АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье телейĕ - чи пĕлтерĕшли

29 декабря 2017 г.

Çемье телейĕ - чи пĕлтерĕшли

Чăннипех телейлĕ пулма пур çынна та çемье кирлĕ. Çывăх çынсемпе пĕрле лайăххине те, начаррине те пайлама пулать, йывăр чухне вĕсем пире шанăç кÿреççĕ. Кашни çыншăнах çемье телейĕ юратнă атте-аннепе, савнă мăшăрпа, ырă-сывă ачасемпе çыхăннă.

2017 çул - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ - вĕçленсе пырать. Çавна май çак кунсенче районти ача-пăча библиотекинче "Пĕрле телейлĕ" ятпа районти нумай ачаллă çемьесен фестивалĕ иртрĕ. Унта Вăрмар районĕнче пурăнакан нумай ачаллă 13 çемье хутшăнчĕ. Уява библиотека заведующийĕ Г.Петрушкова ертсе пычĕ. Фестиваль савăнăçлă та шавлă, анчах çав вăхăтрах ăшă та хумхануллă лару-тăрура иртрĕ. Мероприятине ятарласа хатĕрленĕ "Пĕтĕмпех çемьерен пуçланать" кĕнеке куравĕ илем кÿчĕ. Ÿнер шкулĕнче вĕренекенсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, вĕсен шăнкăрав евĕр сассисем кашнин чĕринчех тĕрлĕ туйăмсене хускатрĕç.

Пухăннисене сывлăх сунса тĕлпулăва библиотека ĕçченĕсем уçрĕç, çемье ăшши, ăнланупа килĕшÿ çинчен витĕмлĕ сăмахсем каларĕç. Уява хутшăнакан ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, чуна пырса тивекен сăвăсемпе савăнтарчĕç. Унтан ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин "Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центрĕ" ЧР бюджет учрежденийĕн директорĕн заместителĕ Т.Григорьева сăмах илчĕ. Вăл ача-пăчаллă çемьесене социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Кашни ача амăшĕпе ашшĕн юратăвне туйса ÿстĕр, шăпăрлансем вара сывлăхлă пулччăр, аслисен сăмахĕнчен ан иртчĕр тесе сунчĕ. Тĕлпулăва Тихвински Турамăш Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте тата Наталия матушка хутшăнни пухăннисемшĕн уйрăмах паха пулчĕ. Леонид атте çемье хаклăхĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен сăмах хускатрĕ, ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулмаллине, вĕсенче чи лайăх туйăмсене кăна аталантармаллине, пуринпе те мирлĕ пурăнмаллине, усал ĕçрен пăрăнмаллине палăртрĕ. Унсăр пуçне вăл тĕрлĕ ыйтусем çине те хуравларĕ.

Уявра ирттернĕ тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсем пысăккисене те, пĕчĕккисене те пĕр чăмăра пухрĕç, вĕсен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Çемьесем "Хамăрăн ĕмĕтри çурт" темăпа картинăсем ÿкерчĕç. Амăшĕсем чĕре евĕрлĕ касса кăларнă хут çинче хăйсен ачисенче мĕн лайăххине курас килет, çав енсене çырчĕç, унтан шутлани пурнăçа кĕтĕр тесе "чĕресене" асамлă чăрăш çине çакрĕç. "Ладошки" вăйă та питĕ интереслĕ пулчĕ, мероприятине хутшăнакан çемьесем пĕр-пĕринпе еплерех хутшăнура тăнине, пĕр-пĕрне мĕнле пĕлнине ÿçса пачĕ. Çапла уяв савăнăçлă иртрĕ, вулав залĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ шăранчĕ, ачасен янăравлă кулли чарăнма та пĕлмерĕ.

Тĕлпулу вĕçĕнче уява хутшăннă çемьесене тĕрлĕ номинацире дипломсем, ачасене сывлăш шарĕсем парса хавхалантарчĕç. Унтан пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика