АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çул преступленисен шучĕ чакнă

24 января 2018 г.

Иртнĕ çул преступленисен шучĕ чакнă

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмра 2017 çулхи оперативлă служба ĕçне пĕтĕмлетессипе канашлу иртнĕ. Канашлăва Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин полици начальникĕн заместителĕ - полици полковникĕ И.Воробьев, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Вăрмар район прокурорĕ Е.Краснов хутшăннă. Тĕп докладпа муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ - полици начальникĕ Ю.Михеев тухса калаçнă.

И.Воробьев Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствинчи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарнă. Раççейре Чăваш Енри шалти ĕçсен министерстви 13-мĕш вырăнта. Малашне ĕç тухăçлăхне тата та ÿстерес енĕпе чылай ĕçсем туса ирттермелли çинчен каларĕ.

Оперативлă лару-тăрăва вăхăтра тимлĕх уйăрнăран, "Хăрушсăрлăхлă хула" аппаратпа программăллă комплекс аталаннăран, граждансем хушшинче право йĕркине пăхăнмалли тĕп никĕссене лайăх ăнлантарнăран Вăрмар тата Тăвай районĕсен территорийĕсенче регистрациленĕ преступленисен шучĕ 318-тан 231 таранччен чакнă. Регистрациленĕ 231 преступленирен 184-не тупса палăртнă. Уголовлă явап тытма 184 преступлени тунă 143 çынна явăçтарнă. Уйрăмах йывăр преступленисене уçса палăртасси /77,8 процентран 100 процент таранччен/ лайăхланнă.

Уйрăмах йывăр преступленисене, çав шутра вĕлернисене, сывлăхшăн йывăр тата вăтам йывăрăш сиен кÿнĕ преступленисене, хĕненисене, вĕлерессипе хăратнисене, мăшкăлланисене, çаратнисене, çул-йĕр правилисене пăснисене пурне те тупса палăртнă.

Административлă право йĕркине пăснă 1457 çынна явап тыттарнă.

12 преступление регистрациленĕ хыççăнах 24 сехет хушшинче тупса палăртнă.

Преступленисене профилактикăлассипе пĕрлехи тытăм йĕркелес тĕллевпе "2015-2020 çулсенче Вăрмар тата Тăвай районĕсенче пурăнакансен тата çак районсен территорийĕсен хăрушсăрлăхне ÿстересси" ятпа çирĕплетнĕ программăна право хуралĕн пур органĕсемпе профилактика субъекчĕсене явăçтарнă. Çакă преступноç шайне чылай чакарма май парать.

2017 çулта Вăрмар район администрацийĕнчен 390 пин тенкĕ уйăрнă.

Яланхи пекех преступлени тума хĕтĕртекенни алкоголь. Çак категорири преступленисен шутне чакарас тĕллевпе "Алкоголь-Суррогат", "Алкоголь" оперативлă профилактика операцийĕсем ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле 33 пин те 682 тенкĕлĕх алкоголь продукцийĕ тытса илнĕ.

Обществăлла вырăнсенче эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ е наркотик тата ытти наркăмăшлă япаласемпе усă курса минренĕ çынсене медицина учреждение илсе çитерессине йĕркеленĕ. Çак тĕллевпе Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи больницăсенче пĕрер койка-вырăн уйăрнă. 2017 çулта медучрежденисене пурĕ 42 çынна илсе килнĕ.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмăн ĕçĕ хаклав критерийĕсем тăрăх 52,97 балпа танлашать. Районсем шайĕнче 17 уйрăм хушшинче Вăрмар районĕнче вырнаçнă шалти ĕçсен пайĕ 15-мĕш вырăнта. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра 8-мĕш пулнă.

Пĕтĕмĕшле уйрăмăн ĕçне каялла туртаканни ку вăл йывăр преступленисене тупса палăртассипе кăтартусем çукки. Экономика енĕпе çыхăннă преступленисене тупса палăртасси те 19-тан 22 таранччен чакнă.

2017 çулта наркотик çаврăнăшĕпе çыхăннă 7 преступлени тупса палăртнă, 161 грамм мăкăнь улăмне тытса илнĕ. Вăрмар район территорийĕнче килти хуçалăхсенче çитĕнекен 279 тĕп мăкăнь туртса илнĕ.

Иртнĕ çул икĕ район территорийĕпе /Вăрмар районĕнче -1, Тăвай районĕнче - 5/ çул çитмен ачасем тунă 6 преступлени тупса палăртнă /иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 2/. Тĕпрен илсен çак категорири преступленисене шкултан 9 класс хыççăн вĕренсе тухса республикăри техникумсенче, колледжсенче вĕренекенсем пурнăçлаççĕ.

Ытти хăш-пĕр енсемпе те "Урмарский" уйрăмăн ĕçне лайăхлатмаллине палăртнă. Çакă шалти ĕçсен пайĕнче сотрудниксем çитсе пыманнипе те тачă çыхăннă. ЧР Шалти ĕçсен министерствин полици начальникĕн заместителĕ И.Воробьев кадрсемпе çыхăннă ĕçе лайăхлатмалли, çитменлĕхсене пĕтермелли çинчен каланă

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика