕм те туса панă. Хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич ĕçлекен çынна хаклама пĕлет. Ĕçлекенсем те çакна кура тăрăшса вăй хураççĕ. Пĕтĕмĕшле хуçалăхри ĕçпе паллашнă хыççăн Николай Михайловичпа иксĕмĕрĕн те куçран савăнăç куççулĕ тухрĕ. Малашне те Владимир Анатольевича ăнăçупа аталану çулĕпе утма сунатăп", - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне хăй вăхăтĕнче районти ялхуçалăх аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшнă Н.Васильев.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика