АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авариллĕ çурт-йĕртен - çĕнĕ хваттере

03 февраля 2018 г.

Авариллĕ çурт-йĕртен - çĕнĕ хваттере

"Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси" адреслă программа Вăрмар районĕнче 2016 çулта ăнăçлă вĕçленнĕ. Çак программа шайĕнче нумай хваттерлĕ 5 çĕнĕ çурт хăпартнă, 5 хваттер туяннă. Çĕнĕ хваттерсене районти 146 çемье пурăнма куçнă. Вĕсен шутĕнче Светлана Климовнăпа Станислав Валентинович Сидоровсем те пулчĕç /ÿкерчĕк çинче/.

Вăрмар районĕнче район администрацийĕ, "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ çине тăрса ĕçленипе çынсене ишĕлекен çурт-йĕр фондĕнчен урăх вырăна пурăнма куçармалли программа 2016 çултах вĕçленнĕ. Районти пĕтĕмĕшле 35 авариллĕ çуртра 404 çын пурăннă пулнă. Авариллĕ, пурăнма юрăхсăра тухнă çурт-йĕртен граждансене пурне те çĕнĕ хваттерсене куçарнă. Çак тĕллевпе района 156 миллион укçа-тенкĕ уйăрнă пулнă. Иртнĕ çулсенче Вăрмар поселокĕнче Крупская, Некрасов урамĕсенче умлă-хыçлă нумай хваттерлĕ çуртсем хăпарчĕç. Шăпах çак çуртсене пурăнма куçарнă та район çыннисене. Вĕсен шутĕнче Светлана Климовнăпа Станислав Валентинович Сидоровсен çемйи те пулчĕ. Малтанах Сидоровсем поселокри чукун çул çывăхĕнчи Вокзальная урамĕнчи кивĕ çуртра пурăннă пулнă. Халĕ çак çуртсем унта çук ĕнтĕ. 2014 çулхи июнь уйăхĕнче вара Крупская урамра вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртри икĕ пÿлĕмлĕ хăтлă хваттере пурăнма куçаççĕ. Светлана Климовнăпа Станислав Валентиновичăн туслă çемйинче виçĕ хĕр. Аслисем Ларисăпа Олеся çемьеллĕ, уйрăммăн пурăнаççĕ, мăшăрĕсемпе пĕрле ачисене çитĕнтереççĕ. Ашшĕпе амăшĕ кĕçĕн хĕрне, 7 класра вĕренекен Викăна çитĕнтереççĕ.

Светлана Климовна уйрăм çын патĕнче çĕвĕçре тăрăшать, Станислав Валентинович Канаш станцийĕнчи специализациленĕ поездăн пушарнăйĕ пулса ĕçлет. Çĕнĕ хваттерте пурăнма май туса панăшăн Сидоровсем питĕ савăнаççĕ, ЧР Пуçлăхне М.Игнатьева тав тăваççĕ. Çĕнĕ çуртри кÿршĕсемпе те туслă пурăнаççĕ. Нумайăшĕ кунта, вĕсем пекех, юрăхсăра тухнă çурт-йĕртен куçса килнисем-çке. Çурт умне тирпей-илем кĕртмелли ĕçсене те туслăн кÿршĕсемпе хутшăнаççĕ пурте. Республика шайĕнче 2017 çулта чи хăтлă территори палăртнă чухне çурт умне хăтлăх кĕртнĕшĕн çак çуртра пурăнакансем 3-мĕш вырăн йышăннă. Уявсене те кашнинчех пĕрле пуçтарăнса паллă тăваççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика