АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыснасен Африка мурĕ /чуми/ каллех калаçтарать

20 декабря 2017 г.

2016 çулта Чăваш Республикинчи Пăрачкав районĕнче сыснасен Африка чумине тупса палăртсан çак чире хирĕç кĕрешессипе массăллă мероприятисем пулса иртнине хаçатсенче çырсах тăнăччĕ. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ темелле. Чăваш Республикинчи ветеринари служби чире хирĕç кĕрешессине куçран вĕçертмерĕ, тăтăшах тĕрлĕрен тĕрĕслевсем ирттерсе тăчĕ. Акă иртнĕ кунсенче Пăрачкав районĕнчи Кожевенное ялĕнчен 7 километрта вырнаçнă Алгашинское ухата хуçалăхĕн территорийĕнче икĕ хир сыснин виллине тупнă. Вĕсене лаборатори ĕçченĕсем тĕрĕсленĕ хыççăн сыснасен Африка чумин вирусĕ пулнине палăртнă.

Çавна май декабрĕн 15-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - Ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов эпизоотикăлла лару-тăрăва хирĕç кĕрешессипе Правительство йĕркеленĕ чрезвычайлă комиссин черетсĕр канашлăвне ирттернĕ.

«Сыснасен Африка чуми сарăлни пурне те пăшăрхантарать. Усал чире республикăри ытти районсене сарăлма памалла мар. Ку енĕпе пирĕн пурин те сыхă тăмалла. Хир сыснисене халăх пурăнакан вырăнтан 7 километр аяккарах тупнине кура уйрăм çын хуçалăхĕсенчи граждансемшĕн хальлĕхе нимĕнле чаракан мерăсем те йышăнмастпăр», - тенĕ С.Артамонов.

ЧР Патшалăх ветеринари службин тĕп инспекторĕ С.Скворцов вилнĕ хир сыснисем тупнă вырăнта комплекслă мероприятисем ирттерни пирки тата выльăх мурне хирĕç кĕрешес енĕпе мĕнлерех ĕçсем туса ирттермеллине асăрхаттарнă.

Çавăн пекех республикăри пур районсенче те профилактикăлла мероприятисем ирттермелли çинчен чарăнса тăнă.

ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ В.Кузюков хир сыснисен виллисене тупнă вырăнта тата чир сарăлас хăрушă вырăнсенче декабрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса ухатана çÿреме чарни çинчен, çавăн пекех хир сыснисен шутне чакарма тĕллев тытнине пĕлтернĕ.

ЧР Правительство комиссийĕн председателĕ Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕпе унти яваплă çынсене хăйсен районĕнче пурăнакан халăхсене çак усал чир пирки тепĕр хут каласа ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине палăртнă.

Чирличчен малтан сыхланма хушаççĕ. Кун пек чухне чирпе кĕрешме те, чăтса ирттерме те çăмăлтарах пулĕ. Выльăх-чĕрлĕх хăйĕн мĕн ыратнине калама пултараймасть, çавăнпа та вĕсене килсе çакланнă чир-чĕртен ятарлă специалистсем кăна хăтарма пултараççĕ. Выльăх мурĕ ыттисене ересрен те вĕсемех сыхă тăраççĕ. Ку енĕпе «Вăрмар районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци» ЧР Патшалăх ветеринари службин ĕçченĕсем те тăрăшсах вăй хураççĕ.

Тепĕр хут аса илтеретпĕр: сыснасен Африка чуми хăвăрт ерекен инфекциллĕ чирсен шутне кĕрет. Ку вирус килти сыснасемпе хир сыснисене 24 сехетрен пуçласа 5 кун хушшинче вăйран ярса вĕлерет. Унăн инфекцийĕ лекрĕ пулсан пĕр çулталăкра 300-350 километр таран сарăлма пултарать. Вăл кĕтÿре, апат-çимĕç урлă, чирлĕ выльăха турттарнă транспортсене тĕплĕн дезинфекцилемесен ерме пултарать тата ытти те. Чир сарăлассине чарса лартмалли пĕртен-пĕр мел - чирлĕ сыснасене пĕтĕмпех тĕп тăвасси. Çавăнпа та выльăх мурĕнчен питех те сыхланмалла.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.АЛЕКСАНДРОВ, районти ветеринари службин начальникe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика