АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç çунат хушать

29 ноября 2017 г.

Юратнă ĕç çунат хушать

"Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" АУО район, республика шайĕнче ăнăçлă ĕçлесе пыракан, район сумне çĕклекен хуçалăх. Кÿршĕ районсенчен, тĕрлĕ хуласенчен, регионсенчен автомашинăсемпе килекенсем те çакна çирĕплетсе параççĕ. Кивĕ Вăрмар ялĕ еннелле каякан çул çинче час-часах "Чăх-чĕп фабрикине хăш çулпа каймалла-ши", - тесе чарăна-чарăна ыйтаççĕ инçетрен килекенсем. Чăх-чĕп кăларнă вăхăтра ăратлă хур, кăркка, чăх чĕпписем туянассишĕн васкаççĕ тĕрлĕ çĕртен килекенсем. Кайăк-кĕшĕк фабрики те кăçал çур ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ.

Акă Вăрмар районĕ 90 çул тултарнă ятпа ирттернĕ уявра "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин генеральнăй директорĕн заместительне Елена Валерьевна Тимофеевăна /ÿкерчĕк çинче/ агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн ялхуçалăх министрĕ А.Ткачев алă пуснă Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Елена направленипе Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтне вĕренме кĕрет, кунтан агронома вĕренсе тухсанах çулталăк хушши тăван хуçалăхра çак специальноçпа ĕçлет. Тăван ялти хуçалăхра 1990 çултанпа вăй хурать Елена Валерьевна. Ĕçри пултарулăхне кура ÿсĕм çулĕпе малалла утать, 1995 çулччен экономист, 2015 çулччен тĕп экономист должноçĕсенче тăрăшать. Кун хыççăн çулталăк çурă Е.Тимофеева хуçалăхăн генеральнăй директорĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ пулса ĕçлет. Хуçалăхра ĕçленĕ вăхăтра тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене чылай тивĕçнĕ вăл, Раççей Федерацийĕн шайĕнчи Тав çырăвĕ вара хаклă документсен пухмачĕнче - пĕрремĕш.

Кăçалхи февраль уйăхĕнчен пуçласа Елена Валерьевна "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин генеральнăй директорĕн заместителĕ. Пĕрле ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскере коллективра хисеплеççĕ, юратаççĕ.

Кайăк-кĕшĕк фабрикинче 96 çын ĕçлет. Вĕсем хушшинче нумайшар çул ĕçлекенсем чылай. Çав шутра çамрăксен йышĕ хушăнса пыни те савăнтарать. Фабрикăна ура ярса пусакан çамрăксене опытлă специалистем ĕç майне хăнăхтараççĕ. Кайăк-кĕшĕк фабрикинчи ăратлă кăркка, хур, бройлер чăххисен чĕпписемпе çăмартисене Алтайран, Хакассинчен, Самара, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен тата ытти çĕртен те туянма килеççĕ. Хальхи вăхăтра та хуçалăхра ĕç шавĕ лăпланмасть, чăх-чĕп пăхакансем кайăк-кĕшĕке пахалăхлă апат çитерсе çуркунне чĕпĕсем кăларма хатĕрлеççĕ.

Малалла та ăратлă чăх-чĕп ĕрчетекен фабрика аталану çулĕпе пытăр!

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика