АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умри çитĕнÿсем - ăнăçура

17 января 2018 г.

Умри çитĕнÿсем - ăнăçура

"Пысăк ĕçе, яваплăха харпăр хăй çине илсе вăй хуракансем, вырăнта пурăнакансем валли ĕç вырăнĕсем туса паракансем обществăшăн усăллă çынсем", - тет тăтăшах ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев вак тата вăтам предпринимательлĕх çитĕнĕвĕсемпе, вĕсен ырми-канми ĕçĕсемпе кăмăллине палăртса.

Вак бизнесра вăй хуракансенчен пĕри те ĕнтĕ пирĕн районти "Вăрмар пасарĕ" муниципаллă унитарлă предприятинче вăй хуракан Нина Ивановна Хованская уйрăм çын предприниматель. Вăл 1963 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче хамăр районти Тикаш ялĕнче çуралнă. Çамрăклăхĕ ялти ытти ачасенни пекех иртнĕ темелле. Вылянă, кулнă, шкула çÿренĕ, унтан Вăрнарти совхоз-техникумра пĕлÿ пухса агроном профессине илни çинчен пĕлтерекен дипломлă пулнă.

Вĕренсе тухсанах тăван яла таврăннă. Вăл вăхăтра агроном специальноçĕпе ĕç вырăнĕ пулманнине кура пĕр вăхăт ялти культура çуртĕнче художествăлла руководитель пулса ĕçленĕ. Унтан вара пурнăç сукмакĕ ăна тĕрлĕ çĕре илсе çитернĕ темелле. Хуть те ăçта ĕçлесен те ăна суту-илÿ хăй патнех илĕртнĕ пулас. Вăл Чăвашпотребсоюзăн производствăпа вĕрентÿ комплексĕнче сутуçăсем хатĕрлекен курсра пĕлÿ пухать. Çапла вара 1995 çулта Нина Ивановна уйрăм çын предприниматель ĕçне пуçарса яма тĕв тăвать. Çакăнтан пуçланать те унăн суту-илÿ ĕçĕ, халăхпа хутшăнасси. Кашни кун çын çинче, вĕсен вара пурин те хăйĕн шухăш-кăмăлĕ, пурнăçĕ. Кам мĕн тĕллевпе килнине Нина Ивановна çынна куçран пăхсах пĕлет. Пурнăçăн тумхахлă сукмакĕпе вăл пуçне усмасăр, малашлăха шанса утать. Унта ăнтăлма пулăшаканĕсем, савăнăç кÿрекенĕсем вара - ачисем. Хованскисем ывăлпа хĕре пурнăç парнелесе тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратнă. Ывăлĕ, Алексей, мăшăрĕпе Шупашкар хулинче тĕпленсе пурăнать. Вĕсен икĕ ача. Хĕрĕ, Алена, мăшăрĕпе Мускавра пурăнаççĕ. Шел пулин те, çак савăнăçлă вăхăта Нина Ивановнан мăшăрĕ Юрий Геннадьевич пурăнса çитеймерĕ, йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Мĕн тăвăн, шăпи çапла пулчĕ пулĕ. Çумра савнă мăшăрĕ çук пулин те хастар та патвар хĕрарăм пуçне усмарĕ, çитĕнÿсем патне малаллах талпăнчĕ. Ачисемшĕн тăрăшнипе пĕрлех кил-çуртне те тăванĕсем пулăшнипе, хăй тăрăшнипе çĕнĕрен хăпартса лартрĕ, кайăк-кĕшĕкĕ те картиш тулли, пахча-çимĕçне сутлăх та, çимелĕх те туса илет, ĕçе те çÿрет. Кÿршĕсемпе кайса-килме те вăхăтне тупать, туслă пурăнаççĕ вĕсем. Çын çинчи ырă ята вăл хăйĕн сăпайлăхĕпе тата ыркăмăллăхĕпе çĕнсе илнĕ.

Çил-тăман-и, çумăр-и, шартлама сивĕ-и, хĕртсе хĕвел пăхать-и - пурпĕрех вăл ĕçе утать, суту-илÿ тăвать. Районăн обществăлла ĕçĕсене те активлă хутшăнать. "Ыркăмăллăх" акцире те пулăшу кÿрет. Йывăр шăпаллă ачасене пулăшу кÿни те пысăк сăвап. Унăн пархатарлă ĕçне вара район администрацийĕ тата "Вăрмар пасарĕ" МУП администрацийĕ те лайăх хак панă. Ĕçре уйрăмах палăрнăшăн сахал мар тав сăмахĕсене тивĕçнĕ, Хисеп грамотисем те нумай унăн. 2017 çулта декабрь уйăхĕнче ăна ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамоти парса чысланă. Çакă вара ăна малашне те хастар ĕçлеме хавхалантарать. Район, республика, çĕршыв малашлăхĕ, çынсен хăтлă пурнăçĕ вак тата вăтам предпринимательсем еплерех аталанса пынинчен те пуçланать. Çапла вара Нина Ивановна пуçăннă ĕç те малалла аталансах пытăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика