АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене савăнăç кÿчĕç

10 января 2018 г.

Ачасене савăнăç кÿчĕç

Çĕнĕ çул умĕн эпир пурте - пысăккисем те, пĕчĕккисем те - лайăххине кăна кĕтме, асамлăха шанма пуçлатпăр. Уйрăмах ача-пăчасем, пурнăçра нумай йывăрлăх тÿснисем пушшех те, вĕсен ĕмĕт-тĕллевĕсем пурнăçланасса ĕненеççĕ. Эпир вара, аслисем, шăпăрлансене кăштах та пулин пулăшма пултаратпăр.

Чăвашпотребсоюз "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕпе пĕрле çулсерен "Ачасене - шоколад" Çĕнĕ çулхи ыркăмăллăх акцийĕ ирттерет. Акцин тĕп тĕллевĕ - нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене, интернатсенче пурăнакансене, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесенче ÿсекен ачасене пулăшу кÿресси, вĕсене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенчи мероприятисем вăхăтĕнче пылак кучченеçсем пуçтарса парса савăнтарасси.

Çак акци вăхăтĕнче потребительсен обществисен канашĕн суту-илÿ предприятийĕсенче пылак изделисем пухассине йĕркелеççĕ. Вĕсене Чăвашпотребсоюз лавккисенче туянса ятарласа илемлетнĕ контейнерсене ямалла.

Çĕнĕ çулхи уявсем умĕн ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин "Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центрĕ" ЧР бюджет учрежденийĕн çемьепе ачасене пулăшу кÿрекен уйрăмне райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов тата "Водоканал" тулли мар яваплă обществăн руководителĕ Ю.Иванов çитсе курчĕç. Сергей Николаевич кунта пурăнакан шăпăрлансене "Ачасене -шоколад" акци вăхăтĕнче пухăннă пылак кучченеçсем, унсăр пуçне Вăрмарти çăкăр завочĕ туса кăларакан пĕремĕкпе пылак шыв парнелесе савăнтарчĕ. Райпон суту-илÿ предприятийĕсенче пуçтарăннă шоколад йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасене Çĕнĕ çулта кăштах та пулин савăнăçпа чун ăшши парнелессе шаннине, çак ыркăмăллăх акцийĕ вăхăтĕнче айккинче юлман çынсене пурне те тав тунине пĕлтерчĕ вăл. Юрий Григорьевич вара "Водоканал" тулли мар яваплă обществăран тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин ячĕпе ачасене йĕлтĕрсем тата вĕсемпе чупмалли пушмаксем парса вĕсен кăмăлĕсене хаваслăхпа тултарчĕ. Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла: «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ те çулсерен çак ыркăмăллăх акцине хутшăнать. Хальхинче те ачасене канцеляри таварĕсем парнелерĕ.

"Нуша куракана пулăш", - тенĕ мĕн авалтан. Çак сăмахсене пурин те асра тытасчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика