09 декабря 2017 г.
Ача çут тĕнчене килсенех ăна ачашлăх, çепĕçлĕх, юрату çав тери кирлĕ. Пĕчĕкскере çак ăшă туйăмсене çывăх çыннисем, ашшĕ-амăшĕ парнелеме пултараççĕ. Вĕсем ăна тĕрĕс-тĕкел ÿссе çитĕнме, ура çине çирĕп тăма пулăшĕç.
Ашшĕ-амăшĕ паракан воспитани ача çирĕп тĕллевлĕ, пурнăçра сиксе тухакан йывăрлăхсене çĕнтерме пултаракан çын пулса ÿстĕр тесен питĕ пĕлтерĕшлĕ. Анчах, шел пулин те, хăшĕ-пĕрисем çакна ăнланмаççĕ, хăйсен ачисене пăрахса хăвараççĕ... Юрать-ха, пирĕн хушăра çăмăл мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ шăпăрлансен шăпишĕн чунтан пăшăрханакан ырă çынсем пур. Вĕсем тăлăхсене хăйсен чĕри ăшшине парнелесе тăван ачисене пăхнă пек пăхса ÿстереççĕ.
Ача çитĕнтересси - çăмăл ĕç мар, енчен те ăна усрава илнĕ пулсан вара - пушшех те. Анчах Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Татьяна Геннадиевна Егорова йывăрлăхсене парăнма хăнăхман. Тăван ачисем - Сергей, Алексей тата Алена - ÿссе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă хыççăн вăл 2007 çулта хăйĕн çемйине тăватă пĕртăван ачана илнĕ. Халĕ вĕсем çитĕннĕ çынсем ĕнтĕ, республикăн тĕп хулинче пурăнаççĕ. Екатеринăпа Ксения И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Руслан Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнчен вĕренсе тухнă, çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Роман И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнче ăс пухать.
Хальхи вăхăтра Т.Егорова çемйинче - çул çитмен ултă ача: çÿлерех асăннă вун çиччĕри Роман, Зоя, Борис, Милена, Кирилл, Саша. Вĕсенчен тăваттăшĕ сусăр ачасем. Ача-пăчана ытларах мĕн кирлĕ-ха? Паллах, вĕсене юратни, чунпа йышăнни. Татьяна Геннадиевнăн чĕринче кашни ача валлиех çак туйăмсем çителĕклĕ. Ырă кăмăллă хĕрарăм çемье ăшшин пĕлтерĕшне питĕ лайăх ăнланать, çавăнпа хăйĕн ачисем телей мĕнне туйса, тирпейлĕ те ĕçчен пулса ÿсчĕр тесе тăрăшать. Вĕсен çемйинче пĕр-пĕрне хисеплеме тата пулăшма хăнăхнă.
Ахальтен мар ĕнтĕ Татьяна Геннадиевнăна çемьери йăла-йĕркесене сыхласа хăварас тата вĕсене çирĕплетес, çитĕнсе пыракан ăрăва воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн кăçалхи ноябрь уйăхĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе чысланă.
"Ачасем - çын пурнăçĕнчи чи хаклă тупра тесе шухăшлатăп. Вĕсене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерес ĕçре йывăрлăхсем çук мар, паллах. Лайăххи те, начарри те пулать. Çапах та ачасен телейлĕ куллине курни маншăн чи пысăк савăнăç", - тет Татьяна Геннадиевна.
Егоровсем пек çемьесем чăнах та хисепе тивĕçлĕ. Пурне те вĕсенчен тĕслĕх илме чĕнсе калас килет. Кашни çемье çапла пĕрер тăлăх ачана та пулин хăйĕн ăшшине парнелесен çут тĕнчере ача çурчĕсем юлмĕччĕç, ачасем ашшĕ-амăшĕсемшĕн макăрса чунĕсене ыраттармĕччĕç...
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.