АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашсем ĕç опычĕпе паллаштарчĕç

07 февраля 2018 г.

Канашсем ĕç опычĕпе паллаштарчĕç

Çак кунсенче Канаш хулинчи "Патшалăх службин тата управленийĕн лицейĕ" муниципаллă автономлă вĕренÿ учрежденийĕнче "Шаг навстречу" социаллă пĕлтерĕшлĕ проект шайĕнче семинар-практикум иртрĕ. Унта республикăри тăватă шкул представителĕсем хутшăнчĕç, çав шутра Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ĕçлекен пилĕк педагогпа 10-11 классенче вĕренекен ултă ача та. Чăваш Республикинче çак проекта пурнăçлассишĕн "Чăваш Енри социаллă культура программисене пулăшакан фонд" комерциллĕ мар организаци яваплă.

Семинара ЧР вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Владимировна Петрова уçрĕ. Вăл çÿлерех асăннă проектпа унăн пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ, Раççей педагогикинчи вĕрентÿçĕн ?настваник% вырăнĕ çинчен каласа пачĕ. Унтан "Чувашия" фондăн президенчĕ Михаил Иванович Федотов сăмах илчĕ. Вăл семинара хутшăнакансене проектăн сыпăкĕсем, унăн тĕп тĕллевĕсем, ăна пурнăçа кĕртессипе çыхăннă технологисем çинчен ăнлантарчĕ. "Проект çăмăл мар, темиçе сыпăклă, вăрăма тăсăлать, анчах та вăл çав тери кирлĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕç пĕтĕмлетĕвĕ Чăваш Республикин шкулĕсенче опытлă вĕрентÿçĕсем ĕçлеме пуçлассипе çыхăннă", - терĕ Михаил Иванович. Светлана Владимировна та, Михаил Иванович та лицейăн хăйне евĕрлĕ опычĕ пирки ырласа каларĕç, кунта пурнăçланакан вĕренекенсен самоуправленийĕпе наставничество системи Чăваш Еншĕн кăна мар, пĕтĕм Раççейшĕн те курăмлă тĕслĕх пулнине палăртрĕç.

Лицей директорĕ Олег Валентинович Савчук вĕренекенсен самоуправленийĕн "Лига будущего" системин ĕçĕпе паллаштарчĕ. Унăн сăмахĕсене малалла вĕренекенсен самоуправленийĕн пуçлăхĕ Ольга Павлова тăсрĕ. Вăл "От искры до маяка" наставниксемпе вожатăйсем мĕнле ĕçлени, мĕншĕн ăна çакăн пек ят пани, вĕрентÿçĕсен тытăмĕ епле йĕркеленсе пыни çинчен каласа пачĕ.

Ун хыççăн пухăннисем "каласа тата кăтартса пар" принциппа ĕçлекен творчество мастерскойĕсем тăрăх саланчĕç. Кунта калаçу вĕрентÿçĕсен ĕç вăрттăнлăхĕсем пирки пычĕ. Семинара хутшăнакансем "5 на 5" творчествăлла коллектив хатĕрленĕ "Большая меховая папа" спектакль курчĕç. Наставничество технологийĕсене ачасемпе ĕçленĕ чухне мĕнле усă курмаллине спектакльте туллин кăтартнă.

Юлашкинчен семинара хутшăнакансем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем илчĕç, "Шаг навстречу" социаллă пĕлтерĕшлĕ проектăн малаллахи ĕç утăмĕсемпе паллашрĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ДАВЫДОВА, Вaрмарти Г.Е. Егоров ячeллe пeтeмeшле пeлy паракан вaтам шкул директорeн заместителe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика