АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче - актуаллă ыйтусем

23 декабря 2017 г.

Кун йĕркинче - актуаллă ыйтусем

Декабрĕн 20-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче унăн тĕп темисем çаксем пулчĕç: 2018 çулта РФ Президентне суйламалли суйлав кампанийĕ çинчен; Раççей Федерацийĕнче тата Чăваш Республикинче демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли мерăсем çинчен; Чăваш Республикин территорийĕнчи Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем вăхăтĕнчи, çавăн пекех 2017-2018 çулхи хĕллехи вăхăтри пушар хăрушсăрлăхĕн мерисем çинчен.

Информушкăн членĕсен ĕç кунĕ райадминистрацин ларусен залĕнче опекунсен /попечительсен/ тата ача усрама илнĕ ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче хутшăннинчен пуçланчĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев опекунсене, ача усрама илнĕ ашшĕ-амăшĕсене вĕсен хисепе тивĕçлĕ ĕçĕ-хĕлĕшĕн, яваплăхĕшĕн тата харсăрлăхĕшĕн ырласа тав турĕ. Ачан пур енлĕ аталанăвĕшĕн çемье ăшши, хăтлă кил, юратупа ăнлану çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Торжествăлла лару-тăрура А.Васильев ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçлакансене райадминистраци пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Малалла Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем темиçе ушкăна пайланса Вăрмар хула, Аслă Чак, Пинер, Арапуç, Шăхаль, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕлпулусем ирттерчĕç.

Райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Казарина халăхпа Вăрмар хула администрацийĕнче тĕл пулчĕç. Кун йĕркинче тăракан ыйтусемпе паллаштарнă хыççăн Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи РФ Президенчĕн суйлавĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Унсăр пуçне калаçу район территорийĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă профилактика мероприятийĕсем çинчен те пычĕ. Пĕлсе тăма, 2017 çулта Вăрмар районĕнче 26 пушар пулнă, пĕр çын вилнĕ. Пухăннисем Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене ирттерессине хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусене те пăхса тухрĕç. Раççейри тата республикăри демографи лару-тăрăвне лайăхлатас мерăсем пирки калаçнă май, Чăваш Республикинче çемье хаклăхĕпе пĕлтерĕшне, ашшĕпе амăшĕн авторитетне ÿстерессине, культурăллă традицисене, çемьере паракан воспитанин йăлисене çĕнĕрен çĕклесе анлă сарассине, çемье институтне çирĕплетессине, амăшлăхпа ачалăха пулăшу кÿрессине, нумай ачаллă çемьесене социаллă хÿтĕлевпе тивĕçтерессине тимлĕх уйăракан патшалăх политики туллин пурнăçланса пынине палăртрĕç. Райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов Энĕшпуçне çул тытрĕ. Вăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Е.Пудриковпа тата кунта ĕçлекен специалистсемпе тĕл пулчĕ, Энĕшпуçĕнчи çĕнĕ культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Унтан яваплă çынсем ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕпе А.Яковлевпа тата кунта вăй хуракан коллективпа пĕрле калаçу ирттерсе Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене сÿтсе яврĕç. Николай Анатольевич пурне те 2018 çулхи РФ Президенчĕн суйлавне активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ. Çывхарса пыракан уявсем вăхăтĕнче пиротехника изделийĕсемпе сыхă пулмаллине, мероприятисенче ачасене уйрăмах асăрхаса тăмаллине палăртрĕ. Пуçтарăннă çынсем республикăри демографи лару-тăрăвĕ РФ Президенчĕ В.Путин палăртнă демографи политикин реформи пурнăçланса пынă май лайăхланасси пирки калаçрĕç. Пухăннисем Энĕшпуçĕнчи шыв башнине хăçан юсаса пĕтерессипе кăсăкланчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Пудриков ку енĕпе ĕçсем пынине пĕлтерчĕ, вĕсем çак кунсенче вĕçленессе шантарса каларĕ. Палăртса хăвармалла, Энĕшпуçĕнче пуçарулăх бюджечĕ шайĕнче пĕлтерĕшлĕ проект пурнăçланать - ялта скважина пăралаççĕ, шыв ыйтăвне татса парас ĕç пырать. Евгений Геннадьевич каланă тăрăх, вăл та кĕçех вĕçленĕ.

Ытти информушкăнсем те халăхпа тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене туллин сÿтсе явнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА, И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика