АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Тав сăмахне тивĕçнĕ

29 декабря 2017 г.

ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Тав сăмахне тивĕçнĕ

Иртнĕ кунсенче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче террора хирĕç кĕрешекен комиссин тата оперативлă штабăн ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата Раççей УФСБ Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ С.Софронов ертсе пынă.

"Культура енĕпе çыхăннă мероприятисенче граждансене хăрушсăрлăх теми пирки кулленех асăрхаттармалла, кирек-епле ĕçре те тимлĕхе çухатма юраманнине çирĕппĕн каланă. Регионта кăлтăксем пулмалла мар, пур ĕçе те яваплăха туйса çÿллĕ шайра йĕркелесе пымалла", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Чăваш Республикинчи террора хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссин ертÿçи Е.Терешин хăйĕн докладĕнче комисси йĕркелесе ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, çитес 2018-мĕш çул валли лартнă тĕллевсем, план пирки каласа кăтартнă. Канашлу вăхăтĕнче ĕçре палăрнисене наградăсем парса хавхалантарнă. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин территорийĕнче терроризма хирĕç кĕрешессипе тÿрĕ кăмăлпа тата тухăçлă ĕçленĕшĕн Вăрмар район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн заведующине Юрий Николаевич Ефимова Тав хучĕпе чысланă /ÿкерчĕк çинче/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика