20 декабря 2017 г.
Чулкас ял тăрăхĕнче малтанхи çулсенче "Россия" совхоз, унтан "Мир" ЯХПК территорийĕнче сысна ферми пулнă вырăнта витесем чылайранпа пушă ларнă. Халĕ унта "Зеленая Миля" ялхуçалăх производство кооперативĕ ĕçлеме тытăннă.
Нумаях пулмасть йĕркеленнĕ производство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма эпир, райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперт-агрономĕ Н.НИКОЛАЕВ, кунти ертсе пыракан специалист-эксперт-зоотехник В.АЛЕКСАНДРОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн пай редакторĕ А.НИКОЛАЕВА, çула тухрăмăр.
Ĕçлеме ÿркенмесен майне тупма пулать тенĕ пек кунта хальхи вăхăтра хĕрсех сухан лартаççĕ. Урам енчен пăхсан вите пекех курăнса ларать. Кивелме тытăннă сысна витине реконструкцилесе йĕркене кĕртнĕ. Çивиттийĕ ахаль полиэтилен пленкăран, алăкĕсене ăшă тытакан материалсемпе сăрнă, вутăпа çунакан пысăк кăмака лартнă, шывĕ те кĕрет. Шыв валли икĕ пысăк пичке лартнă, хальлĕхе сухансене лейкăпа шăвараççĕ.
Паянхи куна хăмаран çапса тунă икĕ яруслă ещĕксене тăпрапа тултарнă та унта сухансене пĕрерĕн-пĕрерĕн майласа лартса тухнă. Маларах лартнă суханĕсен симĕс калчисем çÿлелле пĕрер шит кармашма та тытăннă. Халĕ пĕр теплицине кăна 18 тонна сухан лартнă. Эпир пынă кун юнашар витене реконструкцилесе пĕтернĕччĕ, шалти вак-тĕвек ĕçĕсене пурнăçлатчĕç, кунта ăшă ярса çитес вăхăтсенче сухан лартма тĕллев тытнă коператив ĕçченĕсем. Кунти ĕç-хĕл пирки кооператива ертсе пыракан Рустем Ринатович Мангуткинпа сăмах пуçартăмăр: "Эпир кунта ытларах сухан лартса суту-илÿ тăвас тĕллевлĕ. Петрушкăпа укроп, базилик тата ытти те лартса пăхрăмăр-ха. Симĕс сухана вырнаçтарма туянакансемпе ятарласа килĕшÿ турăмăр. Халĕ вĕсем çитес Çĕнĕ çул валли пирĕнтен симĕс сухан кĕтме тытăннă та. Эпир ĕç вырăнĕсем йĕркелесе çынсене ĕçпе тивĕçтеретпĕр. Малтанхи вăхăтра платниксем те ĕçленĕ, хĕллехи вăхăтра урамра ĕçлеме сивĕ. Çавăнпа вĕсем канаççĕ. Ĕç укçи те начар мар тесе шутлатăп - хĕллехи кун пĕр уйăхра вăтамран 20 пин тенке яхăн тухать. Ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене те пăхăнса ĕçлетпĕр. Рабочисем те хастар та ĕçченнисем пуçтарăннă тесе калас килет. Чылайăшĕ çуллахи кунсенче «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче вăй хунă. Йĕркеллĕ ĕçлесе кайсан пирĕн тĕллевсем пысăк: симĕс пахча-çимĕçе алăпа шăварассине пăрахăçласшăн, рабочисене канмалли пÿлĕмпе тивĕçтересшĕн тата ытти те. Пурне те халех уçса памастăп-ха, вăрттăнлăхра пултăр", - тет вăл куларах. Кунта Т.Кузьмина, О.Александрова, А.Максимова /Çитмĕш ялĕнчен/, С.Ямукова, Л.Порфирьева, Р.Павлова /Кĕлкешрен/, Е.Амурова /Анаткасран/, Н.Александрова /Вăрмар поселокĕнчен/ вăй хураççĕ. Чулкасран И.Васильев электрикпа Ю.Иванов, С.Иванов рабочисем ĕçлеççĕ. Хĕллехи кун çакăн пек ĕç вырăнĕ пулнăшăн пурте питĕ кăмăллă. Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ пулсан ял пурăнать, усă курман çĕр те пулмасть терĕç райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем кунта вăй хуракансене ăнăçу суннă май.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.