АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çын яланах хисепре

24 января 2018 г.

Ĕçчен çын яланах хисепре

Вăрмар райповĕ суту-илÿ сферине пысăк тимлĕх уйăрать, çавăнпа райпо лавккисенче таварĕ суйламалăх яланах пур, уйрăмах хамăр тăрăхра туса илекен продукци нумай. Районти потребительсен обществи вырăнти производительсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.

Кивĕ Шулхана ĕçпе кайсан ялти райпо лавккине кĕрсе курмасăр чăтаймарăмăр. Мĕнле ĕçлесе пырать-ха кунти лавкка? Туянакансен кăмăлне тивĕçтерет-и/ Вăл шăпах ял варринче вырнаçнă. Туянакансене кĕрсе тухма питĕ меллĕ. Акă, çÿллĕ картлашка тăрăх хăпартăмăр та лавкка алăкне уçса шала кĕтĕмĕр. Куç умне тулли сентресем тухса тăчĕç. Лавкки чылай пысăк, йĕри-тавра таса та типтерлĕ. Татьяна Анатольевна Павлова сутуçă ĕçлет кунта /ÿкерчĕк çинче/. Райпо тытăмĕнче 2016 çулхи август уйăхĕнче вăй хума пуçланă вăл. Çак вăхăт хушшинче хăйĕн ĕçне пĕтĕмпех хăнăхса çитнĕ. Лавккара пĕчченех тăрăшать пулин те лавкка заведующийĕн, товароведăн, сутуçăн, тирпей-илем кĕртекенĕн ĕçĕсене хăйех пурнăçласа пыма ĕлкĕрет хастар хĕрарăм. Вăл çак ялсемех, Кивĕ Шулхантанах, лавккаран аякра та пурăнмасть. Кирек епле пулсан та эрнере ултă кун /вырсарникунсăр пуçне/ лавккара тăрăшать вăл. Вăхăтра уçать, çăмăл ураллăскер, тулли ĕçкунĕ пăрчăкан пек хастаррăн ĕçлет, килен-каянпа ăшшăн калаçать, кирлĕ тавар суйласа илме пулăшать.

Татьяна Анатольевна пĕлтернĕ тăрăх, туянакансем лавккана тăтăшах кĕрсе тухаççĕ, ытларах хамăр тăрăхра туса кăларакан тавара килĕштереççĕ. Акă, "Общепит" тулли мар яваплă обществăн продукцийĕ - вĕтĕ кукăльсем, пÿремечсем, тăпăрчă икерчисем тата ытти те - сентресем çинче нумай выртмасть, тин илсе килнĕ çемçе апат-çимĕçе туххăмрах туянса пĕтереççĕ. Сĕтел çăкăр-тăварсăр пулмасть, çавăнпа Вăрмарти çăкăр завочĕ пĕçерсе кăларакан продукци те хăвăртах вырнаçать. Çавăн пекех республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен кÿрсе килнĕ тавар та çынсен кăмăлне туллин тивĕçтерет. Унсăр пуçне лавккара кулленхи пурнăçра кирлĕ таварсем те çителĕклĕ: йăлара усă куракан хими продукцийĕ, савăт-сапа, канцеляри таварĕсем, текстиль тата ытти те. Çапла, çынсен тавар туянма аякка каймалла мар, мĕн кирли ялти лавккара та пур.

Татьяна Анатольевна хăйĕн ĕçне тăрăшса пурнăçланине райпо тытăмĕнчи яваплă çынсем те çирĕплетсе пачĕç, вăл ĕç планне те тултарса пынине пĕлтерчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕлтĕр Потребкоопераци кунĕнче вашават сутуçăна Вăрмар райпо Канашĕн Хисеп грамотипе чысланă. Чăнах та, ĕçчен çын яланах хисепре.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика