АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿ куç умĕнче

29 декабря 2017 г.

Çитĕнÿ куç умĕнче

"Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕ районта чи лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри.

2017 çулта ялхуçалăх культурисене 4089 гектар çинче çитĕнтернĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене 2825 гектар çинче туса илнĕ, çав шутра вăрлăхлăх кукуруза 300 гектар йышăннă, 100 гектар çинче хĕвелçаврăнăш, 204 гектар - горчица /сарă пăрăç/, 960 гектар нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтерсе пухса кĕртнĕ. Чылайăшĕ пÿлмере вырăн йышăннă, ыттисем хăйсен "хуçисене" тахçанах тупнă.

Уй-хирте акса çитĕнтернисене вĕсем ĕне выльăх витĕр кăлараççĕ. Вĕсем кунта йышлă.

Мăйракаллă шултра выльăхăн сĕчĕпе ытти продукчĕсем чĕлхи çинче темелле. Апачĕ ытлă-çитлĕ, вĕсем çăмăллăнах хĕл каçас шанчăк пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе палăрса Мускав таранах çитнĕ. Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн /ВДНХ/ территорийĕнче "Ылтăн кĕркунне" ятпа Раççейри агропромышленноçăн 19-мĕш куравĕнче "Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен чи лайăх çемье ферми" номинацире кĕмĕл медале тивĕçнĕ /ÿкерчĕк çинче/. Çитĕнÿ пĕччен-иккĕн ĕçленипе пулмасть. Хуçалăхра туслă та çирĕп коллектив вăй хурать.

Кунта ĕçе пĕлсе те вăхăтра пурнăçлани куç умĕнче. Хăйсен вăйне шанса ĕçлеççĕ, мĕн ĕçе тытăннă ăна вĕçне çитерме тăрăшаççĕ. Çавăнпа та вĕсен çитĕнĕвĕ те куç умĕнче.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика