АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне юратса, малашлăха шанса

13 декабря 2017 г.

Пĕр-пĕрне юратса, малашлăха шанса

Иртнĕ кунсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк çемйи» II конкурс çĕнтерÿçисене чыслани, унта пирĕн республикăри Патăрьел районĕнчи Уткинсен çемйи «Нумай ачаллă çемье» номинацире мала тухни çинчен нумай пичет хатĕрĕсенчен вуласа пĕлтĕмĕр. Çак ята тивĕçлисем вара пирĕн районта та пур тесе калас килет.

Сăмах Кивĕ Вăрмарти Матвеевсен йышлă та туслă çемйи çинчен пулĕ. Надежда Юрьевнăпа Валерий Николаевич 6 ача çуратса пăхса çитĕнтереççĕ. Çавăнпа та çемье çинчен калаçнă чухне кунта йăнăшас мар тесен хронологи йĕркипе кайма тивет. Пысăк Енккасси ялĕнче çуралнă Надеждăпа Кивĕ Вăрмар каччи Валера хĕр «Ростелекомра» ĕçлеме пуçланă чухне паллашнă. Амăшĕ, Альбина Федоровна, кунтах ĕçленĕ май, çамрăк çын час-часах унăн ĕç вырăнне кĕрсе çÿренĕ, çакăнта хитре те хÿхĕм хĕре куç хывнă та вăл. 1998 çул пуçламăшĕнче туй та кĕрленĕ, çав çулах çут тĕнчене аслă хĕрĕ Марина килнĕ. Халăхра пĕрремĕшпе иккĕмĕш хушшинче вăхăт нумай кирлĕ мар теççĕ. Шÿт, паллах, мĕншĕн тесен пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнсан, ку енĕпе нимĕнле ыйту та тăмасть. Çапла вара 2000 çулта Екатерина кун çути курнă, 2004 çулта Вера, 2012-мĕшĕнче - Анастасия, 2014 çулта София. Каярах Турри çемьене кун чухлĕ хĕр çитет тенĕ пулмалла, 2016 çулта чăн-чăн арçын ятлă Левăна ярса панă. Çапла вара кĕске вăхăт хушшинчех телейлĕ мăшăр 6 ача ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă. Ачасенче, паллах, телей, çапах та вăл тÿсĕмлĕ, тăрăшуллă пулма хистет. Матвеевсен вара вăл çителĕклех. Пултаруллă та хастар Альбина Федоровнăпа Николай Матвеевич çемйинче çуралса ÿснĕ Валера пĕр ĕçрен те хăраман. Вăрмарти ДОСААФ автошкулĕнчен вĕренсе тухса çар хĕсметне тивĕçлĕ пурнăçланă хыççăн вăл тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, халĕ Мускавра вахта мелĕпе хуралта тăрăшать. Надежда пирки вара ырă сăмах ытларах та калама пулать, мĕншĕн тесен чылай вăхăт хушши-çке-ха унăн йышлă ачисене пĕчченех пăхма тивет, унсăр пуçне ĕçе те çÿремелле-çке. Юрать-ха, ăна çак ĕçре хунямăшĕ пулăшать. Надежда Юрьевна каланă тăрăх, вăл 6 ача çуратса та декретлă отпускра пĕтĕмпе те 5 çул та ларман. Çемьене тăрантармалла-çке. Ачасемшĕн уйăхсерен паракан укçа çине шанаймăн.

1999 çулта Матвеевсен пÿрт тума пуçланă чухне ссуда та илме тивнĕ. Каярах амăшĕн капиталĕ илни пулăшу кÿнĕ, 2004 çулта, Вера çуралсан, патшалăх çурт туса пĕтерме процентсăр ссуда панă, халĕ те тÿлеççĕ-ха ăна вĕсем. Йывăрлăхсем тухаççĕ пулин те, ачисене тĕрĕс воспитани парса тарăн пĕлÿ илччĕр тесе çине тăраççĕ. Ку чăн та çапла пулнине çемьери ырă-йăла йĕркесене тытса пынăшăн район пуçлăхĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул директорĕн Тав çырăвĕсем те калаççĕ.

Ачасене илес пулсассăн, асли, Марина, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн юридици факультечĕн иккĕмĕш курсĕнче вĕренет, Екатерина Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 11 класра, Вера 7 класра ăс пухаççĕ. Анастасийăпа София Вăрмарти «Родничок» ача садне çÿреççĕ. Пĕчĕк «арăслан» Лева вара хальлĕхе килте-ха - амăшĕ ĕçе кайсассăн юратнă асламăшĕпе юлать. Надежда Юрьевна хунямăшĕпе хуняшшĕне - Альбина Федоровнăпа Николай Матвеевича - питĕ сума сăвать. Вĕсен пулăшăвĕсĕр йывăр килнĕ пулĕччĕ тет вăл. Ара, чăн та, хуçалăхра халĕ икĕ сысна, икĕ качака, чăх-чĕп, çуллахи вăхăтра сурăхсен йышĕ 30 пуçа та çитет. Анчах пĕр-пĕрне ăнлансан темле йывăрлăх та парăнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика