АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре те штабсем уçăлнă

24 января 2018 г.

Раççейĕн Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн çĕршывра суйлав умĕнхи кампание 17 кандидат хутшăнать. Хăйсемшĕн алă пустарма вĕсенчен 15-ĕшне ирĕк панă. Çĕршывăн парламент партийĕсем тăратнă кандидатсен В.Жириновскин /ЛДПР/ тата П.Грудининăн ?КПРФ% алă пустармалла мар. Хăйсен кандидатурисене тăратнă Владимир Путинпа Владимир Михайловшăн вара алă пустараççĕ.

К.Собчак тата Г.Явлинский штабĕсем Чăваш Енре кирлĕ чухлĕ - 2500 çын алă пуснине - пухнă та ĕнтĕ. Апла пулин те вĕсем малалла алă пустараççĕ. Ытти кандидатăн штабĕсем пирĕн республикăра хальлĕхе хастарлăхпа палăрман. Январь уйăхĕн 17-мĕшĕнче В.Путинăн общество штабĕ хăйĕн пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвне ирттерчĕ. Мероприятие виçĕ çумпредседатель пуçарнă. Вĕсенчен иккĕшĕ - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ В.Иванов тата Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи, Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Н.Казаков - Владимир Путинăн шаннă çыннисем. Виççĕмĕш çумпредседатель - Чăваш Енри медицина ассоциацийĕн канашĕн ертÿçи Е.Барсукова.

Штабăн çумпредседателĕсем общество пĕрлешĕвĕсен тата юхăмĕсен пуçлăхĕсене пĕр шухăшлă ĕçлеме чĕнсе каларĕç. Ларăва «Единая Россия» партин, Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн, ветерансемпе çамрăксен организацийĕсен, профсоюзсен тата ытти общество пĕрлешĕвĕсен членĕсене чĕннĕ.

Ларăва В.Иванов ертсе пычĕ. Владимир Николаевич ĕçĕн тĕп енĕсене палăртрĕ. Штаб çынсене тĕрлĕ ыйтупа йышăнассине тата консультаци ирттерессине йĕркелесшĕн. «Кашни çынна итлемелле, кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пулăшмалла», - çапла тĕллев лартнă штабăн çумпредседателĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТИТОВА, /«Хыпар» хаcатран/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика