АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявсене йĕркеллĕ ирттересчĕ

20 декабря 2017 г.

Уявсене йĕркеллĕ ирттересчĕ

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене пĕчĕккисем те, пысăккисем те кĕтеççĕ. Савăнăçлă та çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, чăрăш тавра карталанса ташлани, вăйă-кулă - çаксем пурин асĕнче те нумайлăха юлакан пулăмсем. Анчах шăпах çак вăхăтра пире тĕрлĕ инкексем кĕтсе тăма пултараççĕ, çавăнпа пурин те сыхă пулмалла.

Иртнĕ кунсенче районти культура çуртĕнче чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсем, культура çурчĕсемпе библиотекăсен руководителĕсем тата ытти учрежденисемпе организацисен представителĕсем те хутшăнчĕç. Ларăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев ертсе пычĕ.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен мероприятийĕсем иртекен объектсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес мерăсем пирки районти надзор хуралĕн тата профилактика ĕçĕсем ирттерекен уйрăмĕн начальникĕ Д.Григорьев тухса калаçрĕ. Вăл уявсем ирттерме паллă тунă вырăнсенче хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли, пиротехника изделийĕсемпе усă курнă чухне асăрхануллă пулмалли çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Кашни учреждени сайтĕнчех хăрушсăрлăх правилисем пирки информаци лартмаллине палăртрĕ.

Районти 39-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн начальникĕ С.Алексеев Вăрмар район территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе еплерех мерăсем йышăнни çинчен каласа пачĕ. Сăмах хĕллехи вăхăтра çул-йĕре юртан хырса тăмалли, шыв башнисене юсавлă тытмалли çинчен те пычĕ. Ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ вăл.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн полици начальникĕн обществăлла йĕрке хуралĕ енĕпе ĕçлекен заместителĕ А.Софронов Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен мероприятийĕсем вăхăтĕнче район территорийĕнче обществăлла йĕркене сыхлассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ.

Райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Ю.Ефимов Вăрмар район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру пуласран сыхлакан тата вĕсене пĕтерекен, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен комисси ĕçĕ-хĕлĕн 2017 çулхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

Ларăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев пĕтĕмлетрĕ. Вăл уявсем вăхăтĕнче уйрăмах асăрхануллă пулмалли, дисциплинăна хытармалли, профилактика мероприятийĕсем ирттермелли, йĕркелĕхе пăхса тăма яваплă çынсем уйăрмалли, дежурствăсем йĕркелемелли пирки палăртса каларĕ. Пурне те çывхарса пыракан уявсем ячĕпе саламларĕ, вĕсене йĕркеллĕ ирттерме сунчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика