АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Праçник пурне те хаваслăх кÿтĕр

17 января 2018 г.

Январĕн 19-мĕшĕнче Православи тĕнне ĕненекенсен чи пысăк уявĕ - Кăшарни. Христос Турра шыва кĕртнĕ кун.

Кăшарни ячĕпе çак кун пур чиркÿсенче те пысăк кĕлĕсем иртеççĕ, çăлкуçсене кайса е вĕсенчен чиркĕве илсе килнĕ шыва çветит тăваççĕ.Турра ĕненекенсем Турăшсем /иконăсем/ çĕклесе шыв хĕрне каяççĕ. Унтан священник Христосăн хĕресне шыва чиксе кăларса шыва тасатать. Çак йăлана Иисус Христос Иордан шывĕнче шыва кĕнине асăнса тăваççĕ. Эпир те Чулкас тата Кивĕ Вăрмар çăлкуçĕсене кайса çветит тăватпăр. Священниксем çветит тунă шыва мĕн ĕмĕртенех чи хăватли тесе шутлаççĕ. Турра ĕненекенсем çак кун çветит тунă çăлкуçсенче шыва кĕреççĕ. Шыва кĕрес умĕн: "Эй Турă, эпĕ Христиан тĕнне ĕненсе пурăнма тăрăшатăп, унăн ырлăхне пар мана", - тесе калаççĕ. Таса шыв çынсен ÿтне те, чунне те сыватать. Мĕн авалтан тасалнă шыва ĕçсен пиртен курăнакан е курăнман тăшмансенчен сирсе ярать. Çавăнпа та çак кун илнĕ шыва таса савăтсенче тирпейлĕ упрамалла, кирлĕ пулсан хуть те хăш вăхăтра та усă курма юрать, ăна çулталăкĕпех упрасан татах та авантарах.

Хаклă тăванăмăрсемĕр, Иисус Христос ятне çак кун кăна мар, тăтăшах аса илесчĕ. Вăл тунă ырлăхсемшĕн ăна тав тума манса каяс марччĕ. Турă ятне асăнни пире яланах пулăшса пырать. Хуть те хăш вырăнта пулсан та: "Эй, Турă Иисус Христос! Çăл мана", - тесе калама ан манăр. Турра ĕненекенĕн кĕлĕсĕр пурăнмалла мар. Ĕçленĕ вăхăтра та, ахаль çÿренĕ чухне те унăн ăсĕ, чĕрийĕ кĕлĕпе юнашар çÿремелле. Турра юратса ĕненекенсен чиркÿ кĕллисене çÿреме тăрăшмалла.

Православи тĕнне ĕненекен хисеплĕ çынсем! Сире çывхарса килекен çак пысăк Кăшарни уявĕ ячĕпе ăшă сăмахсемпе саламлатăп! Турă пире пурнăç панишĕн çак праçникре эпир ăна тепĕр хут тав тăватпăр. Çĕр çинче яланах ырлăх, çутă малашлăх, мирлĕ пурнăç пултăр. Кашни çынна Турă хăйĕн ырăлăхне патăр. Турра ĕненсе, вăл хушнине пурнăçласа пурăнма вăй-хăват пултăр. Турăпа пĕрле çÿрĕр, Турă çăлтăр.

Асăрхаттарса калани: Шыва ятарласа палăртнă вырăнсенче кăна кĕмелле. Харпăр хăй тĕллĕн пĕлнĕ пĕлмен вырăнта вак касса шыва чăмма васкамалла мар. Кăшарни шывĕпе чÿхенсе тасалас текенсен сивĕ шыва кĕрес умĕн асăрхануллă пулмаллине манас марччĕ. Харпăр хăй сывлăхне кура шыва кĕрес умĕн малтанах сивĕ шывпа кăштах ал-урасене йĕпетмелле, унтан тин шыва кĕмелле. Енчен те сирĕн шыва кĕме кайма май килмесен пуç тăрăх куркапа е витрепе пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн яма та юрать. Шыва кĕни сывлăхшăн усăллă пултăр.

Кăшарни кунĕ ячĕпе Вăрмарти Михаил Архистратиг ячĕллĕ чиркÿре районти ытти чиркÿсенчи пекех январĕн 18-мĕшĕнче каçхине 22 сехетре кĕлĕ пуçланать, кĕлĕ пĕтсен шыв тасатмалли йĕрке пулать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Чулкасри Таса Троица тата Вaрмарти Михаил Архистратиг ячeллe чиркyсен настоятелe, Владимир БАЙГУШЕВ протоиерей.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика