АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсти епле, ĕçĕ çапла

09 декабря 2017 г.

Ăсти епле, ĕçĕ çапла

Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Николай Иванович Ильин çинчен эпир пирĕн хаçат страницисем çинче пĕрре кăна мар çырнă. Ал ĕç ăсталăхĕпе кăсăкланакансем унăн ятне аван пĕлеççĕ.

Н.Ильин вун икĕ çула яхăн йывăçран тĕрлĕ япаласем касса кăларас ĕçпе кăсăкланать. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл хăйĕн ăсталăхне чылай туптама ĕлкĕрнĕ. Ал ĕç ăсти йывăçран армансем, шыв башнисем, парăслă кимĕсĕм, чиркÿ макечĕсем тата ытти япаласем те касса кăларать. Кăçалхи августăн 9-мĕшĕнче Энĕшпуçĕнче культура çурчĕ уçăлнă хыççăн вара унăн макетне те хатĕрлес ĕçе пуçăннă вăл. Унтанпа вăхăт нумаях та иртмен - пысăк калăпăшлă икĕ макет ăсталама та ĕлкĕрнĕ Николай Иванович. Пĕрне хăйсен ял тăрăхĕн администрацине, теприне Вăрмарти халăх историйĕпе таврапĕлÿ музейне парнеленĕ вăл. Çапла майпа Энĕшпуç ялне çитсе унти çĕнĕ культура çуртне курма ĕлкĕреймен çынсем халĕ унăн макечĕпе районти музея пырса паллашма пултараççĕ. Н.Ильин каланă тăрăх, пĕр макет тума пĕр уйăха яхăн иртет иккен. Пуласлăхра культура çурчĕн пĕчĕкрех калăпăшлă макечĕсене ăсталас шухăшлă вăл. Вĕсене сувенир вырăнне те туянма пулĕ.

Пултаруллă ăстан малашлăх тĕллевĕсем пысăк. "Эпĕ районти мĕнпур историпе культура объекчĕсен макечĕсене те хатĕрленĕ ĕнтĕ. Черетре - Вăрмарти çĕнĕ чукун çул вокзалĕпе Кавалти чиркÿ /вăл кĕçех хута каясса шанатăп/. Çитес вăхăтра вĕсен макечĕсене тума тытăнас тетĕп", - хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарать Николай Иванович. Н.Ильин кăçал урăх тĕрлĕ ĕçе те - гипсран тĕрлĕ кĕлеткесем калăплассине - алла илме шут тытнă. Ноябрĕн 17-мĕшĕнче, Вăрмар районĕ 90 çул тултарнине уявланă кун, поселокри тĕп лапамра ал ĕç ăстисен куравĕ иртрĕ. Унта халăх Николай Ивановичăн япалисене те курса тĕлĕнме пултарчĕ. Чăнах та, питĕ илемлĕ вĕсем. Гипсран тунă кĕлеткесене те, йывăçран касса кăларнă макетсене те питĕ тăрăшса та тĕплĕн ăсталанă. Ăнланакан çынсем вĕсене тивĕçлипех хакларĕç, Энĕшпуç ал ĕç ăстине мухтаса хавхалантарчĕç. Çапла Николай Иванович пултаруллă çын пулнине никам та хирĕçлеймĕ. Вăл чунтан тăрăшса ĕçленипе ĕнтĕ унăн япалисем тĕлĕнмелле илемлĕ те хăйне евĕрлĕ пулаççĕ. "Ăсти епле, ĕçĕ çапла", - тесе ахальтен каламаççĕ çав.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика