АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе хисепе тивĕçнисемпе мухтанатпăр

10 января 2018 г.

Ĕçпе хисепе тивĕçнисемпе мухтанатпăр

2017 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене тивĕçнисене чаплă лару-тăрура савăнтарнă. Çак кун культура, наукăпа искусство, ялхуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿ тытăмĕнче пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă регионти 53 çынна чысланă.

Вĕсен ретĕнче пирĕн районти Кĕлкеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче механизаторта ĕçлекен Владимир Васильевич Обручков та /ÿкерчĕк çинче/ пулнă. Хуçалăхра вăл 2008 çултанпа механизаторта вăй хурать. Владимир Васильевич, мĕн ачаран механизатор пулма ĕмĕтленнĕскер, шкул саккинчен тÿрех руль умне ларнă. Малтанхи çулсенче çак ялти "Прогресс" совхозра вăй хунă, тĕрлĕ çĕрте водительте те ĕçленĕ, унтан каллех тăван тăрăха таврăннă. Пурнăçĕ пĕр майăн шунă май хуçалăх ячĕсем те улшăнсах пынă, анчах механизатор ĕçĕ çавăн пекех юлнă темелле. Хальхи хуçалăха ертсе пыракан Геннадий Николаевич Ямуковпа В.Обручков механизатор çинчен калаçнă май вăл ыррине çеç палăртрĕ: "Хуçалăхра ĕçленĕ çулсенче вăл яланах ырă енчен палăрса тăрать, лайăххисен ретĕнче. Ытти механизаторсемпе пĕрле туслăн ĕçлеççĕ, хисеплеççĕ ăна. Ĕçри опычĕ те пысăк унăн. Çирĕп дисциплинăллă механизатор кашни ĕç кунĕпе туллин усă курма тăрăшать. Пĕрле ĕçлекенсене те кирлĕ вăхăтра яланах пулăшма хатĕр. Хăйне çирĕплетсе панă техникăна юсавлă тытать. Пур енĕпе те тирпейлĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалпа та перекетлĕ усă курать. Ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса ĕçлет. Предприятинчи кун йĕркине çирĕп пăхăнса пырать тени те вăл мĕнлерех механизатор пулнине уççăн кăтартать. Пирĕн ĕç тÿрремĕнех механизаторсемпе çыхăннă. Çĕр-аннемĕре хисеплеме пĕлекен çынсемпе ĕçлеме те çăмăлтарах. Çĕре мĕнле пăхатăн - вăл хăй те пире çапла çимĕçне парса савăнтарать. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн хуçалăхри механизаторсем пурте тенĕ пекех хисепе тивĕçлĕ. Эпир вĕсемпе чăннипех те мухтанатпăр. Вĕсен хастарлăхне кура эпир акса-лартса туса илекен çĕр лаптăкне те ÿстерсех пыратпăр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тата çĕр улми туса илессине те çулсеренех ÿстерсе пыратпăр", - тет вăл ăшă кăмăлпа.

"Ĕçлекен çын яланах хисепре", - тенĕ пирĕн несĕлĕмĕрсем мĕн авалтан. Çакна В.Обручков хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетсе пачĕ. Вăл "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята тивĕçрĕ. Ăна вăл хăйĕн тăрăшулăхĕпе тата ăсталăхĕпе çĕнсе илчĕ.

Çапла вара Владимир Васильевича малашнехи ĕçре ăнăçу сунмалли кăна юлать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика