09 декабря 2017 г.
Почтальон ĕçĕ çăмăл маррине пурте пĕлеççĕ. Эпир хаçат-журнала киле илсе килсе парассине чÿречерен пăхса ларатпăр пулсан, вĕсем шăрăхпа сивĕре те, çумăрлă, çил-тăманлă çанталăкра та кулленех пысăк сумккисене çĕклесе килĕрен киле çÿреççĕ.
Çăмăл мар пулсан та почтальон профессине суйласа илекенсем пурришĕн савăнмалла. Хăйсене шанса панă ĕçне яваплăха туйса пурнăçласа ят-сумĕсене çÿле çĕклеççĕ. Паян сăмахăм Арапуçĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче ĕçлекенсем пирки пырĕ. Пĕчĕк йышпах пысăк ĕç пурнăçлаççĕ вĕсем. Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн ертÿçи Надежда Ильинична Ионова /ÿкерчĕк çинче/. Вăл хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста темелле, мĕншĕн тесен ку ĕçре нумайранпа вăй хурать. Хисеплеççĕ ăна пĕрле ĕçлекенсем те, ял-йыш та. Килен-каянсемпе Надежда Ильинична яланах тарават, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшать. Арапуç ялĕ районти пысăк ялсенчен пĕри. Кунта икĕ почтальон - Елена Аполоновна Иванова тата Галина Васильевна Тимофеева. Вĕсем те хăйсен ĕçĕпе хисепе тивĕçлĕ. Кашни килекен хаçат-журнала подписчиксем патне вăхăтра çитерме тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне почтальонсен ялти çынсене куллен кирлĕ хăш-пĕр таварсемпе те тивĕçтермелле, пенси укçине те вăхăтра çитермелле. Çынпа çын пек пулма пĕлекен почтальонсене подписчиксем чунтанах кĕтеççĕ, ырă сăмахсем каласа тав тăваççĕ. "Тавах почтальонсене пире хаçат-журналсене вăхăтра çитерсе панăшăн, пенси укçине те килех çитерсе параççĕ, сахăр, тăвар, кĕпе çумалли порошока та хапха умне çитерсе пани паха", - теççĕ ялти сумлă ватăсем почтальонсем пирки калаçу пуçарсан. Кашни çырăнтару кампанинчех вĕсем ытти хаçат-журналсем çырăнтарнипе пĕрлех "Хĕрлĕ ялав" хаçата çырăнтарассипе тăрăшса ĕçлеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.