АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев наградăсем парса чысланă

09 декабря 2017 г.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев наградăсем парса чысланă

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Юристсен кунне халалласа торжествăлла мероприяти иртнĕ. Чаплă пулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннă. Мероприятинче Раççей ЗАГС уйрăмне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине палăртса тĕрлĕ куравсем хатĕрлесе тăратнă. Республикăра кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне палăртса иртнĕ мероприяти пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса 60 çул пурăнакан çемьесене чысланинчен пуçланнă.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев уява пухăннисене ăшшăн тав тунă. Раççейре ЗАГС тытăмне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, Чăваш Ен юрисчĕсем хăйсен професси тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ, пурнăçăн кирек хăш сферинче те ăнăçлă ĕçлеççĕ, право йĕркине шанчăклăн тытса пырас, обществăпа патшалăх çирĕплĕхне вăйлатас, халăхăн право культурине ÿстерес ĕçе курăмлă тÿпе хываççĕ тенĕ вăл.

М.Игнатьев çĕршыв Президенчĕ В.Путин демографи лару-тăрăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă, унăн пуçарăвĕсем ырă пулнине палăртса хăварнă.

РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе юридици пĕрлешĕвĕ те пысăк витĕм кÿрессине шанса каланă регион Пуçлăхĕ. «Сирĕн профессионализм, пысăк яваплăх мĕнпур ыйтусене пурнăçлама май парассине ĕненетĕп тата шанатăп»,- тенĕ вăл. ЧР юстици тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Н.Тимофеева министерство ĕçĕпе паллаштарнă, уйрăм çитĕнÿсем çинчен каласа кăтартнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Çемье институтне çирĕплетесси, патшалăхăн Пĕрлĕхлĕ реестрне кирлĕ пек шайра пурнăçласа пырасси тĕп приоритетсенчен пĕри пулнине, халăха тÿлевсĕр юридици пулăшăвне парасси те кун йĕркинчех тăнине асăннă вăл хăйĕн докладĕнче. «Пурсăмăрăн та пĕр тĕллев - йĕрке тăвасси, саккунсене пăхăнса тивĕçлĕ яваплăха туйса ĕçсене пурнăçласси, граждансен конституцире палăртнă йĕркисемпе ирĕклĕхĕсене тата саккунлă интересĕсене чыслăн та тÿрĕ кăмăлпа хÿтĕлесси», - тенĕ министр.

Торжествăлла пайра чи сумлисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Халăха пулăшу кÿрес ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Вăрмар район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникне Валентина Альбертовна Волковăна /ÿкерчĕк çинче/ "Чăваш Республикинчи халăха пулăшу кÿрес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика