АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуласлăх технологийĕсен вăрттăнлăхĕсене тĕпчеççĕ

25 ноября 2017 г.

Пуласлăх технологийĕсен вăрттăнлăхĕсене тĕпчеççĕ

Хальхи вăхăтра роботсемпе производствăра та, кулленхи пурнăçра та анлă усă кураççĕ, вĕсемпе ĕçлеме пĕлекен специалистсем те пĕтĕм çĕртех кирлĕ. Çавна май робототехника вĕрентÿ системинче те курăмлă вырăн йышăнать.

Робототехника вĕренекенсене 21 ĕмĕрти технологисемпе паллашма çул уçса парать, ачасене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме, хăйсем тĕллĕн йышăнусем тума пулăшать. Ачасем хăйсем мĕн те пулин ăсталанă е шухăшласа тупнă чухне ĕç вăрттăнлăхĕсене лайăхрах ăнланса, ăса хывса пыраççĕ. Тĕрлĕ механизмсене тĕпчесе вĕсем алăпа ĕçлеме хăнăхаççĕ, хăйсен шухăшлавне, фантазине, творчествăллă пултарулăхне аталантараççĕ.

Акă, Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта темиçе çул ĕнтĕ "Робототехника тата лего-конструирование" кружок ĕçлет. Ăна Анатолий Витальевич Викторов /ÿкерчĕк çинче/, информатика предметне вĕрентекенĕ, ертсе пырать. Кружока вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем çÿреççĕ. Занятисем уроксем хыççăн, эрнере виçĕ кун е хăш чухне ытларах та, пулаççĕ. Кружока çÿрекенсем çулсеренех Шупашкарта иртекен ăмăртусене хутшăнса лайăх результатсем кăтартаççĕ. Унта ачасем хăйсем пуçтарнă робочĕсене тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ. Тĕслĕхрен, роботсен тĕрĕс çул шыраса тупса кĕске вăхăтра лабиринтран тухмалла е палăртнă йĕр тăрăх чупмалла.

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче, Вăрмар районĕ 90 çул тултарнине уявланă кун, районти культура çуртĕнчи фойере тĕрлĕ куравсемпе пĕрлех асăннă кружока çÿрекенсен ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕ. Пухăннисем алăпа ăсталанă тĕрлĕ роботсене тата ытти япаласене курса тĕлĕнчĕç, вĕсене тытса пăхма, вĕсем мĕнле ĕçленине сăнама пултарчĕç. 6б класра вĕренекен Александр Иванов /ÿкерчĕк çинче/ "Робототехника тата лего-конструировани" кружока иккĕмĕш çул çÿрет. Вăл роботсем пуçтарас ĕçпе питĕ кăсăкланать, кружока хаваспах çÿресе хăйĕн ăсталăхне туптать. Пултаруллă арçын ача шкулта та лайăх паллăсемпе кăна вĕренет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика