25 ноября 2017 г.
2017 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче вăрмарсем тăван район 90 çул тултарнине паллă турĕç.
Çак кун ирхине ирех Вăрмар поселокĕ çийĕн хаваслă кĕвĕ-çемĕ янăрарĕ. Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенчи алă ăстисемпе пултаруллă çынсем хăйсен япалисене халăх умĕнче кăтартрĕç, библиотека ĕçченĕсем кĕнеке выставкисем йĕркелерĕç. Район историне тĕпчекенсем тата спорт çитĕнĕвĕсем çинчен, ача-пăчасем валли çырнă кĕнекесен куравĕ те пулчĕ. Кĕнекесене туянакансем те чылайăн пулчĕç. Унтах "Хĕрлĕ ялав" хаçат тата районти почтамт ĕçченĕсем çырăнтару йĕркелерĕç. Уяв та хаваслă иртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.