АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Светлица» кăмăл тăвакансене хапăл

06 декабря 2017 г.

«Светлица» кăмăл тăвакансене хапăл

Çын мĕнсĕр пурăнаймасть? Паллах, апат-çимĕçсĕр. Апат çыншăн - унăн сывлăхĕн, ĕç пултарулăхĕн, кăмăл-туйăмĕн никĕсĕ. Тĕрĕс те пĕлсе апатланни сывлăхпа кăна мар, апатлану культурипе те çыхăннă. Çавна май вăхăт иртнĕçемĕн обществăлла апатлану предприятийĕсем аталанса кайнă. Общепит предприятийĕсем кулинари продукцийĕ, çăкăр-булка, кондитер изделийĕсем туса кăларса вырнаçтараççĕ.

Пирĕн районти обществăлла апатлану сферинче ытларах Вăрмар райповĕ ăнăçлă ĕçлет. Унăн шутне кĕрекен "Общепит" тулли мар яваплă общество "Юность", Вăрмар", "Светлица" кафесен, "Минутка", "Сказка", "Меркурий", "Кулинария" закусочнăйсен, "Илем" киоскăн, çурмафабрикатсен цехĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пырать. Унсăр пуçне "Общепит" Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ тата Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен столовăйĕсене те апат-çимĕçпе тивĕçтерет.

Паян пирĕн сăмахăмăр Вăрмар поселокĕнчи "Светлица" кафе пирки пулĕ. Кафен капмар та илемлĕ çурчĕ аякранах куçа илĕртсе ларать. Вăл самай çĕнĕ, 2013 çулта кăна хута кайнă. Кафере, унăн ячĕ хăйĕншĕн хăйех калать, çутă, таса, хăтлă. "Светлицăн" иккĕмĕш хутĕнче çăнăхран апат-çимĕç хатĕрлекен цех вырнаçнă. Çавна май тин çеç пиçсе тухнă çемçе кукăль-пÿремечсем, пицца, хуплу тата ытти тутлă продукци тÿрремĕнех кафене çитеççĕ. Вĕри апат-çимĕçпе салатсем хатĕрлеме вара "Светлицăра" пултаруллă та ĕçчен поварсем пур. Çавăнпа кафен апат-çимĕç ассортименчĕ чылай пысăк. Апатланма килекенсем Г.Тарасова аслă поварпа А.Петрова поварăн ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Поварсен ĕç опычĕ сахал мар, çавăнпа вĕсем пĕçерекен апат-çимĕç тутлă та техĕмлĕ. Хальхи йышши плита-кăмакасем тата ытти оборудовани те вĕсен ĕçне тухăçлăрах тума май параççĕ. Кафене пырса кĕрсенех çынсене Н.Александрова буфетчица кĕтсе илет. Вăл пуринпе те ăшшăн калаçать, вĕри апатпа сăйланма сĕнет. Кунта вăй хуракан О.Васильева вара тирпей-илемшĕн тата савăт-сапа тасалăхĕшĕн яваплă. Çапла туслăн та пĕр-пĕрне пулăшса тăрăшаççĕ хĕрсем, çавăнпа вĕсен ĕçĕ те ăнăçать. "Светлица" ĕçченĕсем ĕç планне яланах тултарса пыраççĕ. Акă, кафен кăçалхи 11 уйăхри тавар çаврăнăшĕ 5 миллион та 500 пин тенкĕпе танлашнă.

Кăмăл тăвакансем кафене ахаль пырса апатланма та, тĕрлĕ мероприятисем, юбилейсем, пумилккесем ирттерме заявкăсем пама та пултараççĕ. Çĕнĕ çул корпоративĕсем ирттерме те заявкăсем йышăнма пуçланă ĕнтĕ. "Светлица" пурне те хапăл.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика