АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăрăн ĕçтешĕмĕре саламлатпăр!

24 января 2018 г.

Хамăрăн ĕçтешĕмĕре саламлатпăр!

Январь уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Паллă уява регион Пуçлăхĕпе М.Игнатьевпа пĕрле РФ Федераци Канашĕн членĕ В.Николаев, ЧР информаци политикин министрĕ А.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕнче социаллă ыйтусемпе ĕçлекен Комитет председателĕ В.Рафинов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Е.Кадышев, Чăваш Енри журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ В.Комиссаров тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев пичетре тăрăшакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Халăх патне чăн-чăн хыпарсене вăхăтра тата тивĕçлĕ шайра илсе çитернине асăннă. Кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва та çынсене тĕрĕс ăнлантарса пама тăрăшнине, ĕçе тухăçлă йĕркелесе пынине палăртнă. "Çитĕнÿсем пирки тĕрĕс хыпарсене халăх патне илсе çитерессишĕн тăрăшатăр. Куншăн уйрăм хисепе эсир тивĕç. Регионта пулса иртекен пулăмсем çинчен мĕнпур хыпарсене туллин çутатса пама пĕлетĕр. Республикăра социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ кирлĕ пек шайра йĕркеленсе пытăр тесе те вăй хурса ĕçлетĕр", - тенĕ М.Игнатьев.

Регион Пуçлăхĕ М.Игнатьев журналистсене ытларах хăйсен материалĕсенче ĕçлекен çынсем пирки çырса пĕлтерме, тĕрлĕ професси шайĕнче тимлесе пысăк çитĕнÿсемпе палăрнисене ырласа мухтамаллине, вĕсем пирки халăха çырса пĕлтермеллине каланă. Республикăри çынсене çĕршыв пурнăçĕнчи тата тĕнчери пулăмсемпе, обществăшăн пĕлтерĕшлĕ хыпарсемпе вăхăтра паллаштарнине те уйрăммăн каласа хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Социаллă çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе те сирĕн ĕçĕн хакĕ пысăк тенĕ вăл. "Эсир яланах малти ретре, çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем, улшăнусемпе паллă ĕçсем çинчен каласа кăтартатăр, вĕсене хак паратăр. Ку питĕ кăткăс та яваплă ĕç, çапах ăна эсир пысăк шайра тата тивĕçлĕ пурнăçласа пыратăр. Пĕтĕм чунтан сире çирĕп сывлăх, ырлăх, хавхалану, ĕçре ăнăçу, профессире пысăк çитĕнÿ тума, çемьере килĕшÿпе ăнланулăх сунатăп", - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев.

ЧР информаци политикин министрĕ А.Иванов хăйĕн докладĕнче пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, уйрăм çитĕнÿсемпе паллаштарнă.

Яланхиллех пысăк çитĕнÿсемпе палăрнисем патшалăх наградисене тивĕçнĕ, вĕсене ертÿçĕсем савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Чысланă журналистсем хушшинче пирĕн ĕçтешĕмĕр, районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕнче ĕçлекен Ирина Михайловна Артюкова редактор та çыхăну, информаци технологийĕсемпе массăллă коммуникацисен аталанăвĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕ. Сумлă наградăна ăна ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев алăран тыттарчĕ. Эпир те, "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕн коллективĕ, Ирина Михайловнăна Хисеп хучĕпе чысланă ятпа саламлатпăр, юратнă ĕçре тата нумай çул ăнăçлă ĕçлесе пыма сунатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика