АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тав çырăвĕ илни малалла çул уçать

25 ноября 2017 г.

Тав çырăвĕ илни малалла çул уçать

Бухгалтер профессийĕ ĕç рынокĕнче кирек епле вăхăтра та кирлĕ, шутлă, хисеплĕ. Вăл шут ĕçне юратакансен ĕçĕ. Хуть те хăш организаци-предприятире, фирмăра, хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче те бухгалтерсăр ниепле те май килмест. Хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçлакан специалистсем пур çĕрте те кирлĕ.

Акă иртнĕ кунсенче Вăрмар районĕ 90 çул тултарнине халалласа ирттернĕ уявра районти культура çуртĕнче «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче бухгалтер пулса ĕçлекен Наталья Леонидовна Ануфриевăна /ÿкерчĕк çинче/ Раççей Федерацийĕн ялхуçалăх министрĕ А.Ткачев алă пуснă Тав çырăвĕпе чысларĕç. Агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ вăл çак чыса. 2014 çулта çак хуçалăхрах ĕçленĕ чухне Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ пулнă Наталья Леонидовна.

Н.Ануфриева Владимир Анатольевичăн хуçалăхĕнче 2013 çултанпа ĕçлет. Бухгалтери ĕçĕсемсĕр пуçне кадрсемпе çыхăннă ыйтусене татса парассипе, документацие тытса пырассипе те ĕлкĕрсе пырать вăл. Акă «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ грант çĕнсе илессипе тĕрлĕ конкурссене хутшăнать, кун пек чухне чылай документ тĕрĕс хатĕрлеме пĕлмелле. Владимир Анатольевич хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçличчен вăл «Шигали» ЯХПК-ра 15 çул бухгалтер пулса вăй хунă.

Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ Наталья ялти шкултан вĕренсе тухсан Канашри финанс колледжĕнче пĕлÿ пухнă. Ун хыççăн Шупашкарта Ленин районĕнчи налук инспекцийĕнче налук инспекторĕ пулса ĕçленĕ. Шăпа ăна хамăр районти Шăхаль ялне илсе çитернĕ. Эдуард Ануфриевпа пĕрлешсе вĕсем икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Асли Николай 21 çулта, механикăпа технологи колледжĕнчен программиста вĕренсе тухнă, хĕрĕ Екатерина 17 çулта - экономикăпа технологи коллеждĕнче вĕренет. Наталья Леонидовна хăй те нумай пулмасть Чăваш патшалăх ялхуçалăх академине заочно вĕренсе пĕтернĕ. Пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ Ануфриевсем çемйипех. Ĕçлеме ÿркенмелле маррине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика