АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнине манмаççĕ салтаксем

13 декабря 2017 г.

Иртнине манмаççĕ салтаксем

Вăрмар поселокĕнчи чи паллă вырăнсенчен пĕри çар тивĕçне пурнăçланисене асра тытса хăтлатнă лапам. Кашни çар тăхăмĕпе кунта палăксем, асăну паллисем лартайман пулин те, çар хĕсметĕнче пулнисем хăйсен çар уявĕн кунĕнче палăксем умне чечексем килсе хураççĕ.

Тинĕс çар пехотине Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче фашистла Германи салтакĕсем «хура вилĕм» тесе каланă. Вĕсем хура тум тăхăннипе кăна çыхăнман çакă, салтаксем тинĕсĕн çĕрлехи тĕттĕм шывĕнчен тăшмана кĕтмен çĕртен тапăннă, пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă. Вĕсенчен пĕри 17 çултах алла автомат тытнă, каярах Вăрмарти иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкулта директор пулса ĕçленĕ Е.Сергеев та пулнă.

1705 çултах, хальхи вăхăтпа илсен ноябрĕн 27-мĕшĕнче, Пĕрремĕш Петĕр патша /император/ «Тинĕс салтакĕсен полкне тăвасси çинчен» /«О создании полка морских солдат»/ Указ кăларнă. Ун чухне çак куна уявламан пулĕ. 1996 çулта кăна Тинĕс-çар флочĕн командующийĕ, флот адмиралĕ Ф.Громов хăйĕн 253 номерлĕ приказĕпе çак куна «Тинĕс-çар пехотин кунĕ» тесе уявламалли çинчен пĕлтернĕ. Темле пулсан та историрен иртме çук. Çавăнпа та ноябрĕн 27-мĕшĕнче йăлана пăсмасăр Тинĕс-çар пехотин 312 çулне паллă тума пирĕн ентешсем асăннă лапамра пуçтарăнчĕç. Паллах, Сывлăш-çар десант чаçĕнче пулса Афган вăрçине хутшăннисем те пулчĕç. Сăнÿкерчĕкре хăйсен вăхăтĕнче çар тивĕçне пурнăçланисен пĕр ушкăнĕ /С.Макаров, Г.Егоров, В.Васильев, О.Матвеев/. Çак тĕлпулăва асăннă кун кашни çул ирттерме тĕв турĕç пухăннисем.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика