АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 90 çул хыçра - татах нумай пултăр умра!

22 ноября 2017 г.

90 çул хыçра - татах нумай пултăр умра!

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче Вăрмар районĕ 90 çул тултарнă ятпа поселокра чаплă уяв иртрĕ. Уяв мероприятийĕсем çав тери çÿллĕ шайра пулнине палăртмалла, вĕсем районти пур ÿсĕмри çынсен пултарулăхне тепĕр хутчен уçса пачĕç. Ирпе ирех тĕп площадьре хаваслă кĕвĕ-юрă янăрарĕ, пурне те уява пуçтарăнма йыхравларĕ.

Мероприятисем харăсах темиçе вырăнта та пычĕç. Тĕп площадьре Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен алă ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ, алăпа тунă илемлĕ япаласемсĕр пуçне куравра Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан ятарлă баннерсем те хатĕрленĕ. Уява килнĕ хăнасем алă ĕç ăстисен пултарулăхĕпе чăннипех те тĕлĕнчĕç, кăмăл тăвакансем туянма та пултарчĕç. Тĕп площадьри сцена çинче районти пултарулăх коллективĕсен савăнăçлă концерчĕ иртрĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ С.Антонов Вăрмар районне уяв ячĕпе чаплă парнепе савăнтарчĕ - пушар чаçне пушар машини парнелерĕ.

Культура çуртĕнче фойере Вăрмарти Ÿнер шкулĕн воспитанникĕсемпе преподавателĕсем район çыннисемпе хăнисене илемлĕ кĕвĕ-юрăпа савăнтарчĕç. Культура çуртĕнче фойере çавăн пекех Вăрмар райповĕн, "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществин, "АгроРесурсы" тулли мар яваплă обществăн продукцине тăратнă. Районти шкулсенчен "Робототехника" кружока çÿрекенсем те хăйсен пултарулăхне кăтартма килнĕ. Район хаçачĕн, Вăрмарти почтамт ĕçченĕсем "Хĕрлĕ ялав" хаçата тата ытти изданисене çырăнтармалли кампание те йĕркеленĕ кунта. Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Çар мухтавĕн музейĕн таврапĕлÿçи И.Криков уяв хăнисене ял историйĕпе паллаштарчĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем "90 лет Урмарскому району - 90 книг" кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Т.Дорофеева поэтесса та уява килнисене хăйĕн кĕнекисемпе паллаштарчĕ.

Уявăн официаллă пайĕ Культура çурчĕн сцени çинче малалла тăсăлчĕ, Вăрмар районĕн пĕрлештернĕ хорĕ юрланинчен пуçланчĕ. Унтан районти фольклор ушкăнĕсен сюити пулчĕ. "Еник" фольклор ушкăнĕн купăсçи Н.Гаврилов чăваш ташши ташлама залра ларакан хăнасене чĕнсе кăларни витĕмлĕ пулчĕ. Культура çурчĕн залĕ халăхпа лăк тулли пулчĕ. Вĕсем хушшинче хаклă хăнасем - районтан тухнă тава тивĕçлĕ ĕçченсем, тĕп хуларан, Раççейри тĕрлĕ хуласенчен килнĕ ентешсем, Вăрмар районĕпе тачă çыхăну тытса тăракансем - пурте йышлăн чаплă уява пуçтарăннă.

Уява район пуçлăхĕ М.Пуклаков уçрĕ. Сцена çинчен ЧР патшалăх гимнĕ хыççăн Вăрмар район гимнĕ янăрани те витĕмлĕ пулчĕ. Михаил Анатольевич Халăха ĕçпе тивĕçтерес ĕçре пысăк кăтартусемпе нумай çул ĕçленĕшĕн ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин Хисеп грамотипе "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхне, Тав çырăвĕпе "Сергеев В.М." хресчен?фермер% хуçалăхĕн пуçлăхне чысларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев 90 çулхи район историйĕпе, унăн çыннисемпе, паттăрлăхĕпе, хастарлăхĕпе чăннипех те мухтанни çинчен каларĕ. Çавăн пекех вăл аслă ÿсĕмри çынсен опычĕпе çамрăксен вăй-халне кура Вăрмар районĕ малашне аталанса, тĕрекленсе пырасса шаннине пĕлтерчĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата Вăрмар районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Вăрмар район администрацийĕн Тав çырăвĕсене Çитмĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăн 2 степеньлĕ орденне тивĕçнĕ Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Д.Егоров, Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавăн 2 орденне, Халăхсен туслăхĕн орденне тивĕçнĕ А.Борцов илчĕç. Иккĕшĕ те вĕсем залра ларакансем умĕнче сăмах каларĕç, район историйĕнче чылай çул каялла пулнă пулăмсене аса илчĕç. Дмитрий Егорович тепĕр 6 çултан 100 çула çитет, Анатолий Дмитриевич вара 87 çулта. Вĕсем кунта килни уява чыс та хисеп кÿчĕ.

ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ А.Тимофеев уява пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ячĕпе саламларĕ.

Вăрмар районĕн агропромышленность комплексĕн системинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн РФ ялхуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене "Иванов В.А." хресчен?фермер% хуçалăхĕн бухгалтерĕ Н.Ануфриева, водителĕ В.Ширков, "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин генеральнăй директорĕн заместителĕ Е.Тимофеева, механизаторĕ С.Николаев тивĕçрĕç.

Уяв ячĕпе саламлама Вăрмар районне "Чăвашметалл" АУО генеральнăй директорĕ Л.Григорьев, "Фирма Акконд-Агро" акционерлă обществăн директорĕ Н.Фомин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, РСФСР халăх артистки Н.Яковлева тата ытти хисеплĕ хăнасем килсе çитнĕ.

Чаплă уяв мини-футбол вăййине вылянипе, дискотекăпа тата салютпа вĕçленнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова, Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика