АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа тĕл пулчĕç, тĕп ыйтусене пăхса тухрĕç

27 января 2018 г.

Халăхпа тĕл пулчĕç, тĕп ыйтусене пăхса тухрĕç

Январĕн 23-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Фармация" патшалăхăн унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина, Федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин пай начальникĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Информушкăн членĕсен ĕç кунĕ Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Васильевпа тĕл пулнинчен пуçланчĕ. Унтан вĕсем темиçе ушкăна пайланса хăйсен ĕçне Энтрияль, Пысăк Енккасси, Кавал, Кĕтеснер, Кĕлкеш ял тăрăхĕсенче малалла тăсрĕç. Хальхинче Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп теми ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыру пирки пулчĕ.

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев Энтрияль ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем Энтрияль ял тăрăхĕн администрацине тата Шăплатри библиотекăна çитсе курса вырăнти халăхпа кун йĕркинчи ыйтăва сÿтсе яврĕç. Яваплă çынсем ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура тĕрлĕ ĕç сферисене шута илнине, республикăра пыракан тĕрлĕ ĕçсене, юлашки çулсенчи ырă улшăнусене кăтартнине, Чăваш Ен аталанăвĕнчи малашлăх перспективисемпе паллаштарнине палăртрĕç.

Çырура республика Пуçлăхĕ вĕренÿ аталанăвне, çитĕнсе пыракан ăрăва патриотизмла воспитани парассине тимлĕх уйăрнă. Михаил Васильевич ялхуçалăхĕнче кадрсем çитменнипе çыхăннă ыйтăва татса памаллине, çамрăк специалистсене яллă вырăнсенче ĕçлеме условисемпе тивĕçтермеллине палăртнă. Республикăра çул-йĕр юсассипе, çĕнĕ çулсем тăвассипе нумай ĕçсем ирттернĕ. Чăваш Ен Раççейри 36 регион шутĕнче "Хăрушлăхсăр тата паха çулсем" программăна хутшăнать. Культурăна аталантарассине тата халăх йăли-йĕркисене сыхласа хăварассине те пирĕн республикăра тимлĕх уйăраççĕ. Акă, 2017 çулхи август уйăхĕнче "Ял территорийĕсен 2014-2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи тапхăрти çирĕп аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программа шайĕнче Энĕшпуçĕнче çĕнĕ культура çурчĕ уçăлнă.

Нумай ачаллă çемьесенче ача çуралсан паракан укçа тÿлевне çĕнĕрен памалла туни те савăнтарать. Çамрăк çемьесем те пĕрремĕш ача çуралсан кашни уйăхра укçа илме тытăнĕç. Унсăр пуçне иккĕмĕш тата виççĕмĕш ача çуралакан çемьесем ипотека кредичĕ тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвне илме пултараççĕ.

Çырура регион Пуçлăхĕ пуçаруллă бюджет пирки те сăмах хускатнă. 2018 çул валли ял çыннисенчен икçĕр ытла сĕнÿ килнине палăртнă. Пĕлтĕр республикăра 103 проект пурнăçа кĕнĕ, çав шутран 4 - пирĕн районта. Кăçал Вăрмар районĕнче 16 проект пурнăçа кĕртме планланă.

Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темине халăхпа пĕрле сÿтсе явнă хыççăн яваплă çынсем граждансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Тепĕр ĕçлĕ ушкăнра Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Фармация" патшалăхăн унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина пулчĕç. Вĕсем чи малтан Вăрмар поселокĕнчи патшалăх аптекисене çитсе курчĕç. Ольга Николаевна аптекăсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата ĕç хучĕсемпе паллашрĕ.

Унтан информушкăн членĕсем Пысăк Енккасси ял тăрăхне çул тытрĕç. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев кĕтсе илчĕ. Яваплă çынсем Пысăк Енккассинчи библиотекăра тата кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тĕлпулусем ирттерчĕç. Вĕсем ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне янă кăçалхи Çырăвĕнче çитĕнсе пыракан ăрăва пахалăхлă пĕлÿпе тивĕçтерсе пур енлĕ аталантарассипе çыхăннă ыйту пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕç. Чăваш Енре республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн пĕрре виççĕмĕш пайне вĕрентÿ сфери валли уйăраççĕ. Республикăри шкулсемпе ача сачĕсем Раççейри чи лайăх вĕренÿ учрежденийĕсен шутне кĕреççĕ. Пухăннисем Вăрмар районĕнчи вĕрентекенсен çитĕнĕвсем çинчен те ырласа калаçрĕç.

Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков республикăра çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕç малалла тăсăлни çĕршыв пуласлăхĕн çирĕп никĕсĕ пулнине палăртрĕ. Акă, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта икĕ кадет класĕ. Михаил Анатольевич кадет юхăмĕ ачасенче патриотизм туйăмне, вĕсен шалти культурине аталантарни пирки, кадет класĕнчен вĕренсе тухнă выпускниксем малашнехи пурнăçра та активлăрах пуласси çинчен калаçрĕ.

Сăмах республикăри демографи лару-тăрăвĕ çинчен те пычĕ. Чăваш Енре ачаллă çемьесене паракан тĕрлĕ енлĕ пулăшăва халăх ырласа йышăнни курăмлă пулчĕ. Кăçалхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕç укçин чи пĕчĕк виçи 2017 çулхи шайпа танлаштарсан 43 процент чухлĕ пысăкланасси те çынсене хавхалану кÿни палăрчĕ.

Хальхи вăхăтра сиксе тухнă çивĕч ыйту - сĕт пуçтаракансем сĕте йÿнĕ хакпа туянни - халăха питĕ пăлхантарни сисĕнчĕ. Ялта пурăнакансемшĕн ĕне усраса сĕт сутни укçа-тенкĕ енчен кăштах та пулин пулăшу кÿрет, сĕт хакĕ чакса кайни вара йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Çавăнпа çынсем сĕт ыйтăвне татса памалли пирки калаçрĕç. Яваплă çынсем çак проблемăн сăлтавĕсем пирки ăнлантарчĕç, Чăваш Ен Пуçлăхĕ ку ыйтăва хăй контрольленине пĕлтерчĕç, сĕт хакне республикăн кашни ялĕнчех сăнаса тăнине палăртрĕç. Чăнах та ĕнтĕ, сĕт хакĕ тивĕçлĕ шайра пулмалла.

Çапла, пĕтĕмĕшле илсен, Пĕрлехи информаци кунĕ ăнăçлă иртнĕ. Информушкăн членĕсем кун йĕркинчи тĕп ыйтăва туллин сÿтсе явнине, ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те пăхса тухнине пĕтĕмлетсе каларĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА, И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика