АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил-çурт ача-пăча сассипе илемлĕ

02 декабря 2017 г.

Кил-çурт ача-пăча сассипе илемлĕ

Мĕн авалтан çемьере нумай ача пулни Турă тивлечĕ, иксĕлми ырăлăх шутланнă. Хальхи саманара çĕршывра нумай ачаллă çемьесем палăрмаллах сахал, анчах юлашки вăхăтра ку енĕпе улшăнусем пулни куçкĕрет. Пирĕн патшалăх çемье, ачалăх, амăшлăх ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрать. РФ Президенчĕ В.Путин палăртнă демографи политикин реформи те çемьесенче ачасен шутне ÿстерме май парасси иккĕлентермест.

Валентина Николаевнăпа Александр Михайлович Петровсем Вăрмар поселокĕнче пурăнаççĕ. Александр Михайлович Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта автобус водителĕ пулса ĕçлет, Валентина Николаевна çак шкултах информатика предметне вĕрентет. Вĕсен çемйинче тăватă ача çитĕнет - виçĕ ывăл та пĕр хĕр. Артем - чи асли. Петровсем ăна, икĕ çултискере, хăйсен çемйине 2009 çулта ача-пăча çуртĕнчен илнĕ. Ун хыççăн 2011 çулта çемьере Кирилл, тепĕр çулталăкран Арсений, тата тепĕр икĕ çултан Татьяна çуралнă. Халĕ Петровсен кил-çурчĕ ачасен хаваслă сассипе тулнă.

Артем 7-мĕш класра вĕренет, шашкăлла вылять, математика предметне килĕштерет. Вăл ырă кăмăллă, тÿрĕ чунлă ача. Шкулта ирттерекен тĕрлĕ конкурссенчен нихăçан та айккинче юлмасть. Район, республика, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса час-часах малти вырăнсене йышăнать. Вăл хăйĕн шăллĕсемпе йăмăкĕшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулма тăрăшать, вĕсене пулăшать. Кирилл, Арсений тата Татьяна поселокри "Зоренька" ача садне çÿреççĕ. Вĕсем те питĕ активлă та талантлă ачасем. Пазлсем пуçтарма, велосипедпа ярăнма юратаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ. Кирилл, çитес çул пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекенскер, пиччĕшĕ пекех шашкăлла лайăх вылять, Арсений самбо секцине çÿрет.

Ачисене тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларасси - Валентина Николаевнăпа Александр Михайловичăн тĕп тĕллевĕ. Вĕсен çемйинче ĕçченлĕхпе тăрăшулăх, яваплăх хисепре. Ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕр тан ĕçлеме хăнăхса ÿсеççĕ. Кун йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ вĕсем. Петровсен çемйи спортпа тата физкультурăпа та туслă. Вĕсем яланах районта иртекен спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнаççĕ.

Пултаруллă çемьен çитĕнĕвĕсем те курăмлă. 2016 çулта Петровсем "Çемье ăшши" конкурса /конкурс замещающих семей "Семейный очаг"/ хутшăнса районта çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, республикăра призерсен шутне кĕнĕ. Кăçалхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче те вĕсем районта иртнĕ "Çулталăк çемйи" конкурсра мала тухма пултарнă. Халĕ район чысне хÿтĕлеме вĕсем республикăра иртекен тапхăра хутшăнаççĕ. Унта та Петровсене ăнăçу кĕтессе шанас килет. Ачасене воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Валентина Николаевнăпа Александр Михайлович Петровсене Вăрмар район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Унсăр пуçне вĕсем тĕрлĕ конкурссене, фестивальсене хутшăнса нумай грамота илме тивĕçнĕ.

- Ачасемсĕр çемье тулли мар. Кил-çурт ача-пăча сассипе илемлĕ. Çемьере ача мĕн чухлĕ нумайрах, юрату çавăн чухлĕ ытларах, - тет Валентина Николаевна. Унăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăма май çук. Ашшĕ-амăшĕ çапла тарăн шухăшлă та мал ĕмĕтлĕ пулнипе ĕнтĕ Петровсен çемйинче пурте пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, пулăшаççĕ, ачасем çемье ăшшине туйса çитĕнеççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика