АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ĕçлесен кăтарту пулатех

27 января 2018 г.

Тăрăшса ĕçлесен кăтарту пулатех

Районти почтальонсем çинчен хамăрăн хаçат страницисенче пĕлтерсех тăратпăр эпир. Çулталăкĕпех вĕсем халăхпа тачă çыхăну тытса тăраççĕ, хаçат-журнал çырăнтараççĕ, пенси укçи валеçеççĕ, кирлĕ таварпа та тивĕçтереççĕ.

"Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕ çырăнтару вăхăтĕнче район хыпарçине çырăнтарассипе хастарлăх кăтартакан, планпа палăртнинчен 10 экземпляр ытларах çырăнтаракан почтальонсене хавхалантарассине йăлана кĕртрĕ. Паллах, почтальонсем çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче пурте тăрăшса ĕçлеççĕ. Апла пулин те пултаруллăраххисем те çав-çавах та палăраççĕ. Вĕсенчен пĕри Кавалти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче ĕçлекен Ангелина Николаевна Афанасьева. Кашнинчех вăл "Хĕрлĕ ялав" хаçата çырăнтарассипе плана ирттерсе тултарать. Çамрăкскер ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнинчен те нумай килет çакă. Ватăсемпе ватă пек, çамрăксемпе çамрăк пек пулса калаçма пĕлет Ангелина Афанасьева. Почтальонкăра 2015 çултанпа вăл, Кавал ялĕнчи хăйне шанса панă участокра иртнĕ çырăнтару кампанийĕнче 62 экземпляр "Хĕрлĕ ялав" çырăнтарнă. Малтанах вара 30 экземпляр кăна пулнă. Пĕтĕмĕшле вара Кавал ял тăрăхĕпе 5 почтальон ĕçлет. Ангелина - чи çамрăкки.

"Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова пултаруллă почтальонкăна Ангелина Николаевна Афанасьевăна тăрăшса ĕçленĕшĕн парнепе чысларĕ, электрочейник парнелерĕ, малашне те тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика