АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте-анне пурри - чунри хĕвел ăшши, сÿнми телей

16 декабря 2017 г.

Атте-анне пурри - чунри хĕвел ăшши, сÿнми телей

Çемьери телей вара ача-пăча пурри, вĕсем сывă пулни. Аслă Чак ялĕнче пурăнакан Егоровсен çемйи пурнăçри илеме ачасенче курать. Шăкăл-шăкăл калаçса, туслă пурăнакан çемьере ачисем те пурнăçа пĕчĕкренех ăнланса ÿсеççĕ.

"Çемье - пурнăç тĕрекĕ", - тенĕ мĕн авалтан. Çемьере пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни, килĕштерсе пурăнни, ачасене çуратса çитĕнтересси, унтан пурнăç çулĕ çине кăларасси - пысăк яваплăх, унпа пĕрлех чăн-чăн телей тесе шутлатпăр", - теççĕ Ирина Михайловнăпа Владислав Анатольевич Егоровсем вĕсен çемйи пирки сăмах пуçарсан. Вĕсем туслă пурăнни хапха умне çитсенех палăрчĕ. Мăшăр тарават кĕтсе илчĕ. Икĕ хутлă хăтлă пÿртре паянхи кун 9 ача кĕшĕлтетет. Вырсарникун ирхине ирех вĕсен килне çитнĕ май ачисем хăшĕсем çывăрса тăрайманччĕ-ха, канатчĕç. Кĕçĕнреххисем вăранса шашкăлла выляма пуçланăччĕ, хаваслă хăйсем. Амăшĕ кухньăра апат хатĕрлетчĕ, канмалли кун хăйсен юратнă пепкисене кукăль çитерес тесе ăшталанать. Ашшĕн эрнере пĕр кун кăна канмалли пулнăран унăн килти вак-тĕвек ĕçсем туллиех, эпĕ килнĕрен ĕçне пăрахсах пÿрте кĕчĕ. Ĕçленĕ май манпа калаçма та вăхăт тупрĕç.

"Çĕршывра демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйтăва сÿтсе явни манăн кăмăла çĕклерĕ. РФ Президенчĕ В.Путин ача çуратакансене хăйĕн йышăнăвĕпе хавхалантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Çакă вăл çемьесене малашлăха ăнтăлма хистет. РФ Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăçлама ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Правительствăра ĕçлекенсене чĕнсе калани хамăр республикăри ача амăшĕсемпе ачисемшĕн тăрăшмаллине пĕлтерет тесе ăнланатăп. Çапла вара В.Путин палăртнă демографи политикин пысăк калăпăшлă реформи туллин пурнăçланассине чунтанах шанатпăр. Эпир халĕ пурăнакан икĕ хутлă хăтлă çурт та патшалăх пулăшнипе кĕске вăхăтра çĕкленсе ларчĕ. Амăшĕн капиталĕпе усă курса эпир ун çумне хушма пÿлĕмсем туса лартрăмăр. Тавах Раççее, Чăваш Ене, хамăр района, ял тăрăхне ертсе пыракансене нумай ачаллă çемьесене пулăшнăшăн. Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлекенсене те тав сăмахĕ каласшăн, вĕсем те пире май килнĕ таран тимлĕх уйăраççĕ", - тет кил хуçи Владислав Анатольевич ачасем пирки калаçу пуçарнă май. Вĕсен çемьере 9 ача терĕмĕр, кĕçех 10-мĕшне кĕтеççĕ. Аслă хĕрĕ Елена Улатăрти чукун çул транспорчĕн техникумĕнче вĕренет. Вăл шкулта та лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе пынăскер кунта та лайăххисен ретĕнче палăрса тăрать. Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Наташа - 9 класра,Тимофей - 8, Антон - 7, Сусанна - 4, Архип - 3, Марфа 1 класа çÿреççĕ. Аслăрах класа çÿрекенсем районта иртекен пĕр мероприятинчен те юлмаççĕ: физкультурăпа спорт енĕпе-и, математика е физика, вырăс, чăваш чĕлхисен предмечĕсемпе тата ытти предметсемпе тĕрлĕрен олимпиадăсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Вĕсем районта, республикăра иртекен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса пĕрре кăна мар малтисен ретне тухнă. 2014 çулта "Çирĕп çемье - телейлĕ ачалăх" фотоконкурса хутшăнса "Манăн атте чи лайăххи" номинацире" çĕнтерсе 1-мĕш вырăна тухнă. 5 çулхи Петьăпа 3 çулхи Кларисса килте-ха. Вĕсем пĕчĕк пулин те шашкăлла выляма юратаççĕ, пластилинран йăваласа тĕрлĕрен чечексем, чĕрчунсем тата ытти вылямалли теттесем хатĕрлеççĕ. Егоровсем хăйсем те çынна яланах пулăшма хатĕр. Ачисем те ашшĕ-амăшне курса çитĕнеççĕ. Акă Наташăпа Тимофей хăйсенчен аякрах мар пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшма çÿреççĕ. Ыттисем те вĕсенчен юлмаççĕ, яланах ĕç çумне çыпăçаççĕ. Вĕсем килĕнче мăйракаллă шултра выльăх, чăх-чĕп, кăркка тата ытти те тытаççĕ. Çуллахи вăхăтра пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Ачисем яланах ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçлеççĕ.

Ачасен амăшĕ çемье ăшшине тытса пыраканĕ, ашшĕ вара çемье тĕрекĕ. Пурнăç çулне тытса пыраканĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Владислав Анатольевич нумай çул Горький чукун çулĕ çинче вăй хурать. Ĕçре ырăпа палăрса тăрать вăл. Нумай ачаллă çемьене ĕçрен те пулăшсах тăраççĕ. Çавăншăн В.Егоров хăйсен начальникне тата профсоюз организацийĕнче вăй хуракансене, пĕрле ĕçлекенсене чĕререн тав сăмахĕ калать. Çемье бюджетне кăштах та пулин пулăшу кÿни те пысăк савăнăç-çке. Пурнăç укçа-тенкĕ çинче кăна тăмасть /вăл та кирлĕ-ха/, хисепĕ темрен паха. Туслă пурăнаççĕ Егоровсем, малашлăха ăнтăлаççĕ, ачисенче пуласлăха кураççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика