АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул автобусĕсен паркĕ çĕнелет

03 февраля 2018 г.

Ача хулара, район центрĕнче е аякри ялта пурăнать-и - пурте пĕр тан пĕлÿ илме тивĕç. Çакна малти вырăна кăларса шкулта вĕренекенсене меллĕ те хăтлă условисем туса парасси - патшалăх тытса пыракан тĕп çул-йĕрсенчен пĕри.

Хальхи вăхăтра республикăри шкул ÿсĕмĕнчи ачасен 32 ытла проценчĕ ялта пурăнать, ял шкулĕсенче пĕлÿ илет. Вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕн пахалăхне, тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе ялсенче инноваци центрĕсем йĕркеленĕ. Ку учрежденисенче пултаруллă, пуян опытлă педагогсем ĕçлеççĕ, вĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ те çирĕп. Никĕс шкулсене ачасене автобус илсе çÿрет. Куллен 312 шкул автобусĕ 651 маршрутпа çула тухать. Ятарлă транспорт пурри çавăн пекех ачасене район центрĕсенче, республикăра йĕркелекен пултарулăх конкурсĕсене, спорт мероприятийĕсене хутшăнма, экскурсисене, музейсемпе театрсене кирек хăш вăхăтра та ирĕклĕн тухса çÿреме май парать.

Шкул автобусĕсен, ачасене илсе çÿремелли ятарлă транспорт шутланнăран, хăрушсăрлăх требованийĕсем те пысăк. Вĕсене пурне те спутник навигацийĕн системипе тата тахографсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех усă курмалли вăхăт ?10 çул% иртнĕ тĕлелле вĕсене çĕннисемпе улăштараççĕ. Çак тĕллевпе 2017 çул вĕçĕнче Чăваш Ене федераци программипе килĕшÿллĕн РФ Правительствин йышăнăвĕпе çĕнĕ 27 автобус килнĕ. Кунсăр пуçне республика укçипе тата 8 транспорт хатĕрĕ туяннă. Февралĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев çĕнĕ автобуссен уççисене республикăри шкулсене валеçсе пачĕ. Хаклă парнене илме автобус водителĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем çеç мар, ачасем те килнĕ.

Палăртса хăвармалла, пирĕн районти Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула та çак кун икĕ çĕнĕ автобус панă. Хаклă парнесен уççийĕсене панă уява шкул директорĕ Г.Архипова та хутшăннă.

- РФ Президенчĕн программипе килĕшÿллĕн шкул автобусĕсене çĕнетсех пыратпăр, çул çинче ачасемпе инкек-синкек ан пултăр тесе хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме тăрăшатпăр. Иртнĕ вăхăта аса илер-ха: пирĕн çултисем шкула автобуспа каясси пирки ĕмĕтленме кăна пултарнă. Çумăр çăвать-и, тăман вĕçтерет-и - тăватă-пилĕк çухрăмри, е ытларах та-и, ялсенчи шкулсене çуранах çÿренĕ. Паян эсир пачах урăх тĕнчере пурăнатăр, - тенĕ М.Игнатьев. Вăл палăртнă тăрăх, шкул автобусĕсен паркне çĕнетес ĕç малалла пырать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика