АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кавалсем хаçат-журнал активлă çырăнаççĕ

13 декабря 2017 г.

Кавалсем хаçат-журнал активлă çырăнаççĕ

Кавал ял тăрăхне 5 ял кĕрет. Кашни ялĕ пĕр-пĕринчен аякра вырнаçнă. Çавăнпа та кашни ялтах хăйсен çирĕплетнĕ почтальонĕ пур.

Сăмахран, Кавал тата Пăвакасси ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналсемпе Г.Алексеев тивĕçтерет. Кавал ялĕн тепĕр урамĕсемпе А.Афанасьева почта валеçет, хаçат-журнал çырăнтарать. Чăршçырма ялне хаçат-журнал тивĕçтерессипе А.Ермолаев яваплă. Çиçтĕпе ялĕнче вара Ю.Петров вырăнти халăха вăхăтра хаçат-журнал валеçессипе 7 çул тăрăшса вăй хурать. Кивĕ Вĕренер ялĕпе почтальон пулса М.Иванова ĕçлет. Кавалти почта çыхăнăвĕн пуçлăхĕ Людмила Николаевна Михеева палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра çырăнтару кампанийĕ асăннă ялсенче активлă пырать. "Почтальонсем пурте тăрăшса вăй хураççĕ. Уйрăмах районта тухса тăракан "Хĕрлĕ ялав" хаçата çырăнтарассипе активлăхпа ĕçлеççĕ. "Кунта Кавал ялĕпе ĕçлекен А.Афанасьевăна та палăртса хăварас килет. Вăл кашни çырăнтару кампанийĕнчех район хаçатне вырăнта пурăнакансене ытларах çырăнтарма тăрăшать", - тесе палăртрĕ Л.Михеева. Почта ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Хаçат-журнал çырăнтарассипе пĕрлех асăннă тăрăхра пурăнакансем электричество çутишĕн, çут çанталăк газĕшĕн тÿлеме килеççĕ, çырусем, бандерольсем яраççĕ тата ытти те. Л.Михеева почта çыхăнăвне килекенсене яланах тараватлăн йышăнать. Акă Кавалта пурăнакан И.Мучукова уйрăм çын предприниматель те унăн ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ /ÿкерчĕк çинче/. Хальхи вăхăтра кунти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ пурĕ 110 экземпляр "Хĕрлĕ ялав" çырăнтарнă. Çырăнтару кампанийĕ вĕçлениччен вĕсем палăртнă плана тултарасса шанас килет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика