АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте пĕрле тăрăшсан ĕç ăнăçать

22 ноября 2017 г.

Пурте пĕрле тăрăшсан ĕç ăнăçать

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Кун йĕркинче çак пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пулчĕç: РФ Президенчĕн «Раççей Федерацийĕн демографиллĕ политикине пурнăçлас мерăсем пирки» Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче тухнă 606 номерлĕ Хушăвне улшăнусем кĕртесси çинчен» Хушăвĕ пирки; Чăваш Республикинче наркомание сарассине хирĕç тăрас тата профилактикăлас мерăсем пирки; Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан граждансене юридици ыйтăвĕсемпе тÿлевсĕр пулăшу парас тĕлĕшпе патшалăх политикине пурнăçласси, çемьепе ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен тата вĕрентÿ учрежденийĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Ачасене право енчен пулăшу кÿмелли куна» ирттересси /ноябрĕн 20-мĕшĕнче/; 2017-2018 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес мерăсем пирки.

Пĕрлехи информаци кунне ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Казарина, ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ А.Тимофеев, Федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин вĕрентÿ хутлăхĕнчи надзорпа контроль управленийĕн начальникĕ А.Михайлов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин пай начальникĕсемпе специалисчĕсем, вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи малтан яваплă çынсем торжествăлла лару-тăрура амăшĕн капиталне илмелли сертификатсене пачĕç. Хальхинче çак документсене О.Михайлова /Чупай/, Н.Николаева /Вăрмар поселокĕ/, Л.Ларионова /Кавал/ илчĕç.

Унтан Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем темиçе ушкăна пайланса Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Чулкас, Чупай ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕç.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов Тикаш ял тăрăхне çитсе курчĕç. Яваплă çынсем ялти малтанхи çулсенче ĕçленĕ шкул çуртне кĕрсе тухрĕç, ял тăрăхĕн администрацийĕн, библиотекăн, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн коллективĕсемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕç. Унтан информушкăн Ленин, Школьная урамсенчи, Кудрявцев тăкăрлăкĕнчи автомобиль çулĕн строительствин объектне кайса курчĕç.

Информаци кунĕнче ĕçлекен тепĕр ушкăн йышĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов тата ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ А.Тимофеев пулнă. Вĕсем Чупай ял тăрăхне çитсе курчĕç, ялти культура çуртне çул тытрĕç. Культура вучахĕсĕр пуçне ку çуртра ялти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, «Светлана» тулли мар яваплă обществăн çĕвĕ цехĕ, библиотека, ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă. Яваплă çынсем çĕвĕ цехĕнче вăй хуракансемпе, ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсемпе калаçрĕç. Çынсене çул-йĕр ыйтăвĕ пăшăрхантарчĕ. Калаçу «Вăрмар-Чупай-Патти» автомобиль çулне юсасси тавра пычĕ. Информушкăн членĕсем çак ыйту çине тивĕçлĕ хурав пачĕç, муниципалитетран республикăна заявкăпа тухмаллине палăртрĕç.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Чупай ял тăрăхĕнче кăçал 14 ача çуралнă, 7 çын вилнĕ. Çуралнисем вилнисенчен нумайрах пулни, паллах, аван. Пушар тухас хăрушлăха профилактикăлас тĕллевпе халăхпа тăтăшах калаçу ирттернине те пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Андреев.

Унтан яваплă çынсем Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула кайса курчĕç. Шкул директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Л.Яковлева вĕсене шкул ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Унтан информушкăн членĕсем кунти вĕрентекенсемпе тĕл пулса пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕрентекенсене ĕç укçин калăпăшĕ чакни, коммуналлă тÿлевсем ÿсни, анчах вĕсемшĕн паракан субсиди çав шайрах пулни пăшăрхантарчĕ. Унсăр пуçне вĕсене Патти ялĕнчи культура çурчĕн шăпи шухăшлаттарчĕ, çак ялта фельдшерпа акушер пункчĕ уçмалли пирки те калаçрĕç. Пухăннисем çак ыйтусене уçăмлатас тесен пурте пĕрле çине тăмалла, вĕсене пухусенче çĕклемелле тесе пĕтĕмлетрĕç.

Информушкăн членĕсем палăртнă тăрăх, Пĕрлехи информаци кунĕ ăнăçлă иртнĕ, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пурне те халăхпа сÿтсе явса шута илнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА, И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика