АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул музейĕнчен пуçласа Асăну комплексĕ таран

23 декабря 2017 г.

Шкул музейĕнчен пуçласа Асăну комплексĕ таран

Кăçалхи декабрĕн 14-мĕшĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, чăвашсен паллă летчик-космонавчĕ А.Г.Николаев ячĕпе Шуршăл ялĕнче уçнă музей 45 çул тултарнине паллă туса ирттерчĕç. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасем çавра сĕтел хушшине пуçтарăнса Андриян Григорьевичпа тĕл пулнă вăхăтсене, музей уçăлнă самантсене аса илчĕç, Асăну комплексĕн малашлăхĕ çинчен канашларĕç.

1972 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура Шуршăл ялĕнче шкул музейне уçнă. Унта республика тата район пуçлăхĕсемпе пĕрле А.Г.Николаев хăй те хутшăннă. 1978 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа шкул музейне Чăваш Республикин краеведени ?хальхи вăхăтра Наци% музейĕн филиалĕ тесе йышăннă.

2001 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче музейĕн çĕнĕ çуртне уçнă çĕре А.Николаевпа пĕрле В.Горбатко, П.Климук, Н.Бударин, М.Манаров, Ю.Батурин космонавтсем хутшăннă. Чăрăшсем лартса космонавтсен аллейине йĕркеленĕ.

2006 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа музея СССР летчик-космонавчĕ А.Г.Николаев ячĕллĕ Асăну комплексĕ тесе калама пуçланă. Вăл чăваш патшалăх музейĕсенчен пĕри шутланать.

Асăну комплексĕн шутне çакă паллă та чуна илĕртекен вырăнсем кĕреççĕ: 1974 çулта вырнаçтарнă 26 метр çÿллĕш "Ракета" стела; 1977 çулхи августăн 24-мĕшĕнче уçнă А.Г.Николаев космонавтăн бронзăран тунă бюсчĕ; Космонавтика музейĕ; Николаевсен çемйи пурăннă çурт-музей; космонавтсен аллейи; хисеплĕ хăнасен аллейи; 2005 çулхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче уçнă А.Г.Николаев космонавтăн канлĕх вырăнĕ /часавай çÿллĕшĕ - 16 м/; космонавтсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă галерея. 45 çул хушшинче Шуршăлти Асăну комплексне 71 космонавт, 2 миллион ытла турист, вĕсен шутĕнче ют çĕршыв хăнисем те килсе кунти экспонатсемпе паллашнă, музей ĕçченĕсен тăрăшулăхне пысăк хак панă. Музей фондĕнче 6,5 пин ытла экспонат упранать. Кăçал Асăну комплексĕ ЧР Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ. Грантпа усă курса 2018 çулта "Пĕрремĕш утăмсем тĕнче уçлăхне" çĕнĕ проект йĕркелеме тĕллев лартнă. Проекта пурнăçланă май Чăваш Енĕн кашни кĕтессине çитсе ачасемпе тĕлпулусем ирттерме, вĕсене тĕрлĕ экспонатсемпе паллаштарма ятарлă техника вырнаçтарнă микроавтобус хатĕрлесси çинчен пĕлтерет музей директорĕ А.Тукмаков. Çак проект çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кÿресси иккĕлентермест.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.НИМАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика