АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почтальон кашни киле васкатăр

09 декабря 2017 г.

Почтальон кашни киле васкатăр

Пысăк Енккасси ялĕнче вырнаçнă почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ харăсах икĕ ял тăрăхĕнчи - Пысăк Енккасси, Энтрияль ял тăрăхĕсенчи - халăха хаçат-журналпа, тĕрлĕ корреспонденцисемпе тата ытти япалапа та тивĕçтерет.

Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникĕ Людмила Даниловна Петрова ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе тупса чылай çул ĕçлет. Почтальонсен кашнин хăйĕн участокĕ: Апла пулин те Пысăк Енккасси ялĕнче кашнин тенĕ пекех хăйĕн участокĕ пур. Карăкçырма, Пысăк Енккасси ялĕсенче Светлана Яковлева, Пысăк Енккасси, Шутнерпуç, Уйкас ялĕсенче Наталья Прокопьева, Пысăк Енккасси, Вăрманкас, Энтрияль ялĕсенче Алевтина Николаева, Пысăк Енккасси, Пăртас, Шăплат ялĕсенче Наталья Васильева, Урнарта Анатолий Ананьев, Саруйĕнче Татьяна Сергеева почтальонсем ĕçлеççĕ. Хăйсене çирĕплетсе панă участоксенче пурăнакансене вăхăтра тин кăна пичетленсе тухнă хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ. Пенсионерсене уйăхне пĕрре пенси укçи те çитерсе параççĕ. Ватă çынсем хăйсен килĕ умĕнчен почтальон иртсе каясса, вăл почта ещĕкне хаçат е журнал ярса хăварасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Район хаçачĕ сайра-хутра эрнере пĕрре кăна тухсассăн та пăшăрханаççĕ.

Акă халĕ те 2018 çулхи пĕрремĕш çурçуллăха çырăнтармалли кампани мĕнпур активлăхпа иртет. Йÿнĕрех хакпа çырăнтармалли вунăкунлăх пынă май почтальонсем тăрăшсах хаçат çырăнтарма васкаççĕ. "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕ ирттерекен лотерея вылявне хутшăнас тесе почтальонсенчен квитанцисене пара-пара яраççĕ, вĕсене чăннипех те шанаççĕ.

Çынсем чăтăмсăррăн кĕтекен лотерея вылявĕ декабрĕн 28-мĕшĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче иртет. Кăмăл тăвакансем пурте килме пултараççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика